Электротехника кластерĕн предприятийĕсене йывăрлăхсем хăратмаççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти электротехника кластерĕн икĕ предприятийĕнче - «Каскад» наукăпа производство пĕрлешĕвĕ» АОра тата «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» наукăпа производство комплексĕ» АУОра - пулчĕ, вĕсем экономикăн хальхи условийĕсенче мĕнле ĕçленипе паллашрĕ.
«Каскад» наукăпа производство пĕрлешĕвĕ 1991 çулта йĕркеленнĕ, электротехника тата машиностроени хатĕрĕсене кăларать: электросоединительсен, шина тыткăчĕсен тата изоляторсен тĕрлĕ тĕсне, çавăн пекех блок-модуль конструкцийĕсен пĕчĕк вольтлă комплект хатĕрĕсен туртса кăлармалли элеменчĕсен модулĕсене. Акционерсен обществин маркетинг тата суту-илÿ енĕпе ĕçлекен директорĕ Борис Шехтер предприяти кăларакан изделисене патентпа хÿтĕленине, хăйсен продукцийĕ чикĕ леш енчи паллă производительсеннипе те тупăшма пултарнине пĕлтерчĕ. Электротехника изделийĕсен хăшпĕр тĕсне вара Раççейре «Каскад» НПП çеç хатĕрлет. АО продукцийĕпе пĕчĕк вольтлă комплектлă хатĕрсен тата энергетика ытти оборудованийĕн производствинче, çавăн пекех транспорт, хими, апат-çимĕç тата нефтьпе газ промышленноçĕнче усă кураççĕ.
Предприяти директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Козлов производство хăвачĕсене ÿстерме тата çĕнĕ оборудовани туянма планланине пĕлтерчĕ. Çавăнпа халĕ Шупашкарти индустри паркĕнче «Каскад» НПП валли те çĕнĕ лаптăксем йĕркелеççĕ. Вĕсене ĕçе кĕртсен продукци калăпăшĕ тата та ÿсĕ, ĕç тухăçлăхĕ пысăкланĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç. АОра кризисăн япăх витĕмĕ палăрмасть: кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи тупăш иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12 хут пысăкрах. Уйăхри вăтам ĕç укçи те пĕлтĕрхинчен 10% ÿснĕ.
Суту-илÿ уйрăмĕн регионсемпе ĕçлекен аслă менеджерĕ, профком председателĕ Татьяна Алексеева кунта ĕçлекенсене спорт секцийĕсене тÿлевсĕрех çÿреме май туса пани çинчен каласа кăтартрĕ. Пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хавхалантарма тăрăшаççĕ кунта - пирус туртманнисене улма-çырла параççĕ. Çак мелпе усă курнăран юлашки вăхăтра 8 çын усал йăларан сивĕннĕ иккен. Татьяна Алексеева предприяти республикăри вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăну тытнине, ачасемпе çамрăксене хăйсем патне экскурсие тăтăшах илсе килнине те пĕлтерчĕ. Кадрсем хатĕрлес ĕçе хăйсен те хутшăнмаллине ăнланаççĕ кунта.
Михаил Игнатьев цехсене пăхса çаврăнчĕ, оборудовани мĕнле ĕçленипе кăсăкланчĕ. Мĕн курнипе кăмăллă юлчĕ вăл. «Электротехника кластерĕн предприятийĕсенче кăларакан продукци ассортименчĕ, çав шутрах импорта улăштараканнин те, анлăлансах пырать. Электротехникăн хăшпĕр изделине Раççейре пĕртен-пĕр «Каскад» наукăпа производство пĕрлешĕвĕ çеç хатĕрлет, вăл Siemens, ABB, SchneiderElectric йышши паллă компанисемпе конкуренцие кĕрет. Саккассен шучĕ те ÿссе пырать», - терĕ Михаил Васильевич.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Wieland Electric GmbH компанин Тĕп тата Хĕвелтухăç Европăра суту-илÿ енĕпе ĕçлекен директорĕпе Эрвин Валекпа, Баварирен «Каскад» НППна ĕçлĕ визитпа - пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлес, пĕрлехи проектсем хатĕрлес ыйтусемпе - килнĕскерпе те тĕл пулса калаçрĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Ен инвестицисемшĕн илĕртÿллĕ республика пулнине палăртрĕ, юлашки çулсенче ют çĕршывсенчи пилĕк компани чăваш çĕрĕ çинче бизнес йĕркеленине пĕлтерчĕ. Чăваш Енре ылтăн та, нефтьпе газ та çуккине асăнчĕ. «Эпир çыннăн интеллект вăй-хăватне аталантарас, инновациллĕ производство туса хурас ĕçе инвестицисем хыватпăр», - терĕ.
Ĕçлĕ ушкăн çав кунах «ЭЛАРА» АУОна та çитсе курчĕ. Ку предприяти çĕршывăн авиаци отраслĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ концернсен йышне кĕрет. Су, МиГ, Ту самолетсен, нумай функциллĕ Бе-200 самолет-амфибин, Камов тата Миль фирмисен вертолечĕсен тĕрлĕ модификацийĕ валли системăсем кăларать. Ку комплексăн ĕçĕ-хĕлĕн приоритетлă ытти енĕсем - чукун çул техники /управленин борт системисем, чукун çул автоматикин системисем/, автомобиль электроники, электроникăн контракт производстви.
Михаил Игнатьев цехсене кĕрсе курчĕ, чукун çул транспорчĕ, промышленноç тата автотранспорт электроники валли хатĕрленĕ блоксемпе системăсене сăнарĕ. Вăл предприятире кăткăс электроника тата электротехника продукцине ăсталамалли хальхи йышши оборудовани, ротаци деталĕсене пысăк пахалăхпа хатĕрлеме май паракан токарь центрĕсем вырнаçтарнăшăн кăмăллă пулчĕ. «Эпĕ кунта пилĕк çул каялла пулнăччĕ. Ырă улшăнусем - куç умĕнчех. Унтанпа хаклă хальхи йышши оборудовани туяннă. Ĕç тухăçлăхĕ ÿснĕ, шалу виçи те Чăваш Енри вăтам кăтартуран пысăкрах. Пĕтĕмлетсе каласан - «ЭЛАРА» ăнăçлăн аталанса пырать. Тавах сире тăрăшса ĕçленĕшĕн!» - терĕ Михаил Васильевич.
Предприятин генеральнăй директорĕ Андрей Углов республика ертÿçине кирлĕ чухне пулăшса-хавхалантарса пынăшăн тав турĕ. Вăл производствăна çĕнетес тĕллевпе юлашки пилĕк çулта 1,5 миллиард тенкĕ тăкакланине, çавна май кăларакан продукци калăпăшĕ икĕ хут ÿснине пĕлтерчĕ. Импорта улăштаракан продукци те кăларать комплекс, çавна май конкуренцирен шикленмест.
Йăлана кĕнĕ тăрăх - Михаил Игнатьев ĕç коллективĕсемпе те тĕл пулчĕ. Меллĕ самантпа усă курса çынсем республика ертÿçине тем тĕрлĕ ыйту та пачĕç: нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси, нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ, картишсене тирпей-илем кĕртесси, вĕренÿ учрежденийĕсенчи бюджет вырăнĕсем, ача сачĕсен черечĕ, суйлав... - лавккасем умĕнче велосипедсем валли ятарлă вырăн тăвасси таранах. Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле пулнă Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов кашнинех тĕплĕ хурав пачĕç, сĕнÿсем мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăма шантарчĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментировать