Комментари хушас

6 Çу, 2014

Пĕрисем ят-сумлă, теприсем...

РФ Спорт министерстви регионсен спортăн тĕп тĕсĕсене çирĕплетнĕ. Ведомство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре аталантараканнисен йышне тепĕр виçĕ ене кĕртнĕ - триатлон, самбо, фристайл. Çапла вара пирĕн республикăра спортăн 12 тĕп тĕсĕ шутланать: велоспорт-маунтинбайк, çăмăл атлетика, спорт кĕрешĕвĕ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика, биатлон, хăлха илтменнисен тата сусăррисен спорчĕ. Çакă ыттисене аталантарманнине пĕлтермест паллах. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче спортăн 50 федерацине регистрациленĕ, вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Кашни регионăн тĕллевĕ - спортсменсене Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрлесси. Çÿлерех асăннă спорт тĕсĕсене /самбона шута илмесен/ Олимпиада программине кĕртнĕ.

Шел те, çак йыша чăваш халăхĕн авалах вăй илнĕ тĕсне - кĕрешĕве - кĕртмен. Чăннипе, пирĕн республикăра спортсменсене ăсталăха туптамашкăн уйрăм секцисем те çук. ЧР кĕрешÿ федерацийĕн президенчĕ Виталий Васильев пĕлтернĕ тăрăх - хăйсем çине тăнипе тата ырă çынсем пулăшнипе кăна тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ, ытти региона тухса çÿреççĕ. Кире пуканĕн спорчĕ республикăра çирĕп вăй илнĕ пулин те списока лекмен. Темшĕн йĕлтĕр спорчĕ те «тăрса юлнă», Олимп чемпионĕн Владимир Воронковăн çитĕнĕвĕ çителĕксĕр тенĕ-ши?

Пирĕн республика - çăмăл атлетсен регионĕ. Олимп тÿпине çĕкленнĕ Валентина Егоровăпа Татьяна Архипова марафонçăсене, Елена Николаева, Олимпиада Ивановăпа Владимир Андреев хăвăрт утакансене кам пĕлмест пулĕ. Вĕсен ячĕсем тĕнче ăмăртăвĕн историне ĕмĕрлĕх çырăннă. Маттурсенчен пин-пин чăваш ачи тĕслĕх илет, Олимп çулĕпе утма ĕмĕтленет. Паян çамрăк спортсменсем чупас, хăвăрт утас, йĕтре тĕртес, сăнă ывăтас, çÿллĕшне тата тăршшĕне сикес енĕпе ăсталăха туптаççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ ăмăртуран наградăпа таврăнать. 2003 тата 2008 çулсенче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Европа тата Тĕнче кубокĕсем, кашни çул Раççей кубокĕсемпе чемпионачĕсем иртни те çакнах çирĕплетет. 2016 тата 2018 çулсенче Шупашкар Тĕнче кубокĕсен тĕп хули пулĕ, ун чухне пирĕн республикăна çĕр-шыври чи вăйлă спортсменсем пухăнĕç. Тепĕр çул акă Чăваш Ен çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионатне йышăнĕ.

Йĕтре тĕртес тата диск ывăтас енĕпе хăй вăхăтĕнче Шупашкар пики Оксана Гаус республика рекордне çĕнетнĕ. Шел те, паянхи кун унăн шайне çитекен тупăнман. Çапах та тренерсем пултаруллă спортсменсене, Чăваш Ен чемпионĕсене Марина Максимовăпа Евгения Смирновăна шанаççĕ, вĕсенчен пысăкрах çитĕнÿсем кĕтеççĕ. Çав вăхăтрах эпир çÿллĕшне тата тăршшĕне сикес енĕпе тупăшакан спортсменсене хатĕрлейместпĕр.

Йывăр атлетсен çитĕнĕвĕсем курăмлă. Виктор Андреев, Юрий Мышковец, Ольга Андреева, Вячеслав Ластухин, Александр Мышов, Наталья Хлесткина тĕрлĕ çулта республика чысне Европа, тĕнче, çĕр-шыв чемпионачĕсенче хÿтĕленĕ. Пулас ăру та вĕсен ят-сумне çĕре ÿкермест. Акă нумаях пулмасть Владикавказра çĕр-шыври çамрăк атлетсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн спортсменсем Ирина Баймулкина, Анатолипе Любовь Иноходовсем, Дмитрий Исаков тĕрлĕ медальпе таврăннă. Малашне те ăнсан вĕсен Олимп вăййисене хутшăнма шанăç пур.

