Пенси çулне çитни — ĕçсĕр хăвармалли сăлтав мар

Штата кĕскетнĕ май çынна ĕçрен кăлармалла-и? Шел те, чылай чухне предприяти-организаци ертÿçисем кун пек чухне пенси çулне çитнисемпе сыв пулашаççĕ. Ĕçе илнĕ чухне те чи малтан çын миçе çулта пулнипе кăсăкланаççĕ. Икĕ-виçĕ çултан тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсене ĕç паракансем кăмăлласах каймаççĕ… Çак ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хускатрĕç.

Пенси ÿсĕмне çитни гражданина ĕçрен ямалли сăлтав пулмалла мар. Кун пек чухне саккун чи малтан çыннăн ĕç пахалăхĕсене, ĕç кăтартăвĕсене тĕпе хумалли çинчен калать, — терĕ ЧР Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин.

Ведомство кăçалхи ултă уйăхра республикăри предприяти-организацире пенси ÿсĕмĕнчи ĕçченсен ĕç прависене пăхăннине тĕрĕслеме çичĕ рейд ирттернĕ, йĕркене пăснă 17 тĕслĕх тупса палăртнă. Çакăншăн айăплисене административлă майпа явап тыттарнă. Патшалăхăн тĕп ĕç инспекторĕ пĕлтернĕ тăрăх — утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче «хĕрÿ лини» ĕçлеме пуçланă. Çавăн пекех унта шăнкăравласа /62-90-61, 62-01-79/ саккуна пăснă самантсем пирки пĕлтерме май пурри çинчен аса илтерчĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ку лини кашни кун тата талăкĕпех ĕçлеме пуçлĕ.

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствинчен пулăшу ыйтакан та чылай. Сергей Димитриев министр çирĕплетнĕ тăрăх — кунта пенси çулне çитнисене те ĕç вырăнĕ тупма пулăшаççĕ. Вакансисен ятарлă банкĕ пур. Ĕç рынокĕнче ытларах сутуçăсем, хуралçăсем, диспетчерсем, медицина ĕçченĕсем кирлĕ. Çавăн пекех, министр пĕлтернĕ тăрăх, кăмăл пуррисем вĕренсе çĕнĕ профессие алла илме пултараççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 47 гражданин хăйсен квалификацине улăштарнă. Çитес вăхăтра тата 21 çын вĕренсе тухмалла.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас