Архив - Июл 2015 - Хыпар

июля 31st

31 Июл, 2015

"КАПКĂН" журналăн кăçалхи 13-мĕш кăларăмĕ

Ачаш кулăш - халăх кăмăлĕн чи сисĕмлĕ палăрăмĕ. Чĕлхе çинче кулăш пулсан иккĕленмелли çук - пурнăç малаллах шăвать.

31 Июл, 2015

«Хыпар» 148-149 (26800-26801) №. 31.07.2015

31 Июл, 2015

Фермерăн алли хура та, çăкăрĕ - шурă

Людмила Петровна Краснова. Профессийĕпе - фермер. Тĕпрен илсен, вăрлăх сухан ÿстерессипе ĕçлет. 1965 çулта Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсе аттестат илсенех колхоз уйне ĕçе тухнă. Каярах ăна аппăшĕ Галина хăй патне райпона илсе кайнă.

31 Июл, 2015

Электротехника кластерĕн предприятийĕсене йывăрлăхсем хăратмаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти электротехника кластерĕн икĕ предприятийĕнче - «Каскад» наукăпа производство пĕрлешĕвĕ» АОра тата «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» наукăпа производство комплексĕ» АУОра - пулчĕ, вĕсем экономик

31 Июл, 2015

Суйлав иккĕмĕш тапхăра кĕрет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсен суйлавĕн пĕрремĕш тапхăрĕ - суйлава хутшăнма ирĕк паракан документсене пухасси, вĕсене тишкересси тата кандидатсене регистрацилесси - вĕçленчĕ. Тĕрĕссипе, вырăнти влаçа кĕме хатĕрленекенсен кăштах вăхăт пур-ха: документсене вĕсенчен август уйăхĕн виççĕмĕшĕччен йышăнаççĕ. Яваплă тапхăрăн малтанхи хĕрÿ вăхăчĕ мĕнле иртнипе халăха паллаштарас тĕллевпе Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене пресс-конференцие пухрĕ.

31 Июл, 2015

Лява Платунĕн инкеклĕ шăпи

Вулакана каласа парас текен çын Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче 1892 çулта çуралнă. Унăн несĕлĕ - тĕне кĕмен чăваш Савар - хăйĕн çуртне кунта 300 çул каялла туса лартнă. Ачисем, мăнукĕсем унтах çуралса ÿснĕ.

31 Июл, 2015

Хуран куклипе, хĕр сăри ташшипе асра юлĕ «Эткер»

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан пултаруллă чăваш ачисемшĕн «Эткер» лагерь çуллахи канăвне ирттермелли чи юратнă вырăн пулса тăчĕ. Кăçал вуннăмĕш хут уçăлчĕ Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Наци вĕренÿ центрĕ пуçарнипе йĕркеленекен смена.

31 Июл, 2015

Чăрмавсен каçалăкĕ

Кунта çирĕп йĕрке: парашютпа пурте сикеççĕ. Полк командирĕнчен пуçласа рота писарĕ таранах. Полк штабĕн пуçлăхĕ те сикет, начфин, клубри киномеханикпа почтальон та, çуллахи бассейн хуçи, телефонист, склад заведующийĕ, полк гимнĕн авторĕ, медсанбат пуçлăхĕ Полищук майор та. Повар юлать-и вара? Кăнтăр апачĕ пурпĕр палăртнă вăхăтра пулать!..

Страницы