Архив - 9 Сен, 2015 - Хыпар

9 Сен, 2015

"Сывлăх", 35 /851/ №, 09.09. 2015

о Ват хăмпи шыçсан чечек тусанĕпе пыл пулăшаççĕ.
о Мигрень асапĕнчен.
о Тăвар çинчен - темиçе сăмах.
о Йĕпе кĕсенрен - крахмал.
о Пахча çимĕç пахалăхне упраса хăварасчĕ.
о Вичкĕн çил çинче...
о Тĕнчере - тĕрлĕ кĕнчеле.

9 Сен, 2015

ВИТАМИНЛĂ ШĔВЕК ĔÇСЕ

Организма шлаксемпе наркăмăшсенчен тасатма, ытлашши шĕвеке кăларма, витаминсемпе, минералсемпе, клетчаткăпа пуянлатма çак тапхăрта уйрăмах аван. Ку тĕлĕшпе витаминлă шĕвексем витĕмлĕ пулăшаççĕ. Вĕсене кулленхи рациона кĕртме тăрăшмалла.

Иçĕмпе апельсин

Пысăк çыхă иçĕм çырлипе тасатнă вăтам апельсина блендера ярса çавăрттармалла. Шĕвеке ирхине ĕçмелле.

Иçĕм сĕткенĕнче чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçĕшĕн усăллă кали тата нерв тытăмĕшĕн усăллă В ушкăнри витаминсем нумай.

9 Сен, 2015

ПАХАЛĂХНЕ УПРАСА ХĂВАРАСЧĔ

Çулла эпир организма витаминсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес тесе чĕрĕ улма-çырла, пахчаçимĕç ытларах çиме тăрăшатпăр. Анчах, шел те, организм усăллă япаласене нумай вăхăтлăх пухаймасть çав. Çавăнпа ăна кирлĕ витаминсемпе çулталăкĕпех тивĕçтерме хĕл валли улма-çырла, пахча çимĕç хатĕрлемелле.

Вĕсен усăллă енĕсене мĕнле упраса хăварма пулать-ха? Консерваци мелĕпе усă курса. Çак шутра - маринадлани, йÿçĕтни, тăварлани, шăнтни, типĕтни, сахăрлани. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа паратпăр.

9 Сен, 2015

ХАКЛАВ /Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ пирки/

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ пирки ĕнерхи номерте пĕлтернĕччĕ. Паян кун пирки общество пурнăçĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ.

9 Сен, 2015

Хула ачисене наци чĕлхине юратма вĕрентессишĕн

20 çул каялла, эпир студент чухне, хула ачисене чăваш чĕлхине вĕрентекенсем учебниксемпе меслет кăтартăвĕсем çуккипе хытă нушаланатчĕç. Университетри преподавательсем пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханса пире, çамрăксене, кĕнеке хатĕрлес ĕçе хутшăнма сĕнетчĕç. Телее, çакнашкал лару-тăру пирки халĕ иртнĕ вăхăтпа кăна калаçатпăр. Кĕнекесем пур, анчах вĕсене тăтăшах лайăхлатса, паха материалсемпе пуянлатса пымалли пуриншĕн те паллă.

9 Сен, 2015

Инçетре çуннă чăваш çăлтăрĕ

Мюнхен. 1913 çул. Июнĕн 1-мĕшĕ. Хрусталь кермен. Кунта Бавари Королĕ çул уçса пынипе Пĕтĕм тĕнчери художество куравĕ - тĕнчери чи чаплă, вунпĕрмĕш - уçăлнă. И.Е.Репин каланă тăрăх - вăл «пĕтĕм тĕнчери чаплă япаласене» пухнă. Раççейри «хăйнеевĕрлĕ япаласене» те. Вĕсене И.И.Бродский, А.М.Васнецов, К.И.Горбатов, Н.Н.Дубовский, А.В.Маковский тата ытти художниксем çырнă.

9 Сен, 2015

Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне 73 çултан тупнă

Вĕсене вăрçă уйăрнă

Вăрçă пуçланнă чухне Насип тата Тимербулат Хайбуллинсем Пушкăртстанăн кăнтăр енче Давлеткулово ялĕнче пурăннă. Пĕчĕк ялтан фронта 76 арçын, çав шутра арçын ачасен ашшĕ те, тухса кайнă.

- Çимелли çукчĕ, çынсем тифа пула вилетчĕç, - аса илет Тимербулат. - Чи малтан 2 çулти йăмăкăм вилчĕ, ун хыççăн - анне. Насиппа иккĕнех тăрса юлтăмăр. Эпĕ - 12 çулта, вăл - 6-ра.

Хăех ача çуртне леçнĕ

Тăванĕсене пытарсан аслисенчен тахăшĕ Тимербулата каламасăр чăтайман: выçă ялта эсир сывă юлаймастăр, шăллуна ача çуртне леç.