Комментари хушас

7 Çĕртме, 2016

Чăваш юррине итле, Америка!

Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсене çитиех вĕçетĕп. Чăваш Ене юрататăп, Раççее шанатăп, хам вара Америка çинчен шухăшлатăп. Хумханатăп. Американсен чĕрине тыткăна илме пултарăп-и?

Пирĕн делегацире питĕ интереслĕ çынсем пур. Чапа тухнă Жуков маршалăн хĕрĕсем Эрăпа Элла ман умра пăшăлтатаççĕ. Акă Никита Хрущев ывăлĕ Сергей. Унпа юнашар — Георгий Гречко космонавт, Евгений Мешалкин академик, Евгений Долматовский поэт тата ыттисем.

Тĕлĕнмелле пĕрпеклĕх! 1492 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Х.Колумб Сан-Сальвадор утравне çитсе Америкăна «уçнă» пулсан эпĕ вара шăпах çак кунхине, 500-е яхăн çул иртсен, тĕлĕнмелле çав çĕр çине пусрăм.

Пиншак çинчи номер тăрăх мана кам шырать-ха? Ман пата йăл кулса пысăк шлепке тăхăннă Сэм пичче пырать, юнашарах — чиперкке мăшăрĕ.

...Туслăх концерчĕ. Америка артисчĕсем хăйсен номерĕсене кăтартрĕç. Манăн та черет çитрĕ — чăваш юррине юрлатăп. Концерт пуçламăшĕнче сцена çинче Америка композиторĕ Ким Фаравелл пулчĕ. Ăна чĕнетĕп, хамăн грампластинкăна /«Чăваш тăрăхĕн çăлкуçĕсем»/ парнелетĕп. Унăн «Ĕненÿ. Шанчăк. Юрату» юррине пĕрле шăрантаратпăр...

«Миршĕн ирттерекен тĕлпулусене» уçмалли сценари тăрăх /ăна Мускаврах хатĕрленĕ/ официаллă сăмахсем хыççăн манăн мир çинчен юрламалла. «Тĕнчен виççĕмĕш вăрçинче çĕнтермелли мел пĕрре çеç — ăна сирсе ямалла», — тенĕ Канзас штатĕнче çуралса ÿснĕ Д.Эйзенхауэр. АПШн хальхи ертÿçисен унран вĕренесчĕ.

«Ĕçлĕ» калаçусем вĕçленчĕç. Юрлама вăхăт çитрĕ. Мĕн чухлĕ халăх! Юрласа ятăм:

«Я один бессилен против бомб...»

Пурте ман еннелле пăхаççĕ. Акă ватă хĕрарăм ман пата пырать, алăран тытать те Сергей Хрущев патнелле илсе каять. Асăнмалăх сăн ÿкерĕнесшĕн. Тепри манăн Америкăри адреса, тĕрĕсрех — эпĕ чарăннă çурт номерне, ыйтать. Хваттер уççине Майкл водитель панăччĕ.

Ачасем хупăрласа илеççĕ. Вĕсем тÿрех «чăваш-американ оркестрне» йĕркелерĕç. Пĕри манăн купăса тăсса ярать, пĕчĕк негр шăхлич калать, хĕрача питлĕхе шаплаттарать. Çук, шăпăра никама та памастăп, хам калатăп. Чăвашсен авалхи юррине — сăпка юррине — яланах хумханса юрлатăп. Америкăра та çаплах. Çак юрă умĕн сăмах калатăп: «Пирĕн ачасемшĕн капиталистсем те, коммунистсем те çук, анне, хĕвел, тÿпери кайăксем çеç. XXI ĕмĕрте вĕсен пурнăçĕнчен хаяр сăмахсем — класс тăшманĕ, вăрçă, выçлăх... — çухалччăр тесе пĕрле тăрăшар...»

...Еплерех пурăнать хаçат кăларакан Долф Самонс! Чаплă çурчĕ пысăк сад ăшне путнă. Бассейн, унпа юнашарах — концерт залĕ. Çакăнта хамăн пултарулăха кăтартмаллаччĕ — кун пирки мана пирĕн делегаци ертÿçи Г.М.Гречко каларĕ. Америка артисчĕсем пулаççĕ, ун хыççăн — манăн концерт. Юрăç пуласси питĕ йывăр шăпа-çке! Сцена маншăн алтарь пекех. Пурте савăнаççĕ, пурте чаплă эрехсене астивнĕ ĕнтĕ, эпĕ пĕр тумлам виски те ĕçейместĕп. Чăваш юррисене Мадридра юрлатăп-и е Берлинти Нацисен керменĕнче-и, Индири Делире-и е Шăмăршă районĕнчи выльăх пăхакансен хушшинче — сцена çине тухас умĕн нихăçан та эрех ăша яман.

