Архив - 30 Июл, 2015 - Хыпар

30 Июл, 2015

Ыхра

Ыхра - пĕр çул ÿсекен культура. Кăлармасан пĕр вырăнта темиçе çул та çитĕнме пултарать. Пуçĕ 4-15 шăла пайланать.

Çак культура сивве лайăх чăтать. Çулçи 10-15 градус сивĕрен хăрамасть. Шăлĕ вара юр айĕнче те аван хĕл каçать. Çавăнпа та хăшпĕр сорта кĕркуннех лартса хăвараççĕ. Çуркунне çĕр 1-5 градус ăшăнсанах тымар çитĕнме тытăнать. Ыхрана ытлашши хĕвел çути кирлĕ мар, анчах та çутă çителĕксĕр вырăнсенче шăлĕ япăх ÿсет. Ăна уйрăмах нÿрĕк çителĕклĕ кирлĕ. Кĕр енне ун валли ăшă, типĕ çанталăк лайăхрах. Вăл тăмлă, йÿçек çĕре килĕштермест.

30 Июл, 2015

Томат çулçине татмалла е çук?

Юлашки вăхăтра çимĕç ытларах илме томат çулçине татасси вăй илчĕ. Анчах нумайăшĕ çакна ырламасть. Ку ÿсентăрана сиенлет имĕш. Апла мĕнле тусан аван?

Çимĕçĕ чăмăртаннă томатăн аялти çулçине татмалла, çÿлтине хăвармалла. Сарăхма пуçланă, типнĕ çулçăран йăлтах тасатмалла. Çакă чир-чĕр ересрен пулăшать. Çавăн пекех ытлашши туратран иртни те пăсмасть. Енчен тĕмĕ çăра пулсан сайралатмалла: çурçĕр енчи хунавсене касмалла, çулçине татмалла. Анчах тăруках мар, майĕпен тумалла. Çулçине те кунне виççĕрен ытла татма юрамасть.

30 Июл, 2015

Çунатлă туссенчен сыхланма

Кайăксем - пирĕн туссем . Вĕсем пахчари сиенлĕ хурт-кăпшанка хирĕç кĕрешме пулăшаççĕ. Анчах çырла пиçсе çитме пуçласан çунатлă туссем савăнсах ун çине куçаççĕ, йывăç-тĕме самантрах çаратса хăвараççĕ. Ирга, çĕр çырли, хурлăхан... - пĕрне те тиркемеççĕ. Мĕнле сыхланмалла вĕсенчен?

Çырла йăранне çиелтен пластик-рабицăпа кармалла. Ун витĕр çутă аван ÿкет, сывлăш кĕнипе çырла çĕрмест. Шăнкăрч çутă япаласене килĕштермест. Унран ÿкекен çутă пайăркинчен уйрăмах хăрать. Çырла йывăççи çине кивĕ диск, гирлянда, фольга çакмалла. Кайăк-кĕшĕк вĕсен çывăхне те пымĕ.

30 Июл, 2015

Июлĕн 30-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунĕ - календарьти чи çамрăк уявсенчен пĕри. Ăна Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Тĕп ассамблейи 2011 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Вăл халăхсем хушшинчи туслăха аталантарас ыйтăва уйрăмах тĕпе хурать. «Халăхсен, çĕршывсен, культурăсен тата уйрăм çынсен туслăхĕ тĕнчери тăнăçлăха упрама хавхалантарĕ», - палăртнă çав документра. Унсăр пуçне Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунĕн ыйтăвĕсенчен пĕри - çамрăксене, çав шутрах пулас ертÿçĕсене, тĕрлĕрен культурăна хисеплеме вĕрентсе общество ĕçне хутшăнтарасси.