Комментари хушас

26 Dec, 2017 | Сывлăх | ФАПсем

Çĕнĕ çул умĕн республикăри темиçе ялта фельдшерпа акушерт пункчĕсем уçма палăртнă. Вĕсенчен пĕри паян, раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Красноармейски районĕнчи Шывпуçĕнче ĕçлеме пуçланă. 

Ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятие республикăри тата районти, вырăнти тÿре-шара, ялта пурăнакансем хутшăннă. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Алексей Кизилов 2013-2017 çулсенче республикăра 150 ФАП уçнине аса илтернĕ. Шывпуçĕнчи шучĕпе - 151-мĕш. Фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас ĕçе Чăваш Енре 2017-2019 çулсенче малалла тăсмалла - пурĕ 50 ФАП хута ямалла. 

 

Вера ТИТОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.