Шăпăрăм ман, шăпăрăм! Сана, манăçа кăларнăскере, Кремльти Сĕездсен керменĕн пысăк сцени çине хăçан илсе тухнăччĕ-ха? Ĕмĕрсен ĕмĕрĕнчен килекен авалхи сасăсемпе эсĕ манăн авалхи халăха миçе хутчен мăнаçлантарман-ши? Санпа пĕрле эпĕ Украинăра, Беларуçра, Латвипе Эстонире, Грузипе Кăркăсстанра, Раççейĕн нумай хулинче, Венгрипе Чехире, Польшăпа Словакире, Ирландипе Германире, Испанире юрăсем шăрантартăм. Халĕ акă сана американ ансамблĕпе тухма хатĕрлетĕп. Америка артисчĕсем сцена çинчен кĕчĕç. Чăваш, вырăс, украин, латыш, американ юррисене юрлатăп, вĕсен оркестрĕ калать... Эпĕ юрланине еплерех йышăнчĕç? Япăх юрăçа чикĕ леш енне илмĕччĕç.

Сергей Хрущевпа пĕр машинăра пыратпăр. «Атте вырăс тата украин халăх юррисене питĕ юрататчĕ. Санăн чăваш юррисем те килĕшĕччĕç ĕнтĕ ăна. Эсĕ профессионал юрăç тесе шухăшланăччĕ, философи вĕрентетĕн иккен...»

1930 çулта Никита Хрущев Куйбышев облаçĕнчи чăваш ялĕнче пулнă. «Эпир унта çитрĕмĕр, выçлăх хуçаланнине куртăмăр. Çынсем çимелли нимĕн те çуккипе кĕрхи шăнасем пек çÿретчĕç. Пурте çăкăр пама ыйтрĕç, машинăсем вара вĕсене тĕлĕнтерсех каймарĕç...»

— Сирĕн аçăра кăларман-тăк, мĕн пулатчĕ-ши?

— Вăл хăй çулталăк-çулталăк çурăран каясшăнччĕ. Темиçе реформа ирттерме шухăшласа хунăччĕ, тĕслĕхрен, ертÿçĕ должноçĕсене икĕ сроклăха çеç суйлаттарасшăнччĕ. Тата тепĕр парти йĕркелесшĕнччĕ. Çĕнйĕркелÿ 1965 çултах пуçланатчĕ. Никита Сергеевич влаçра тăнă юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра пурнăç тăршшĕ Америкăринчен вăрăмрах пулнă. Çĕршыв историйĕнче нихăçан та ун чухнехи пек нумай ача çуралман.

Тăван юрăпа чикĕ леш енне кайсан манпа яланах тĕлĕнмелле кĕтменлĕхсем сиксе тухаççĕ. Çапла Индире кĕрĕк туянма палăртрăм. Тир-сăран япаласем сутакан лавккана кĕтĕм. Куратăп: манăн кĕрĕк кĕнĕ çĕртех, куç умĕнчех çакăнса тăрать. Хаклах мар, 180 доллар. Анчах манăн кĕсьере çакăн çурри çеç пур. Мĕн тумалла? Хака чакарттарма пуçларăм. 160 доллара çити чакарчĕç. Вçо! Манпа калаçма пăрахрĕç. Куляннипе тата укçа çитменнипе вĕсен чĕлхипе юрласа ятăм: «Турăçăм, пулăшсам...» Лавккана пынисем, сутуçăсем ман еннелле çаврăнчĕç. Хăватлă сасăпа малалла юрлатăп. Халăх пухăнчĕ. Пурте хаваслă. Хуçа та тухрĕ. «Кун пек реклама пулманччĕ-ха манăн», — тет. Кĕрĕке илчĕ те мана парать. 60 доллара кăларатăп, сентре çине хуратăп. Вăл мана тата спорт тумĕ кăларса тыттарать.

