Пирĕн республика. Тĕп тема

Культура: аталану проекчĕсем тата малашлăх

"Советская Чувашия" хаçатăн, "Чăваш Ен" ПТРКан тата Наци телекуравĕн пĕрлехи материалĕнче театрсенче, библиотекăсенче тата районсенчи культура çурчĕсенче пулса иртекен ырă улшăнусем çинчен каласа кăтартаççĕ. Фильм телеэкрансем çине тухрĕ ĕнтĕ, халĕ сире хаçатри статьяпа паллашма сĕнетпĕр. Кăларăма Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăнать. Çавăнпах ку усăллă çеç мар, чи тĕрĕс информаци те.

Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртекен çурт

Чăваш патшалăх пуканесен театрне юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут тĕпрен юсанă. Хăйнеевĕрлĕ, илемлĕ тата меллĕ - унăн паянхи сăн-сăпатне çакăн пек виçĕ сăмахпа сăнласа пама пулать. Курав залне хăтлă кресло-трансформерсем, картлашкасем çине пандуссем вырнаçтарнă, çутă техникин çĕнĕ йышши оборудованийĕсене лартнă, сценăна тарăнлатнă. Халĕ спектакльсем илемлĕрех, кăсăклăрах курăнаççĕ. Пуканесен театрне юсама 30 миллион тенкĕне яхăн тăкакланă.

- Инвестицисем виçĕ хут пысăкланса таврăнĕç. Чăваш, вырăс культурине ачасен Интернет урлă çеç мар, сцена искусстви урлă та пĕчĕкрен чуна хывмалла, - терĕ Михаил Игнатьев.

Театрта воспитани ĕçĕ-хĕлĕ пирки самантлăха та манмаççĕ. Реконструкци вăхăтĕнче те алăксем çине çăра çакман. Спектакльсене малтан репетицисем кăна ирттернĕ пĕчĕк сцена çинче кăтартнă. РФ тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш халăх артистки Надежда Алферова шухăшĕпе актерсен аллинчи пуканесем - ачасен чи лайăх тусĕсем тата канашçисем, ырăлăх вăрлăхĕ акакансем.

 

Театр пуриншĕн те пĕрре

Михаил Игнатьевпа пуçарнă калаçу К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта ăна çамрăк режиссер Наталья Сергеева Алексей Дударев пьеси тăрăх лартакан "Не покидай меня" спектакль репетицине чĕннĕ. Регион пуçлăхне театр директорĕ Юрий Владимиров тата илемлĕх ертÿçи - СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев кĕтсе илчĕç.

Алăк умне пандус вырнаçтарнă, шалта - подъемник, вăл гардероба çитме пулăшать, курав залне лифт илсе каять. Залра тата кассăсенче япăх илтекенсем валли ятарлă хатĕрсем вырнаçтарнă. Фойере - информаци табловĕ, вăл техника хатĕрĕсемпе усă курма вĕрентет, актерсемпе тата театр репертуарĕпе паллаштарать. Курав залĕнче хĕрринчи ретсенче кÿмепе çÿрекен инвалидсем валли ятарлă вырăнсем уйăрнă. Çакна пĕтĕмпех республикăн "Доступная среда" программипе пурнăçа кĕртнĕ.

- Сусăрсем юлашки вăхăтра театра ытларах çÿреме пуçларĕç. Паян кунта вĕсем хăйсене хăтлă туяççĕ, - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Театрта çĕнĕ йышши çутă, сасă, сцена оборудованийĕсене вырнаçтарнă, сценăна модернизациленĕ. Çĕнĕ креслăсене синхрон куçарăва итлеме наушниксемпе пуянлатнă. Кĕскен каласан -куракансемпе актерсем валли тивĕçлĕ условисем туса панă.

Михаил Игнатьев СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа, Раççей тата Чăваш халăх артисткисемпе Нина Яковлевăпа тата Нина Григорьевăпа, çамрăк артистсемпе ăшшăн калаçать.

