Архив - 23 Июл, 2015 - Хыпар
Кавăн евĕр пахчаçимĕç
Кабачокпа патиссон. Вĕсем кавăн шутне кĕреççĕ, анчах уйрăмлăх та пур. Çимĕçĕсене çамрăклах татса апат-çимĕç хатĕрлеме усă кураççĕ. Кабачокăн çимĕçĕ цилиндр евĕр пулать. Унăн тĕввисем тытăнсан 7-12 кунранах, вăррисем пулма пуçличчен, ăшаласа çиеççĕ, пăшăхлаççĕ, хĕле валли кабачок вăлчи хатĕрлеççĕ, маринадлаççĕ. Патиссон çимĕçĕ лаптак. Ăна тата та иртерех, 3-5 кунранах, татса маринадлаççĕ, ăшалаççĕ.
Пĕлме интереслĕ
- Пирĕн ÿт-пÿ атомсенчен тăрать. Çав атомсем çăлтăрсем пулса кайнă тапхăрти евĕрлех.
- Нейтрон çăлтăрĕн тĕввине /ядро/ апат кашăкĕ чухлĕ илсессĕн унăн йывăрăшĕ 90 миллиард фунт /43 миллиард кг/ тайнă пулĕччĕ.
- Хĕвел системине пĕчĕклетсе Çĕре пăрçа пысăкăш хăварас-тăк Юпитер пăрçа-Çĕртен 300 метрта вырнаçĕччĕ, Плутон вара Çĕртен - 2,5 çухрăмра, унăн калăпăшĕ бактери пысăкăш юлĕччĕ. Пире чи çывăх çăлтăр Проксима Центавра Çĕртен 16000 çухрăм аякра пулĕччĕ.
Тухăçа ÿстерме
Вĕллесене çăвĕпех пĕр вырăнта тытсан хуртсем пур чухне те пыл пуçтарса ĕлкĕреймеççĕ. Сад, улăх-çаран чечеке ларнă чухне пыл хурчĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме условисем туса памалла. Унсăрăн вĕсем пыл пуçтармаççĕ, çăвăр яраççĕ.
Пуховик çăватпaр
Хĕлле нумайăшĕ пуховик тăхăнса çÿрет. Вăл çăмăл, ăшă, илемлĕ. Анчах ăна мĕнле çумалла? Яланах химчисткăра тасаттарни те хака ларать. Çавăнпа нумайăшĕ килтех çума тăрăшать. Çунана çулла хатĕрлеме хушнă. Апла тумтире çанталăк ăшă тăнă вăхăтра çуса типĕтме аван.
Час-часах пуховик çинчи ярлăкра машинăпа, алăпа çума юраманнине асăрхаттараççĕ. Анчах çакă ниме те пĕлтермест.