Комментари хушас

23 Авăн, 2017

Энтимĕркассисемпе Шăмăш çыннисем çутă вăрланипе палăрнă

Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче тата Шăмăш ялĕнче пурăнакансем çутă вăрлама юратаççĕ. Ку хыпара асăннă муниципалитетăн ятарлă программисен пайĕнче пĕлтереççĕ.

Çутă вăрлас йăла уйрăм çуртра пурăнакансен те, хваттерсенчисен те пур-мĕн. Хăшĕсем тата электроэнергие урамри çутă пăралукĕнчен тÿрремĕнех илме хăтланаççĕ. Ун пек тĕслĕхсене Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче тата Шăмăш ялĕнче уйрăмах палăртнă.

Çутă вăрлакансене сакукнпа килĕшÿллĕн явап тыттарма пулать. Уйрăм çынсене 10 пинтен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ, должноçрисене – 30–80 пин тенкĕлĕх, предприяти-организацисене 100-200 пин тенкĕлĕх.

Теги: