Ĕне усракансене пулăшаççĕ

14 Июл, 2015

ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура килти хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине республикăн тивĕçлĕ органĕсене кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен йĕркелеме хушрĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи килти хуçалăхсем сутакан продукци пахалăхне вăхăтра тĕрĕслеççĕ-и? Районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Вячеслав АЛЕКСАНДРОВ хуравлать.

- Пирĕн специалистсем январь-июнь уйăхĕсенче хушма хуçалăхсем продукци пуçтаракансене паракан сĕт пахалăхне тĕрĕслеме 1023 тĕслĕх илчĕç, - терĕ Вячеслав Михайлович. - Вĕсенчен 56-шĕ витрене шыв янине çирĕплетрĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, продукци пухакан организацисене паллаштаратпăр. Пĕрремĕшсем пахалăха лайăхлатассишĕн вăл е ку килти хуçалăх сĕтĕнчен илнĕ тĕслĕх пахалăх стандарчĕн хăш кăтартăвне тивĕçтерменни çинчен информаци кăларса çакаççĕ. Иккĕмĕшсем начар сĕт сутакансене асăрхаттараççĕ. Республика Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçлама тытăнсанах продукцие шыв хушаканни хальхинчен ытларахчĕ. Район администрацийĕн ятарлă комиссийĕ, ветстанци, ял администрацийĕсем пахалăха лайăхлатас тĕлĕшпе алла-аллăн тытăнса ĕçлени усса кайрĕ. Халĕ сĕт витрине шыв яракан сахалрах.

- Продукцие ăçта тĕпчетĕр?

- Вăрмар пасарĕнчи ветеринари-санитари лабораторийĕнче. Тĕрĕслеве унăн заведующийĕ Олег Иванов ветврач йĕркелет. Сĕт тĕслĕхĕсене кунта ветстанци уйрăмĕсен ертÿçисем илсе килеççĕ. Пахалăха "Лактан-1-4 М" приборпа палăртаççĕ. Тепĕр аппаратпа "Средний Аниш" общество сĕтне тишкереççĕ.

- Сĕт туянакансем ĕне усракансемпе килĕшÿ тăваççĕ-и?

- Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче ăна ытти вырăнтинчен ытларах тунă. Куславккари сĕт-çу завочĕ 2-3-шер ĕне усракансемпе маларахах та килĕшсе татăлнă. А.Козловпа А.Казаков предпринимательсем сĕтĕн çу хисепĕ пысăкрах пулсан килти хуçалăхсене хушса тÿлеме шантарчĕç.

- Продукцирен тĕслĕх илес, пахалăха уçăмлатас тĕлĕшпе хăш ветуйрăмсем лайăхрах ĕçлеççĕ?

- Пысăк Енккассинчи, Чулкаçри, Тикашри... Хăйсен тивĕçне вăхăтра тата аван пурнăçлассишĕн ыттисем те тăрăшаççĕ.

- Кашни уйăхра килти хуçалăхсенчен тĕслĕх миçе хут илеççĕ?

- Вăтамран - 1-2. Кунсăр пуçне мастит чирне тупса палăртас тĕллевпе ĕнесенчен анализ илетпĕр, хуçисене 4-мĕш справка çырса паратпăр.

- Паллах, килĕшÿсем тăвасси, çынсене пахалăха кура тÿлеме пуçлассине йĕркелесси ветстанцин тивĕçĕ мар...

- Çапла. Анчах эпир ĕçе уйăрмастпăр. Район тата ял администрацийĕсемпе пĕрле продукци пуçтаракансенчен килĕшÿсем тума, çу хисепне тĕпе хурса тÿлеме ыйтатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.