Архив - 14 Июл, 2015 - Хыпар
Сирĕн тăрăхăра çумăр илсе килтĕм
"Сирĕн тăрăхăра çумăр илсе килтĕм. Анатри районсене вăл питех савăнтарманччĕ. Кăçал пахчаçимĕç ăнса пулатех", - çапларах пуçларĕ калаçăвне Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 11-мĕшĕнче Юхмапа Пăла енне килсе çитсен. Çумăр вара çак кун, чăнах та, аван çурĕ.
Полигон сентябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçлеме тытăнĕ
Сусăрсем валли - ятарлă вырăнсем
Республикăра ĕçсĕр инвалидсене йышăнмашкăн техника хатĕрĕсемпе пуянлатнă ятарлă вырăнсем майлаштарма пуçаруллă пикенчĕç
Пирĕн хутлăхра 87,3 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен 26,7 пинĕшĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри граждансем.
Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2015 çулта ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр 685 çынна, вăхăтлăх вырнаçтарма палăртнă. Çав шутра сусăрсене йышăнмашкăн 106 ĕç вырăнне вĕсене юрăхлă майлаштармалла тата çакăншăн тăкакланнă ĕçпе тивĕçтерекенсене компенсаци памалла.