Пенси çулне çитни — ĕçсĕр хăвармалли сăлтав мар
Штата кĕскетнĕ май çынна ĕçрен кăлармалла-и? Шел те, чылай чухне предприяти-организаци ертÿçисем кун пек чухне пенси çулне çитнисемпе сыв пулашаççĕ. Ĕçе илнĕ чухне те чи малтан çын миçе çулта пулнипе кăсăкланаççĕ. Икĕ-виçĕ çултан тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсене ĕç паракансем кăмăлласах каймаççĕ… Çак ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хускатрĕç.