- Паянхи тĕнче спектакльсене çĕнĕ технологисемпе усă курса лартма ыйтать, апла пулин те тĕпре - сирĕн ăсталăх, пултарулăх, - терĕ Михаил Игнатьев. Наци культурин аталанăвĕпе, культура еткерлĕхне тата халăх йăли-йĕркине пуянлатассипе çыхăннă ыйтусемпе çыхăннă калаçу кăсăклă иртрĕ. Сцена ветеранĕсемпе çамрăк актерсем Михаил Игнатьева пултарулăх коллективĕн ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сăн-сăпачĕ те улшăннă. Фасада çĕнетнĕ. Пÿлĕмсенче, коридорсенче энергие перекетлекен лампочкăсем вырнаçтарнă. Тĕп пусман халĕ карлăкĕ пур. Капла картлашкасем тăрăх хăпарма чылай меллĕрех. Фойере - çĕнĕ тĕкĕрсем. Курав залĕнче стенасене сăрланă, 900 çĕнĕ кресло лартнă. Сцена çине лартнă экран хыçне хăватлă икĕ видеопроектор вырнаçтарнă. Фильмсем пăхма, экранпа декорацисем хатĕрлеме усă курма пулать. Реконструкцие тапхăрпа ирттереççĕ. Тĕп юсав ĕçĕсем Шупашкарăн 550 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ вăхăтра пулĕç.

 

Библиотекăна çÿресси халĕ модăра

Паян Чăваш Наци библиотеки - нумай функциллĕ культура учрежденийĕ. Çакна çурт патне илсе пыракан картлашкасем патĕнченех туйса илетĕн.

Наци библиотекинче икĕ миллион ытла кĕнеке, 80 пине яхăн тавра пĕлÿ тата ытти документ, вĕсенчен çуррийĕ чăвашла, вырăн тупнă. Ача-пăчана кунта çÿрени сайра тĕл пулакан кăларăмсене курма, кĕнекесемпе хаçатсене цифра çине мĕнле куçарнине пĕлме май парать. Паллă художниксем хăйсен ĕçĕсене вырнаçтаракан галерея залпа утса иртме пулать. Тепĕр чухне тата ăнсăртран коридорта паллă ăсчаха, писателе е художнике тĕл пулатăн.

Библиотека директорĕ Светлана Старикова Михаил Игнатьева библиотека залĕсемпе управ пÿлĕмĕсем тăрăх ертсе çÿрерĕ. Акă "Интеллектуариум" - педагогсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе, çулталăкран пуçласа ултă çулчченхи ачасемпе пĕрле занятисем ирттермелли пÿлĕм.

- Мĕнле те пулин сĕнÿсем пур-и? - кăсăкланчĕ вĕсемпе калаçнă май Михаил Игнатьев.

Декретра ларакан Анна Скворцова çапла хуравларĕ:

- Çак ырлăха туса панисене пурне те тав сăмахĕ калассăм килет. Ача-пăча пÿлĕмĕнчи вăйăсемпе пособисем питĕ хаклă, пур çемье те вĕсене туянма пултараймасть. Эпир вара кунта тÿлевсĕр çÿретпĕр. Ачасен савăнăçĕн чикки çук.

Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин залĕнче, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - унăн пултарулăхĕ мĕнпур чăваш культури валли Европăна чÿрече каснă - кăмăллă тепĕр самантпа асра юлчĕ. СССР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Артемьев хăйĕн "Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие" кĕнекине парнелерĕ. Ку ĕç чăваш литературин классикĕн пултарулăхĕнче çĕнĕ страницăсем уçать. Михаил Игнатьев автора пысăк ĕçшĕн тав турĕ, Константин Иванов унăн чи юратнă поэчĕ пулни тата яланах пуласси, "Нарспи" поэма яланах унăн ĕç сĕтелĕ çинче выртни çинчен каларĕ. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Владимир Даль сăмахĕсене аса илтерчĕ: "Пусран тенкĕ пулнă пек вуласа пĕрчĕн-пĕрчĕн пĕлÿ пухăнать".

