Archive - 2 Авăн, 2015 - Хыпар
ÇУ УСĂЛЛĂ Е СИЕНЛĔ?
Диетологсенчен хăшĕ-пĕри апатра çупа пачах усă курмалла мар тесе çирĕплетет. Теприсем вара организма тутлăхлă япаласен виçĕ ушкăнĕ те - белоксем, углеводсем, çусем - кирлĕ тесе палăртаççĕ. Хăшĕ тĕрĕсрех-ши? Д. Бровко диетолог асăрхаттарăвĕсемпе паллаштаратпăр.
Вĕсем кирлĕ!
Начарланас тĕллевпе рационран çусене кăларакансем йăнăш тăваççĕ. Çакна пула иммунитет хавшать тата гормонсен шайĕ пăсăлать.
САДИКЕ КАЯС УМĔН
СЫВĂ ÇŸÇ ВĂРТТĂНЛĂХĔСЕМ
Пирĕн çÿçе темĕн те сиенлĕ витĕм кÿрет: хĕвел, шăрăх, сивĕ çанталăк, çил... Ăна пирĕн асаннесемпе кукамайсем усă курнă рецептсем пулăшма пултараççĕ.
Тăкăнасран
- Упа хăлхин /коровяк обыкновенный/ 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçипе чечекне 1 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 15-20 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе пуç çумалла.
Вĕлтренпе, сысна курăкĕпе /спорыш/ е армутипе çакăн пекех усă курмалла.
Пурнăçри экзаменсене те «лайăх» паллăлăх тытасчĕ
«Хыпар» 172 (26824) №. 02.09.2015
Ялав - чыспа паттăрлăх символĕ
Литературăра уçнă çĕнĕ çерем
Ырă кун пултăр, «Хыпар» ĕçченĕсем!
Сирĕн пата «Хыпара» юратса вулакан Ольга Иванова çырать. Юлашки вăхăтра хаçатра интереслĕ материалсем нумай пичетленеççĕ. Тавах уншăн. К.Иванов çулталăкĕнче литературăна кашни номертех тенĕ пек тивĕçлĕ вырăн пани савăнтарать. Нумай çырса каяс мар. Сăмахăм - Рита Артин темиçе номерте тухнă «Куçăхнă телей» калавĕ пирки.
Манăн шухăшпа, ку - литературăра уçнă çĕнĕ çерем. Калав чуна кисретрĕ, чĕрене чĕтретрĕ. Хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине хырăмри ача туйăмĕсем урлă уçса пани ытла та вăйлă! Калава темиçе хут вуласа тухрăм, кашнинчех - куççульпе...
Хисеплĕ редакци, пултаруллă автор çинчен те пĕлес килчĕ. Кам вăл Рита Арти? Ку мана кăна мар, ытти вулакансене те интереслентерет пулĕ. Ун çинчен каласа кăтартсан аванччĕ. Сĕнĕве шута илессе шанатăп.
Мĕнле курма пулать-ши?
"Хыпар" хаçатра телекуравсен программи, çав шутра - Чăваш наци телевиденийĕн те, пичетленет. Шел, эпир ăна пăхаймастпăр. Мĕнле курма пулать-ши? Çапла пултăр тесен мĕн тумалла-ши? Ку ыйту мана кăна канăçсăрлантармасть вĕт!