Полигон сентябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçлеме тытăнĕ

14 Июл, 2015

Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяш /ЙХК/ полигонĕн объектĕнче канашлу иртнĕ. Михаил Игнатьев муниципалитетсен хушшинче ăпăр-тапăрпа производствăра усă курас тата ăна утилизацилес /çĕр айне тирпейлĕн чиксе пырас/ ĕçе йĕркелессишĕн тунă концесси килĕшĕвне еплерех пурнăçланине хак панă.

"Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар тата Сĕн-тĕрвăрри районĕсен ЙХК полигонĕн строительстви вĕçленес тапхăрне кĕчĕ, - тенĕ вăл. - Графикра палăртнă ĕçсене маларах пурнăçлаççĕ. Пĕрремĕш автомашинăсен çĕнĕ полигона кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен каяш турттарса пымалла".

Объектăн пирвайхи тапхăрне пурнăçа кĕртме 623 млн тенкĕ уйăрнă. Полигон лаптăкне инженерин пĕтĕм инфратытăмне хывнă, Çĕнĕ Шупашкара кĕмесĕр унта илсе çитерекен çавраçул тăснă. "Вăл объект таврашĕнчи ял çыннисене федераципе регион çулĕсемпе çыхăнма май туса пачĕ", - палăртнă Михаил Игнатьев. Политика партийĕсен республикăри хăшпĕр уйрăмĕ çивĕч ыйтупа политика балĕ пухас тĕллевпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен 2011 çулхи суйлавĕсем умĕн полигон тăвас ыйтăва юриех хĕрÿлентернине, объекта хăпартас тĕлĕшпе хăйĕн тивĕçне пурнăçламаншăн подряд организацийĕпе - "Парнас" обществăпа - çирĕплетнĕ килĕшĕве татнине аса илтернĕ.

Инвесторпа концесси ки-лĕшĕвĕ туса полигонăн иккĕмĕш карттипе каяш уйăракан комплекса ĕçе кĕртме йышăннă. ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тата "Каяшсене йĕркелесси" АХО ăна 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Обществăна /концессионера/ иккĕмĕш карттăпа каяш уйăракан комплекс вырнаçакан лаптăксене тара панă. Унăн килĕшĕве пурнăçласа тепĕр карттă, МСК, АБК, территорие пырса кĕмелли объектсем, каяш тиемелли станци /Шупашкарта/ тумалла.

Паянхи кун тĕлне администраципе ĕçлекенсен йăла çурчĕ хатĕр. Каяш уйăрмалли комплексра, полигона пырса кĕмелли тĕрĕслев-пропускпа автотараса пункчĕсенче ĕçсем пыраççĕ. Пурин валли те техникăпа оборудовани туяннă. Шупашкарти каяш тиемелли станцие тĕпрен юсанă, технологи оборудованийĕ вырнаçтараççĕ.

Михаил Игнатьев строительствăна инвестици хывнăшăн тата хăйĕн умĕнчи тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн тĕп концессионера - "Каяшсене йĕркелесси" АХО генеральнăй директорне Павел Бесшапова - тав тунă. Çак предприяти строительствăна 850 млн тенкĕ явăçтарнă. Пĕтĕмпе 1,4 млрд тенкĕ хывасшăн.

С.СЕРЕГИН

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.