Биатлонçăсен те çитĕнÿ сахал мар, çапах çĕр-шыв чемпионатĕнче çĕнтерме хастарлăх çитеймест. Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Павел Охотниковпа Евгений Петров ытти спортсменпа пĕрле кăçал эстафетăра бронза медаль çĕнсе илнĕшĕн те хавхаланатпăр паллах. Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Семенова çитес Олимпиадăна хутшăнасса шанатпăр. 50 çул каялла биатлон енĕпе республика чемпионĕ ятне пĕрремĕш тивĕçнĕ спортсмен, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев 85 çула çитнĕ пулин те халĕ те çамрăксемпе ĕçлет. Çакнашкал хастар çынсем чăваш биатлонне тата та çÿлерех çĕклессе кĕтетпĕр.

Юлашки çулсенче пирĕн републикăра спортăн хĕллехи тĕсĕ - фристайл - вăй илме тытăнчĕ. Сикме-çаврăнма хăраман çамрăксем «ски-кросс тата слоуп-стайл» дисциплинăсене уйрăмах килĕштереççĕ, кашни кун ăсталăха туптаса тĕрлĕ ăмăртура палăраççĕ. Çакă кăçал Сочири Олимп вăййисене хутшăннă Елена Муратова ячĕпе çыхăннах ахăртнех. Пирĕн спортсменка пьедестал çине хăпараймарĕ пулин те ачасемпе çамрăксене спортпа туслашма хавхалантарчĕ пулĕ. Çак шухăшах Шупашкарти сăрт-ту йĕлтĕрçисен «Вертикаль» центрĕн ертÿçи Валерий Васильев тренер палăртать. Асăннă центртах кăçал фристайл енĕпе республика чемпионачĕ иртнĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Ен спортсменĕсенчен тĕрлĕ турнирта Александр Смирнов, Дмитрий Мулендеев, Максим Яковлев, Никита Васильев, Лана Прусакова палăрнă.

Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Ярды велосипедист XX çуллахи Олимпиадăра /1972/ командăсен тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса республикăн ят-сумне çÿле çĕклерĕ. Паян вăл хывнă çулпа спортăн тĕнче класлă мастерĕ Ирина Калентьева, Вера Андреева тата ыттисем «çÿреççĕ». Спорт гимнастики те вăй илни савăнтарать. Çак кунсенче 18-ти спорт мастерĕ Полина Федорова Раççей чемпионки пулса тăчĕ. Владислав Поляшов, Евгений Степанов тата пултаруллă ытти гимнаст çултан çул çĕнĕ çитĕнÿ тăваççĕ. Юлашки çулсенче сусăррисемпе хăлха илтменнисен спорчĕ те аталанма тытăнчĕ. 2012 çулта Лондонри Паралимпиадăра Шупашкар пики Елена Иванова тĕрлĕ дистанцире виçĕ медаль çĕнсе илни те çакна çирĕплетет. Пĕлтĕрхи сезон япăх илтекен спортсменсемшĕн ăнăçлă пулчĕ: пирĕн ентешсем Андрей Андреев, Иван Пакин, Анастасия Седова Сурдлимп вăййисенчен медальсемпе таврăнчĕç.

Шел те, тÿнтер ен те çук мар. Ухăран пересси спортăн тĕп тĕсĕсен йышĕнче пулин те унăн сумĕ ÿсмест. РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Ольга Авдеева каланă тăрăх - секцие çÿрекенсен йышĕ çултан çул сахалланать. 40 çул ытла ухăçăсене хатĕрлекенскер ĕçлеме услови çуккине палăртрĕ. Бомбăсенчен хÿтĕленмешкĕн 50 çул каялла хăпартнă сооруженире тренировка ирттереççĕ иккен вĕсем. Унта та пĕрре те юсав ĕçĕсем туман. Тепĕр ыйту - ытти хулана тухса çÿреме майсем çукки. Тен, çавăнпах пулĕ вĕсен йышĕнче Ирина Солдатова тата Юрий Леонтьев пек паллă ухăçăсене курмастпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.