Комментировать

2 Сен, 2015

СЫВĂ ÇŸÇ ВĂРТТĂНЛĂХĔСЕМ

Пирĕн çÿçе темĕн те сиенлĕ витĕм кÿрет: хĕвел, шăрăх, сивĕ çанталăк, çил... Ăна пирĕн асаннесемпе кукамайсем усă курнă рецептсем пулăшма пултараççĕ.

Тăкăнасран

  • Упа хăлхин /коровяк обыкновенный/ 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçипе чечекне 1 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 15-20 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе пуç çумалла.

Вĕлтренпе, сысна курăкĕпе /спорыш/ е армутипе çакăн пекех усă курмалла.

  • 1-ер апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ хупах çулçине тата юман хуппине хутăштармалла. 1 литр сивĕ шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 20-30 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе çÿçе çунă хыççăн чÿхемелле.
  • Килти лосьон: настурцин 100 грамм чĕрĕ çулçине, чечекне, симĕс вăррине тата 100 грамм вĕлтрен çулçине хутăштармалла. Пухха çур литр шурă эрехе ямалла, 15 кун лартмалла, сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе кун сиктерсе каçхине çывăрма выртас умĕн çÿç тымарĕсене сăтăрмалла.
  • 3-4 вăтам лимонăн çÿхе хуппине /цедра/ вĕтетмелле, 1 литр шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 15 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Эрнере 1-2 хут çÿçе чÿхеме усă курмалла.

 

Çуллă, патрак

  • Çÿç хăвăрт çуллансан супăньпе шампунь вырăнне типĕ горчицăпа усă курма юрать. Анчах ку процедурăна час-часах тумалла мар, çÿçе типĕтсе яма пулать.
  • Çÿçĕ çÿхелсех кайнă, патракланнă, тĕссĕрленĕ пулсан аслă çулсенчи çынсене çак маска пулăшать. Ăна эрнере пĕрре тумалла.

Пĕр çăмарта саррине 1 апат кашăкĕ тип çупа лайăх хутăштармалла. Маскăна пуçа сĕрмелле, алшăллипе 30-40 минута чĕркемелле. Унтан çÿçе шампуньпе çумалла, чÿхемелле, çемçе алшăллипе типĕтмелле.

  • Пуçа кĕллĕ шывпа çуни усăллă. 1 апат кашăкĕ йывăç кĕлне шыва ярса пăтратмалла, хутăш хăйма пек пултăр. Пуçа массаж хусканăвĕсемпе хытă пусса сĕрмелле. 10-15 минутран уксус е лимон сĕткенĕ хушса йÿçетнĕ шывпа чÿхемелле.
  • Халăхра çирĕпленнĕ йăла тăрăх уйăх катăлса пынă вăхăтра çÿç татма, касма юрамасть.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.