Совет киновĕн тĕп чиканĕ
Пурте юратнă Будулай рольне калăпланă Михай Волонтир 82 çула кайса ĕмĕрлĕхех куçне хупнă
Пирĕн çĕршывра - арканиччен - ун пирки “совет киновĕн тĕп чиканĕ” тенĕ. Михай Волонтир патне янă çырусене “Кино. Будулая” тесе кăна çырнă, çапах та вĕсем адресата шыраса тупнă. Молдави актерĕ 120 ытла роль калăпланă пулин те халăх асĕнче Будулай Романов яланлăхах упранĕ.
Романтик
Халăх юратакан артист учитель те пулма пултарнă. Волонтир педучилищĕрен вĕренсе тухнă, кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Михай мĕн пĕчĕкрен пултарулăхпа палăрнă. Илемлĕ пултарулăх пĕр конкурсĕнче ăна асăрханă, Наци театрне чĕнсе илнĕ. Текех çакăнтан ниçта та кайман вăл, чапа тухсан хăйне ытти çĕре чĕнсен те тăван коллективран пăрăнман.
Идеал шайĕнчи сăнар
Кинора пĕрремĕш хут 1968 çулта “Нужен привратник” фильмра ÿкерĕннĕ. Каярахпа ытти ĕçсем çуралнă: “Это мгновение”, “Крутизна”, “Это сладкое слово - свобода”... 1976 çулта “Дмитрий Кантемир” фильмри рольшĕн Молдави ССР патшалăх премине тивĕçнĕ. Пурĕ 40 ытла фильмра ÿкерĕннĕ артист. Анчах Будулай чапне пĕри те хуплайман.
Молдави паллă режиссерĕ Николай Гибу каланă тăрăх, паллă сериала Одесса киностудийĕнче мар, “Молдова-фильмра” та ÿкерме пултарнă. Анчах та ун чухнехи ертÿçĕсем çак шухăша ырламан: “Молдавансене капла та чикансем тесех йышăнаççĕ. Мĕншĕн хамăр çинчен ытлашши калаçтармалла?” Çапла сценарие йышăнман. Идеал шайĕнчи сăнара калăплакана вăрах шыранă. Николай Сличенкона та чĕннĕ, Армен Джигарханяна та. Лучко таçтан Волонтира аса илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ Николай Гибу ÿкернĕ “Корень жизни” фильмра пĕрле вылянă. Кăтра çÿç, чалăш лартнă шĕлепке - мĕнрен чикан мар?
Фильма ÿкерме çăмăл пулман - театрта Волонтир кашни спектакльтех тенĕ пек вылянă. Вара Лучко кĕсьерен телефон туртса кăларса Молдавин Министрсен Канашĕн председателĕн заместителĕ патне шăнкăравланă - вĕсем пĕр санаторире каннă-мĕн. Лешĕ - культура министрĕ патне. Çапла аранах актер валли çур çуллăх отпуск ыйтса илнĕ.
Волонтирăн çăлтăрлă ролĕ питĕ ăнăçлă пулса тухнă - ăслă та ырă чунлă чиканăн юратăвĕн аталанăвне пĕтĕм халăх сăнанă. Сарлака пиçиххипе вăл чăн-чăн чикан пек курăннă. Кураканăн тимĕрçĕ пултарулăхĕ пирки иккĕленÿ ан çуралтăр тесе çак ĕçе ятарласа вĕреннĕ. Ÿкерÿ ушкăнĕнчен никам та фильм çапла ăнăçлă пулса тухасса кĕтмен. Волонтир кăна темĕнле майпа сиснĕ тейĕн - режиссера хăйĕн сăнарне чĕрĕ хăварма ыйтнă. Кĕтмен çĕртен унпа роман авторĕ Анатолий Калинин та килĕшнĕ. Çапла сценарие улăштарнă, Будулая чĕрĕ хăварнă.
Фильм пуçланнă вăхăтра урамсем пушана-пушана юлнă. Клавдипе Будулай телейĕшĕн миллион-миллион çын пăшăрханнă. Телекурава миххи-миххипе çыру килнĕ - сериала тăсма ыйтнă. Çапла 1986 çулта “Возвращение Будулая” çуралнă. Куракан актер хушаматне те ас туса юлман - пуриншĕн те вăл Будулай пулса тăнă.
