Archive - 7 Çĕртме, 2016 - Хыпар

7 Çĕртме, 2016

Аслă ăру çыннисене - компенсаци

Кăçалхи ака уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Граждансен уйрăм категорине нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама взнос тÿлес енĕпе социаллă пулăшу парасси çинчен» саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 70 тата 80 çулсенчи ватăсем тăкакланнăшăн компенсацие тивĕçеççĕ.

7 Çĕртме, 2016

Атăльялсен телейĕ

Паян «Хыпар» вулаканĕсене паллаштаракан çынпа темиçе çул каяллах курнăçса калаçма ĕмĕтленнĕ. Вăл ял çыннисемшĕн пурнăçлакан ыркăмăллăх ĕçĕсем чăннипех вышкайсăр пысăк. Анчах та хăй пирки мухтаса каланине килĕштермест, çавăнпа пирĕн тĕлпулу çак вăхăта çити тăсăлса пычĕ.

7 Çĕртме, 2016

Çул çинче пуçлăх та, пуçлăх ывăлĕ те çук

Пурте правилăсене пăхăнсан кăна инкексенчен сыхланма май пур

ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ юнкун йĕркеленĕ пресс-конференцие пилĕк уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетме пухнă пулин те журналистсене, паллах, чи малтанах тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн ывăлĕ тунă авари кăсăклантарчĕ. Управлени пуçлăхĕ Владимир Романов, унăн ĕçтешĕсем МИХсен представителĕсем кĕтнине тÿрре кăларчĕç — çав аварипе çыхăннă чылай саманта уçăмлатрĕç.

7 Çĕртме, 2016

Тылри чăтăмлăхпа паттăрлăха манмалла мар

Кăçал Сăрпа Сĕве тăрăхĕнчи хÿтĕленÿ сооруженийĕсене тума пуçланăранпа 75 çул çитет. Вĕсене республикăн патшалăх истори архивĕн пай ертÿçин заместителĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Федор Николаевич КОЗЛОВ тĕпченĕ. Мĕнле тĕллевпе туни çинчен каласа пачĕ.

7 Çĕртме, 2016

Кам çÿллĕрех?

I Петĕр патша икĕ метртан та çÿллĕрех пулнă тенине илтнĕ-ха. Раççее ертсе пынă çĕршыври паллă ытти çын мĕн çÿллĕш пулнине пĕлес килет.
А.АРТЕМЬЕВА,
Элĕк районĕ.
Александр Македонский — 150 см;
Нестор Махно — 151 см;
Михаил Калинин — 155 см;
Николай Бухарин — 155 см;
II Екатерина — 157 см;
Климент Ворошилов — 157 см;
Дмитрий Медведев — 162 см;
Иосиф Сталин — 163 см;
Владимир Ленин — 164 см;

7 Çĕртме, 2016

Микулана Никольскире ирттертĕмĕр

Çуллахи Микулана паллă тума Тутар Республикинчи Лайăш районне кĕрекен Никольски ялне пĕтĕм Раççей халăхĕ пуçтарăнать тейĕн. Кунта Пĕтĕм Раççейри "Каравон" фольклор фестивалĕ иртет.

7 Çĕртме, 2016

Чăваш юррине итле, Америка!

Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсене çитиех вĕçетĕп. Чăваш Ене юрататăп, Раççее шанатăп, хам вара Америка çинчен шухăшлатăп. Хумханатăп. Американсен чĕрине тыткăна илме пултарăп-и?

7 Çĕртме, 2016

Сочирен — Шупашкара

Çак кунсенче çăмăл атлетика командисене Сочи çĕршыв чемпионатне пухрĕ. Яланхи пекех унта Раççейри чи паллă спортсменсем Сергей Шубенков, Анна Чичерова, Иван Ухов тата ыттисем вăй виçсе пысăк çитĕнÿсем тунă.

Турнирта Чăваш Ен спортсменĕсем те ăнăçлă ăмăртнă. Пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ Европа чемпионачĕн хастарĕ Анжелика Сидорова Сочире хăйне лайăх енчен кăтартнă. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ шăчăпа 4,65 метр сиксе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Pages