 

Кунта ватти те, вĕтти те васкать

Библиотека культура вучахĕ теççĕ. Вăл çынсене пĕлÿ çутине тата калаçу ăшшине парнелет. Паян республикăра 537 библиотека ĕçлет. Вулавăшсен 90 проценчĕ Интернетпа çыхăннă. Раççейре вара вăтамран çак кăтарту 27,5 процентпа танлашать.

Ялсенче библиотека пĕл-терĕшĕ уйрăмах пысăк. Чылай çĕрте вĕсем районсенчи тата ялсенчи культура çурчĕсенче вырнаçнă. Юлашки пилĕк çулта çакăн йышши 200 яхăн учреждение юсаса çĕнетнĕ, тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çĕрпÿри Культура çуртне çĕнĕ сăн кĕртме 11 миллион тенкĕ тăкакланă. Кунта килекенсене бронза Печкин почтальон кĕтсе илет. Унăн сăмсине сăтăрсан ăнăçу пулать теççĕ.

Печкин Константин Ивановăн кĕнекине тытса тăрать. Çурта шала кĕрсен чăваш литературин классикĕн вилĕмсĕр произведенийĕнчи сăнарсемпе - Нарспипе тата Сетнерпе - тĕл пулатăн. Районта шăпах илемлĕ вулакансен конкурсне ирттернĕ. Çĕнтерÿçисем - Паваркассинчи вăтам шкулта вĕренекен Ирина Кошкина тата Александр Федоров. Çамрăк ташăçăсем те малти вырăнсене çĕнсе илме тĕллев лартнă. "Шаг за шагом" ансамбле пĕртăван Алексей тата Евгений Александровсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем ТНТ каналти ташă конкурсне те хутшăннă.

Культура çуртĕнче пурнăç вĕресе кăна тăрать. Мĕн кăна пулса иртмест кунта - экскурсисем, куравсем, конкурссем йĕркелеççĕ, концертсем лартаççĕ, спектакльсем кăтартаççĕ.

Çĕрпÿ район Культура çурчĕн директорĕ Светлана Смирнова каланă тăрăх - кунта 28 клуб пĕрлешĕвĕ ĕçлет, унта 400 çын çÿрет. Çулсерен кунта 200 ытла пысăк мероприяти иртет.

Светлана Михайловна паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен курав залне тата сценăна кăмăлтан кăтартать. ЧР Культура министерствин парни те - 400 пин тенкĕ - ăна хытă савăнтарнă. Ку укçапа наци тĕрриллĕ сцена тумĕ туяннă. Çавăн пекех ăна аслă шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрăк специалистсем, тĕслĕхрен, Марина Арсентьева тата Александр Степанов, ялти клубсенче ĕçлеме пуçлани хĕ-пĕртеттерет. Вĕсем культурăна халăх хушшинче сарассишĕн ырми-канми ĕçлеме хатĕр. Культура çуртĕнче тата ял тăрăхĕсен хушшинчи библиотека ăнăçлă ĕçлет. Кунта çÿрекенсен шучĕ ÿссех пырать. Библиотека районта пурăнакансен 80 проценчĕн ыйтăвне тивĕçтерет, кунтах Наци библиотекипе çыхăнма май пур.

Михаил Игнатьев "СЧ" хаçат корреспонденчĕн ыйтăвне хуравланă май паян Чăваш Енре культура ура çине çĕкленнине палăртрĕ.

- Çĕнĕ литература тата музыка произведенийĕсем кун çути кураççĕ, çĕнĕ пултарулăх коллективĕсем йĕркеленеççĕ, искусствăра çĕнĕ ятсем уçăлаççĕ. Чăваш Ен Раççейре пурăнакан ытти халăх культурипе пуянланать, хăй те вĕсемшĕн хавхалану çăлкуçĕ пулса тăрать, - терĕ Михаил Игнатьев.

 

Леонид НИКИТИН

/«Советская Чувашия»/

"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.