Артист патне каярахпа нумай-нумай çул та чикансем тав тума пынă. Волонтир патне хĕрарăмсенчен пуххи-пуххипе çыру пынă. Анчах та арçын ĕмĕр тăршшĕпех арăмĕпе, Бельцы театрĕн актрисипе Ефросиния Добындэпе, килĕштерсе пурăннă. Клара Лучкопа иккĕшĕн пирки сарăлнă сăмах-юмах та çемье телейне аркатайман.
Юлашки юрă
Питĕ нумай ĕçре ÿкерĕннĕ пулин те Волонтир фильмографийĕнче начар сăнар çук.
Хăйĕн фильмне ÿкериччен пурпĕр пурăнасса ĕненнĕ актер. Кишиневран 60 çухрăмра вырнаçнă мăнастир çывăхĕнчи вăрманта иртнĕ ачалăхĕпе пĕр кĕвĕллĕ сценарие тахçанах çырса хатĕрленĕ вăл. Молдова кинематографисчĕсен союзне кашни çул укçа ыйтса çыру çырнă, пулăшма тилмĕрнĕ. Николай Гибу режиссерпа иккĕшĕ чиновниксен пÿлĕмĕсене 5 çул çÿренĕ. Вĕсене пулăшма шантарса Патшалăх киновĕ те, культура министрĕ те сăмах панă. Правительство комиссине те йĕркеленĕ. Волонтира тепĕр хут вăй кĕнĕ. Вăл сценарие тÿрлетнĕ те тÿрлетнĕ. Çак фильма куракан патне çитерес ĕмĕтпе пурăннă. Шел те, ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен. Юлашкинчен вĕсене укçа уйăрса памассине пĕлтернĕ. Волонтир пусăрăннă, тĕнчерен уйрăм пурăнма тытăннă. Çитмĕл çулне çынсемпе пĕрле уявлама та килĕшмен вăл. Театрта çав кун бенефис йĕркеленĕ, анчах та Михай Волонтир сцена çине тухман. “Çĕнĕ молдавансем” унра туй генералне кăна курнă, хăйсен уявĕсене чĕннĕ. Актера ку роль тивĕçтермен.
Юлашки хут артист пысăк экран çине 2003 çулта “Чандра” фильмра киномеханик ролĕнче тухнă. Ытти сценарисене тиркекенскер кăна мĕнле йышăннă-ха вăл? Арçын ача ĕнене çăлма ĕмĕтленнĕ-мĕн. Çак тĕллевпе Индие тарма шухăшланă - унта ĕне çветтуй чĕрчун шутланать... Çак вăхăталла Волонтир йывăр чирпе асапланнине пурте пĕлмеççĕ те - диабет куçа витĕм кÿнĕ. Актер хăй каласа кăтартнă тăрăх, вăл суккăрланнăпа пĕрех пулнă, текста ыттисем вуласа панă тăрăх кăна ас туса юлнă.
Шăпа артиста пултарулăх та, халăх юратăвĕ те кÿнĕ, сывлăх кăна пÿрмен. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кишиневри республика клиника больницинче Волонтир чĕри тапма чарăннă. Юлашки сывлăшĕ тухнине арçын хăй сисмен те - вăл çав вăхăтра çывăрнă, вăранмасăрах вилсе кайнă.
* * *
Михай Волонтирпа юлашки хут тĕл пулнине “МК” ятарлă корреспонденчĕ аса илет.
Актер мăшăрĕ ун çывăхне журналистсене ярасшăн марччĕ. Волонтир хăй те интервью пама килĕшмерĕ: “Эпĕ халăха мĕн каласшăн пулнине сăнарăмсенче шырăр...” Шиклене-шикленех ун патне репетицие кайрăм. Калаçу валли 10 минут уйăрчĕ... 4 сехет мĕнле иртнине туймарăмăр та.
2006 çул. Театрта - сивĕтмĕшри пек. Сцена çинче актерсем сывлани те курăнать. Алсиш тăхăннă май юнашар ларакан сасă режиссерĕнчен халăх театра мĕнле çÿренипе кăсăкланатăп. “Çирĕм çынна яхăн пухăнать”, - пулчĕ хурав. Билет хакне ыйтмарăм та, кассăра пăхрăм - сигарет пачкинчен те йÿнĕрех. Актерсен шалăвĕ пирки калаçни те вырăнсăр. Михай Волонтирăн, илемлĕх ертÿçин, чи нумай илекеннисенчен пĕрин ĕç укçи 20 долларпа танлашать. Пенси те çав шайра. Ку - унăн хисеплĕ ячĕсемшĕн-ши?.. Акă вăл - совет тапхăрĕ хыççăнхи ирĕклĕх.
Михай Волонтир вунпилĕк çула яхăн кинора ÿкерĕнмен - хурахсемпе ловелассен сăнарĕсем ун валли мар.
90-мĕш çулсенче, трибунăсем çинчен “вырăс оккупанчĕсене” питленĕ тапхăрта, Михай та политикăна явăçнă. “Çухалнă çулсем пулчĕç вĕсем”, - тет актер. Кĕтнĕ ирĕклĕх халăхшăн чухăнлăха çаврăнсан Волонтир çĕршыв тăрăх концертсемпе çÿренĕ, халăх юррисене юрланă. Шăп çав вăхăтра Румынире арăмĕпе венчете тăнă.
Куç çивĕчлĕхĕ вара чаксах пынă. Кĕçех пачах суккăрланса ларнă. Ăна Санкт-Петербургри çар-медицина академийĕнче операци тунă. Çакăн валли Раççейĕпех укçа пухнă. Юратнă Румыни, актер хăйĕн çĕршывне унпа пĕрлештерессишĕн агитацилесе çÿренĕ, пĕр пус та уйăрман.
Манпа калаçнă май актер вырăсла сăмах шырани палăрчĕ. Вăл тăтăшах чаршав хыçнелле пăхса кăшкăрчĕ: “Ефросиния! Çакна вырăсла мĕнле каламалла?” Лерен хĕрарăм кĕлетки курăна-курăна каятчĕ - кĕске çÿçлĕ, шăлаварĕ те, кĕске çанăллă кофти те шалпар. Арăмĕ-ши? Миллионшар куракан пекех ун çумĕнче Клавдийăна кăна курас килетчĕ... Сериал вĕçленнĕ хыççăн халăх вĕсене сăмах вĕççĕн пĕрлештернĕ. Актрисăна урамра чарса ыйта-ыйта халтан янă: “Будулай ăçта тата?” “Киле юлчĕ”, - шÿтлесе те ывăннă хĕрарăм. Юлташĕсем вара пĕр саслăн çирĕплетнĕ - вĕсен хушшинче нимĕнле роман пулма та пултарайман. Клара Лучко - хăй хакне пĕлекен суперçăлтăр.
“Вăрман çынни”
Чикансен юратăвĕ - вылянчăк, хăйсем вара таса хирти çил пек ирĕклĕ пулнине калаççĕ. Вĕсен ачи-пăчи те йышлă. Михайпа Ефросинийăн вара - пĕртен-пĕрре, Елена. “Пирĕн ачасем - фильмсем, - тенĕ Волонтир. - Эпир сцена çине арăмпа иксĕмĕр тухаттăмăр. Хĕрачана гастроле пĕрле илсе çÿреттĕмĕр. Сивĕре шăнасран хăраса автобус капочĕ çине лартса ăшăтаттăмăр. Пирĕн хĕр пĕрчи - чăн-чăн театр ачи”. Елена дипломат çулне суйланă, Кишиневра ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче ĕçленĕ, хĕр ÿстернĕ: Каталина.
Мăнукĕ пирки каласа кăтартнă май актер мана театр гаражĕ патне илсе тухрĕ. Шăхăрчĕ те таçтан-муртан шурă çăмха сиксе тухрĕ, актер çине сике-сике йăлт вараласа пĕтерчĕ, питне-куçне çулларĕ. Кунта йытăсен чăн-чăн Мекки иккен. Актер вĕсене çитерме кашни кунах çÿрет.
Принципсене пăхăнакан, йывăр характерлă, нумай калаçма юратман - Волонтир ĕмĕр тăршшĕпех “вăрман çынни” пулса юлнă тейĕн: туслăха хаклама пĕлекенскер, пĕр хĕрарăма кăна юратаканскер, сăмаха тытаканскер. Ку енĕпе Волонтир, чăн та, Будулай пекех.
Комментари хушас