Archive - 19 Авăн, 2015 - Хыпар
Ятсăр статья
Статья ячĕ çырма ларса пĕрремĕш сăмахсене шурă хут çине куçариччен нумай чухне çăмăллăнах çуралать - мĕн çырмаллине, вулакана мĕн каламаллине пĕлсе тăнă чух. МĔН калассине халĕ те пĕлетĕп-ха, МĔНЛЕ каласси кăшт минретет пуçа. Ара, республикăра тухса тăракан, хăйне оппозици тесе палăртакан пĕр хаçат, Э.Мочалов алă пусаканскер, чăваш хĕрарăмĕн ятне сĕмсĕррĕн варалама тăнă та... Çав сĕмсĕрлĕх аптăратса янипе шухăшсем те арпашăнаççĕ пăртак. Çын тени çапла териех хăрушă пулни тĕлĕнтерет. Мĕн çитмест-ха этеме? Пĕр-пĕрне кăшлатпăр-çапăçатпăр, ним айăпсăр çынна варалама тăрăшатпăр... Мĕншĕн?
Пурнăç малалла
Патша сачĕ майлах
Медале тивĕçрĕç
Мĕн чухлĕ тăшман ман, мĕн чухлĕ юлташ!
Ĕçĕн пархатарĕ пысăк
Хальхи экономикăна аталантарас, обществăра ĕçе тата ĕç çыннине хисеплессине çирĕплетес, конкурентлă ырă условисем йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. ЧР Министрсен Кабинетне рабочи профессийĕсен хисепне çĕклес, çамрăксене экономикăн чăн секторĕн отраслĕсене тата социаллă сферăна явăçтарас, предпринимательлĕхе аталантарас, ĕçре çĕнĕлĕхсене тата пултарулăха çул парас, ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕллевлĕ мероприятисен планне хатĕрлеме тата çирĕплетме хушрĕ вăл.