Хуран куклипе, хĕр сăри ташшипе асра юлĕ «Эткер»

31 Утă, 2015

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан пултаруллă чăваш ачисемшĕн «Эткер» лагерь çуллахи канăвне ирттермелли чи юратнă вырăн пулса тăчĕ. Кăçал вуннăмĕш хут уçăлчĕ Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Наци вĕренÿ центрĕ пуçарнипе йĕркеленекен смена. Июнь вĕçĕнче Муркаш районĕнчи Шомик çывăхĕнчи «Кĕрен парăс» лагерь территорине ятарлă программăпа килĕшÿллĕн канма тĕрлĕ регионтан - Чăваш Енри районсемсĕр пуçне Пушкăртстан, Тутарстан, Мускав, Самар, Тюмень, Оренбург тăрăхĕсенчен пурĕ 39 ача килсе çитрĕ. Вĕсене «Эткерĕн» кăçалхи ертÿçи Ирина Диарова, Александр Степановпа Любовь Кудрявцева воспитательсем хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Тĕнче тăрăх сапаланнă чăвашсен ачисен икĕ эрнелĕх канăвĕ мĕнле иртнĕ? Мĕн асра юлнă вĕсен? Çакăн çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр те эпир редакцие килсе çитнĕ Любовь Кудрявцевăран.

- Тÿрех калам - кашни çулах мĕн те пулин раснараххи пулса иртетех ĕнтĕ. «Эткер», «Кĕрен парăс» лагерь çумĕнче йĕркеленнĕ май ку хутĕнче кунта канакансем хăйсен хуранĕнче кăна вĕремерĕç, «Кĕрен парăс» программипе иртекен мероприятисене те хастар хутшăнчĕç. Спорт ăмăртăвĕсем-и, талантлисене палăртмалли конкурс-и - «Эткерсем» маххă памарĕç. Сменăна уçма сумлă хăнасем килсе çитни, çав ушкăнра ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пулни ачасемшĕн асра юлмалли самант тесе шухăшлатăп. Сăмах май, Вадим Петрович лагерь ачисене Шупашкарта тин çеç уçăлнă тĕрĕ музейне кайса курма сĕннĕччĕ те - çулçÿреве вăраха ямасăр тухрăмăр.

- Тĕрлĕ регионтан пухăннă ачасен хушшинче чăвашла таса калаçакансемпе пĕрлех хальлĕхе чĕлхене ăнланнинчен ытла пĕлейменнисем те пулчĕç-тĕр?

- Çапла, Чăваш Ен тулашĕнче пурăннăран, тăван несĕлĕсен чĕлхипе кулленхи пуплевре сахал усă курнăран калаçма пĕлсех каймасть хăшĕ-пĕри. Анчах та çакă кун пек ача «Эткерте» канма тивĕçлех мар тенине пĕлтермест паллах. Лагерь тĕллевĕ - пултаруллă ачасен наци туйăмне аталантарасси. Тăван халăхăн пĕтĕмĕшле туприне хаклама вĕрентессипе тан ку. Несĕлсен аваллăхĕпе, ĕмĕртен ĕмĕре упранакан пуян культурипе паллашса çитĕнекен ăру хăйĕн халăхне хисеплеме хăнăхтăр - акă, мĕнле шухăш çинче никĕсленнĕ лагерь.

- Культура калама çук анлă пĕлтерĕшлĕ. Унпа çыхăннă ăсталăх класĕсем те йĕркелерĕр пулĕ?

- Çапла. Муркаш районĕнчи Калайкасси ялĕнче тĕлĕнмелле çемье пурăнать - Петр Яковлевичпа Зинаида Васильевна Мазуркинсем. Кил хуçи йывăçран касса темĕн те ăсталама маçтăр. Тĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕ янтăлама, вĕсемпе кĕвĕ шăратма та пĕлет. Зинаида Васильевна вара тĕрлес, тухья-хушпу хатĕрлес енĕпе пултаруллă. Вĕсем вăхăт тупса лагере пыни, ачасемпе ăсталăха хăнăхмалли уроксем ирттерни мĕн тери аван пулчĕ! Муркаш районĕнчи Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» ушкăн хăнара пулни те ачасен асĕнче чылайччен юлĕ. Вĕсен репертуарĕнче - вирьял чăвашĕсен юрри-ташши. Воспитательсенчен пĕри, Александр Степанов, çак ушкăна çÿрет те - вăл лагерь ачисене хĕр сăрин ташшине вĕрентрĕ.

- Ачасен хушшинче Чăваш Ене пуçласа килнисем те пулчĕç-тĕр: мĕнлерех кăмăл-туйăм çуратнă-ши вĕсенче пирĕн республика, Шупашкар хули?

- Лайăххине кăна илтрĕмĕр. Вĕсем пирĕн тĕп хула, Чăваш Ен мухтавлă вырăнĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлччĕр тесе экскурсисене тухса çÿрерĕмĕр. Шуршăла Космонавтика музейне, Ильинкăна Гузовский юманĕ патне, Шупашкара Введени чиркĕвне, Юрату сăмсахне, Çеçпĕл тата К.В.Иванов музейĕсене, Ехрем хуçа çуртĕнчи ÿнер музейне çитсе «Эткерçĕсем» çĕннине нумай пĕлчĕç, тавракурăмне пуянлатрĕç. Лагерьти асра юлнă тепĕр кун вăл - ушкăнпа чăваш апатне хатĕрлеме хăнăхни. Тăпăрчăран хуран кукли пĕçертĕмĕр. Курасчĕ сирĕн çак ĕçе ачасем еплерех хавхаланса хутшăннине! Темĕн чухлĕ пĕçерсе тултарнăран техĕмлĕ çимĕçпе «Кĕрен парăсра» канакансене те, кунти персонала та хăналарăмăр. Пурте кăмăллă пулчĕç кучченеçпе!

- Икĕ эрнене тăсăлнă кану вăхăтĕнче çумăрлă кунсем те пулчĕç. Тунсăхлама памарăр эппин чăваш маттур ывăл-хĕрне.

- Чăн та, программа чухăн пулмарĕ, республикăри культура тата вĕренÿ ведомствисем ырларĕç ăна. Ăнсăртран йĕркеленĕ мероприятисемпе те пуянланчĕ вăл. «Кĕрен парăсра» Ираида Вдовина мăнукĕ Маргарита Романова ĕçлет иккен. Паллă артисткăн хĕрĕпе Светлана Березинăпа иккĕшĕ «Эткерçĕсемпе» тĕлпулу ирттерме кăмăл турĕç, унăн юррисемпе хатĕрленĕ грампластинкăна парнелерĕç. Тĕлпулăва артисткăн сцена çипуçне те илсе пынăччĕ.

Ирина ИВАНОВА

ыйтса пĕлнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.