Архив - 2 Сен, 2015 - Хыпар

2 Сен, 2015

"Сывлăх", 34 /850/ №, 02. 08. 2015

о Пÿрене сиплеме - чей бальзамĕ.
о Куккурус çÿçи аван.
о Тĕвĕсенчен хăтăлма.
о Шĕпĕн йăлăхтарсах çитерет.
о Шур утине тиркес мар.
о Çу усăллă е сиенлĕ?
о Юн тымарĕсене пулăшаççĕ.
о Вĕллери антибиотик.

2 Сен, 2015

ÇУ УСĂЛЛĂ Е СИЕНЛĔ?

Диетологсенчен хăшĕ-пĕри апатра çупа пачах усă курмалла мар тесе çирĕплетет. Теприсем вара организма тутлăхлă япаласен виçĕ ушкăнĕ те - белоксем, углеводсем, çусем - кирлĕ тесе палăртаççĕ. Хăшĕ тĕрĕсрех-ши? Д. Бровко диетолог асăрхаттарăвĕсемпе паллаштаратпăр.

Вĕсем кирлĕ!

Начарланас тĕллевпе рационран çусене кăларакансем йăнăш тăваççĕ. Çакна пула иммунитет хавшать тата гормонсен шайĕ пăсăлать.

2 Сен, 2015

СЫВĂ ÇŸÇ ВĂРТТĂНЛĂХĔСЕМ

Пирĕн çÿçе темĕн те сиенлĕ витĕм кÿрет: хĕвел, шăрăх, сивĕ çанталăк, çил... Ăна пирĕн асаннесемпе кукамайсем усă курнă рецептсем пулăшма пултараççĕ.

Тăкăнасран

  • Упа хăлхин /коровяк обыкновенный/ 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçипе чечекне 1 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 15-20 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе пуç çумалла.

Вĕлтренпе, сысна курăкĕпе /спорыш/ е армутипе çакăн пекех усă курмалла.

2 Сен, 2015

Пурнăçри экзаменсене те «лайăх» паллăлăх тытасчĕ

Пĕлÿ кунĕ çитрĕ те - çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав пин-пин ачана шкул партти хушшине ларма йыхăрчĕ. Ăçта мĕнле пуль те, Чăваш Енре çанталăкĕ те çĕкленÿллĕ туйăма тата вăйлатас тенĕн лайăх килсе тухрĕ: кĕрхи сулхăна сап-сарă хĕвел «çемçетес» тесе питĕ тăрăшрĕ.

2 Сен, 2015

Ялав - чыспа паттăрлăх символĕ

Ялав мĕн авалтанпах чыса, паттăрлăха тата мухтава сăнарлакан тĕп символ шутланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çар чаçĕсене панă. Хальхи вăхăтра вара Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн çĕршыври пĕтĕм вăй ведомстви валли Ялавсем çирĕплетнĕ. Халĕ çак реликви Чăваш Енри çăлавçăсен те пур.

2 Сен, 2015

Литературăра уçнă çĕнĕ çерем

Ырă кун пултăр, «Хыпар» ĕçченĕсем!

Сирĕн пата «Хыпара» юратса вулакан Ольга Иванова çырать. Юлашки вăхăтра хаçатра интереслĕ материалсем нумай пичетленеççĕ. Тавах уншăн. К.Иванов çулталăкĕнче литературăна кашни номертех тенĕ пек тивĕçлĕ вырăн пани савăнтарать. Нумай çырса каяс мар. Сăмахăм - Рита Артин темиçе номерте тухнă «Куçăхнă телей» калавĕ пирки.

Манăн шухăшпа, ку - литературăра уçнă çĕнĕ çерем. Калав чуна кисретрĕ, чĕрене чĕтретрĕ. Хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине хырăмри ача туйăмĕсем урлă уçса пани ытла та вăйлă! Калава темиçе хут вуласа тухрăм, кашнинчех - куççульпе...

Хисеплĕ редакци, пултаруллă автор çинчен те пĕлес килчĕ. Кам вăл Рита Арти? Ку мана кăна мар, ытти вулакансене те интереслентерет пулĕ. Ун çинчен каласа кăтартсан аванччĕ. Сĕнĕве шута илессе шанатăп.

2 Сен, 2015

Мĕнле курма пулать-ши?

"Хыпар" хаçатра телекуравсен программи, çав шутра - Чăваш наци телевиденийĕн те, пичетленет. Шел, эпир ăна пăхаймастпăр. Мĕнле курма пулать-ши? Çапла пултăр тесен мĕн тумалла-ши? Ку ыйту мана кăна канăçсăрлантармасть вĕт!

Николай АЛЕКСАНДРОВ.
Вăрнар районĕ,
Уйкас Кипек ялĕ.

 

2 Сен, 2015

Пуçлăхсем вĕсен юррисене чĕркуçленсе ларсах итлеççĕ...

Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти культура çурчĕ çумĕнчи «Сăр Ен» фольклор ушкăнĕ тарăн шухăшлă, авалхи чăваш юррисене шăрантарни çинчен темиçе çул каяллах илтнĕччĕ. Хăйсемпе курса калаçма та ĕмĕтленеттĕмччĕ. Ку тинех пурнăçланчĕ.

Страницы