çăмăл атлетика

18 Чÿк, 2016

Пурнăç çунатлантарнă

Паллă спортсмен ачасемпе ĕçлеме ĕмĕтленет

Спортăн тĕнче класлă мастерĕн Ираида Пудовкинăн ячĕ çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче спорт тÿпинчи чи çутă çăлтăрсенчен пĕри пулнă. Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ пике çав тапхăрта пĕтĕм тĕнчери марафонсенче, Европа кубокĕсенче тата çĕршыв чемпионачĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Темиçе çул каялла

21 Утă, 2016

Стартра - çăмăл атлетика ветеранĕсем

Çак кунсенче Шупашкарти "Энергия" стадионта çăмăл атлетика ветеранĕсем хушшинче тĕп хулан уçă чемпионачĕ иртрĕ. Старта пирĕн ентешсемпе пĕрле Мари Эл спортсменĕсем те тухрĕç.

23 Çĕртме, 2016

«Тантăш» — чăнкă чăваш ачисен хаçачĕ!

Чăваш Ен паллă спортсменкине — Олеся Игнатьевăна — пĕлмен çын çук-тăр. Вăл — армрестлинг енĕпе Европа чемпионки, тĕрлĕ шайри ăмăрту çĕнтерÿçи. Пикен хастарлăхĕ Алита йăмăкĕшĕн те тĕслĕх. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл та мĕн пĕчĕкренех спортпа кăсăкланать.

Pages