Пуховик çăватпaр

23 Июл, 2015

Хĕлле нумайăшĕ пуховик тăхăнса çÿрет. Вăл çăмăл, ăшă, илемлĕ. Анчах ăна мĕнле çумалла? Яланах химчисткăра тасаттарни те хака ларать. Çавăнпа нумайăшĕ килтех çума тăрăшать. Çунана çулла хатĕрлеме хушнă. Апла тумтире çанталăк ăшă тăнă вăхăтра çуса типĕтме аван.

Час-часах пуховик çинчи ярлăкра машинăпа, алăпа çума юраманнине асăрхаттараççĕ. Анчах çакă ниме те пĕлтермест.

Мамăк тусан пуçтарать, йĕпенсен муклашкаланать. Çăвакан хатĕрсемпе те ытлашши усă курмалла мар. Мĕншĕн тесен хими хутăшне хăй çине туртса илет. Кайран çуса тасатма йывăр. Пуховик çума тытăниччен çакна пĕлмелле:

  • çумалли шыв температури 30 градусран ытла вĕри пулмалла мар;
  • çунă чухне ятарлă хатĕрпе е шĕвек супăньпе усă курмалла;
  • машинăпа çунă чухне çемçерех режим çине лартмалла;
  • çунă çĕре 3-4 теннис мечĕкне яни мамăка муклашкаланма памасть;
  • япалана яланах тÿнтер енĕпе, тÿмисене тÿмелесе, молнине хăпартса çумалла;
  • виçĕ хутран кая мар чÿхемелле;
  • кĕпе çумалли машинăпа пăрса типĕтнĕ чухне те вăйсăр режимпа çавăрттармалла.

Енчен пуховик ытлашши вараланман пулсан ăна машинăсăрах, алăпа çумалла. Ваннăна çакмалла та çемçе шампуньпе е кĕпе супăнĕпе кăпăклантармалла, унтан душпа усă курса çуса тасатмалла.

Пуховика çакса типĕтмелле. Хушăран вешалка çинчен илсе силлемелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.