...Апатланатăп. Манăн хуçа Майкл «кансĕрлерĕ». Вăл мана нумай шыранă иккен, ăна мĕн кирлине ăнланмастăп. Юнашарах Г.Гречко ларать, ăнлантарчĕ. Манăн пĕр тăхтаса тăмасăр ватăсен çуртне концерта каймалла, унта Чарли анне те пулать. 4 хутлă çурт патне çитрĕмĕр. Пире кăмăллă кинемей кĕтсе илет, Чарли анне вăл. Йĕри-тавра — уяври пек тумланнă ватăсем. Юрласа ятăм. Ман умра — çĕр ытла çын, темĕн те тÿссе ирттернĕ вĕсем. Пурнăçĕ мĕнлерех пулнă-ха? Епле майпа кунта килсе лекнĕ? Ĕç, сăпка юррисене чăвашла юрлатăп. Чăвашсем вăрçа кайнă чухне юрланă юрра шăрантаратăп. Акă ватă хĕрарăм, тĕрленĕ шурă кофта тăхăннăскер, куççульне пытараймасть. Тен, унăн ывăлĕ Вьетнамра вилнĕ. Эпĕ те чăтаймастăп, вăрçăра пуç хунă аттем аса килет. Йĕри-тавра ăшă-ăшă хум сарăлчĕ, темĕнле вăй пире тÿрех çывăхлатрĕ. Манăн концерт вĕçленчĕ. Сувенирсем валеçетĕп, Чарли аннене хамăн грампластинкăна парнелетĕп. Вăл мана хăйĕн патне хăнана чĕнет. Лайăх сĕтел-пукан вырнаçтарнă икĕ пÿлĕмлĕ хваттере кĕретпĕр. Вăт сана ватăсен çурчĕ! Пĕр пÿлĕмлĕ хваттерсем те пур. Паллах, Америкăри ватăсен те татса памалли ыйтăвĕ сахал мар. Вĕсен пенсийĕн вăтам шайĕ пысăк мар. Арçынсем те, хĕрарăмсем те 65 çулта пенсие каяççĕ. Чарли анне патне тантăшĕсем пухăнчĕç, пурте пĕчĕк çеç парнесемпе, çапах маншăн вĕсем питех те хаклă, çурт директорĕ тав çырăвĕ тыттарчĕ.

Америка хĕрарăмĕсем Маргарет Дилон, Элен Грошоу, Ветта Капельман тата Чарли Михник манăн юрăсене чăнласах килĕштерчĕç. Илемлĕ те яштака вĕсем. Чăн та, пĕр эрнере йăлтах курса ĕлкĕрейместĕн ĕнтĕ. Çакнашкал факт интереслĕ: Америкăри 44 çулти Донна Симпсон темиçе çул планета çинчи чи мăнтăр хĕрарăм шутланнă. 273 килограмм тайнă!

Пирĕнтен кашниех Генеральнăй Ассамблейăн кирек хăш секцийĕн ĕçне хутшăнма пултарчĕ. Эпĕ килте чухнех «Вĕренÿ» ĕç ушкăнне хутшăнма хатĕрленнĕччĕ.

Манăн «Пирĕн шухăшсене мĕнле майпа уçăмлă йĕркелемелле» доклада нумайлатса хамăрăн ушкăна хутшăнакансене валеçсе пачĕç, каярах пичетлерĕç те. Сăмах май, Америка ăслăлăха аталантарма Раççейрен 8 хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрать. Тĕнчери ăсчахсен вăтам ÿсĕмĕ — 48 çул, Раççейре — 56. Апла пулин те çын пуçне тивекен ученăйсен йышĕпе эпир тĕнчере виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр. Мана, преподавателе, Канзасри университетра вĕренÿ процесне мĕнле йĕркеленипе паллашма кăсăклă пулчĕ.

«Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти-анни... виличчен пĕрле, ай, пурнар-и?..» Чăваш халăхĕн çак юррине миçе ĕмĕр каялла çырнă-ши? Никам та пĕлмест, çапах паян та вăл кашни чăвашшăн гимн пекех. Ăна концерт сцени çинче мар, Джим Нунемакер фермер патĕнче юрлатăп. Америка çĕрĕ çинче тырă мĕнле ÿснипе паллашрăм. Пат, Джим кĕрĕвĕ, мана хăйĕн çĕнĕ комбайнĕн кабинине чĕнет. Мĕнех, тахçан эпĕ комбайнер пулăшуçи пулнă. Аннен пичĕ тăрăх куççуль тумламĕсем йăрлатса анни халĕ те куç умĕнчех. Пĕр михĕ тырă ĕçлесе илнĕ ывăлĕшĕн мĕнлерех хĕпĕртенĕччĕ вăл... Джим Нунемакерăн уйĕ тап-таса пулнăшăн питĕ савăнтăм. Пухса кĕртнĕ чухне пĕр пĕрчĕ те хирте юлмасть. Чăваш уйĕсенче юр айне пулнă тулли пучахсене курсан питĕ куляннăччĕ. Халĕ те Чăваш Енре чылай лаптăк çинче çулсеренех мăян ашкăрать. Чăн та, юлашки çулсенче çĕршыв ял хуçалăхĕ çĕкленме пуçларĕ. 2015 çулта Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çапла каларĕ: «10 çул каялла кăна эпир апат-çимĕçĕн çуррине чикĕ леш енчен кÿрсе килнĕ. Халĕ Раççей апат-çимĕç ют çĕршыва ăсатакансен шутĕнче. Раççей тĕнчери паха апат-çимĕç тăратакан чи пысăк çĕршыв пулма пултарать». Анчах хальлĕхе Чăваш ял хуçалăх академийĕнче те вĕренсе тухакан кашни виççĕмĕш çамрăк çеç ĕç çулне ял хуçалăхĕнче пуçлать. Тĕнчере сĕт бензинран виçĕ хут хаклăрах. Раççейре вара пачах урăхла, бензин сĕтрен виçĕ хут хаклăрах. Тырă 1 килограмĕ пур çĕрте те 1 литр çунтармалли-сĕрмелли материалпа танлашать. Раççейре каллех солярка литрĕ 1 килограмм тырăран чылай хаклăрах.

Хăнара лайăх, килте тата лайăхрах. Киле çитеймен-ха. Чиркĕве каятпăр. АПШ конституцийĕ тăрăх тĕн унта граждансен харпăр хăй ирĕкĕ шутланать. Чиркÿ харпăрлăхне налук хумаççĕ, президент Библи çине аллине хурса тупа тăвать.

Чиркÿре çав тери ансат та мăнаçлă. Мана хисеплĕ вырăн параççĕ. Хумханатăп. Эпĕ, тĕне кĕнĕскер, Христос тĕнне ĕненекенскер, католиксен чиркĕвĕнче. Мĕнех вара? Турă пĕрре вĕт. Чăн та, мана шыва вăрттăн кĕртнĕ. Çапла кукамай аннепе килĕшсе татăлса пĕр каçхине пачăшкăна илсе пырать. Атеист аттене вăратас мар тесе вăл мана чÿречерен «вăрлать» те... тĕне кĕртет.

Чиркÿ хорĕ питĕ чаплă. Хорпа юрлас енĕпе пирĕн американсен опычĕпе усă курмалла. Искусствăн çак енĕпе Америкăри 28 млн çын интересленет. Этем чунĕ хуйха-суйха, савăнăçпа шанăçа, ĕненÿпе телее палăртать. Пирĕн патра вара çамрăксенчен нумайăшĕ ашшĕсемпе аслашшĕсен пĕр юррине те пĕлмест. Çамрăк амăшĕсенчен хăшĕ-пĕри кăна ачине сăпка юррипе çывăратать, ача-пăча халăх юррисем çухалса пыраççĕ, çарта стройпа юрламалли юрăсем манăçнă, студентсен те хăйсен юрри çук. Çыннăн ырми-канми ĕçне, хамăра тăрантаракан çут çанталăка мăнаçлатакан юрăсем, истори юррисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи юрăсем янăрами пулчĕç.

...Чиркÿ служби вĕçленчĕ. Пастора инçетри Чăваш Енрен илсе килнĕ сувенирсене паратăп. Орган патне ларатăп. Америка чиркĕвĕнче авалхи чăвашсен салтак юрри /«Уйра ларать ват юман»/ янăрать.

Сывă пул, Америка! Сана чăваш юррипе тыткăна илейрĕм-ши? Самолет çÿлерех те çÿлерех çĕкленет...

Владимир ЧЕКУШКИН,

философи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.