Вера ТИТОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

9 Кăрлач, 2018

Самбо енĕпе тĕнче чемпионки пурнăçран уйрăлнă

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, вăл 23 çул тултармалла пулнă. Сăмахăмăр - самбо енӗпе тӗнче чемпионки ята тивĕçнĕ Эдера Лаврентьева пирки. 

7 Кăрлач, 2018

Икĕ туяпа çÿрекенсен фестивалĕ иртĕ

Ыран, кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче, скандинавсен уттине кӑмӑллакансен ӑмӑpтăвĕ иртĕ.  

Фестивале хула администрацийĕ, Федерацин травматологи, ортопедипе эндопротезировани центрӗ тата Скандинавсен уттине кӑмӑллакансен ассоциацийӗн вырӑc департаменчӗ йĕркелĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене тата куракансене 10 сехете йыхравлаççĕ. Ăмăрту Шупашкарти Мускав çыранĕн хĕрринче иртĕ. 

5 Кăрлач, 2018

Çĕрпÿ районĕнче мотокросс иртнĕ

Паян Çĕрпÿ районĕнче мотокросс енĕпе ăмăрту иртнĕ. 

Унта Самар, Ульяновск, Киров облаçĕсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мордва Республикинчи тата Чăваш Енри  40 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртнисем те, курма пынисем те тупăшупа кăмăлтан киленнĕ.

26 Раштав, 2017

Шывпуç ялĕнче ФАП уçăлнă

Çĕнĕ çул умĕн республикăри темиçе ялта фельдшерпа акушерт пункчĕсем уçма палăртнă. Вĕсенчен пĕри паян, раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Красноармейски районĕнчи Шывпуçĕнче ĕçлеме пуçланă. 

12 Раштав, 2017

Çак уйăх вĕçĕнче Чăваш Енри чи лайăх служащисене палăртĕç

Ĕнер, раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче, патшалăхăн чи лайăх гражданла служащине палăртассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ.

Pages