Комментари хушас

4 Авăн, 2015

Амăшĕ юрланине каçса кайса итленĕ

Паллă çак артист - Василий Васильев - хамăр енчен, Аччаран, пулнине эпĕ ăнсăртран пĕлтĕм. Пĕррехинче Чăваш наци радиовĕпе паллă ентешĕмĕр, сцена ăсти, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев ун çинчен хатĕрленĕ çур сехетлĕх передачăна итлеме тÿр килчĕ. Мĕнлерех хăпартлантăм Ачча тăрăхĕнче пултаруллă юрăç пурришĕн. Вăл çав кăларăмра юрланă чăваш халăх юррисем хăлхаран чылайччен тухма пĕлмерĕç. Каярахпа Валериан Прокопьев таврапĕлÿçĕ те ун çинчен каласа панăччĕ. Иртнĕ çул вара Акатуйра хăйĕнпе паллашрăм, сăн та ÿкерсе илсе хамăр хаçатра пичетлесе районта пурăнакансем патне çитертĕм. Шел, ун чухне нумай калаçса тăма май килмерĕ.

Василий Васильев çут тĕнчене Ачча ялĕнче 1935 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче килнĕ. Пĕрремĕш юррисене амăшĕнчен илтнĕ. Унăн сасси питĕ хитре пулнă. Çамрăк ача вăл юрланă чăваш юррисене каçса кайса итленĕ. Ачча шкулĕнче çичĕ класс пĕтерсен вĕренĕве Вăрнар районĕнчи Уравăш вăтам шкулĕнче тăснă.

Василий ачаранпах вĕренÿре те, ĕçре те, пурнăçра та малалла талпăнма тăрăшнă, çÿлелле кармашнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.