Сирĕн тăрăхăра çумăр илсе килтĕм
"Сирĕн тăрăхăра çумăр илсе килтĕм. Анатри районсене вăл питех савăнтарманччĕ. Кăçал пахчаçимĕç ăнса пулатех", - çапларах пуçларĕ калаçăвне Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 11-мĕшĕнче Юхмапа Пăла енне килсе çитсен. Çумăр вара çак кун, чăнах та, аван çурĕ.
Михаил Васильевич тĕрлĕ ял тăрăхне çитсе курчĕ, халăхпа тĕл пулчĕ, нумай-нумай ыйтăва хуравларĕ, хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртрĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче Михаил Игнатьева Патăрьел район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков, Евгений Мартышкинăн фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен механизатор Михаил Трифонов, фермер хуçалăхĕн ертÿçи Евгений Мартышкин кĕтсе илчĕç. Ĕçлĕ тĕлпулусене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - Экономика политики, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков та хутшăнчĕ.
М.Игнатьев ял çыннисемпе калаçнă хыççăн Михаил Трифоновăн çĕнĕ çурчĕпе паллашрĕ. Михаил Валерьевичпа Елена Николаевна ăна ятарлă программăпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕпе хута янă. Асăннă çемье пуçĕ Евгений Мартышкинăн фермер хуçалăхĕнче 2009 çултанпа трактористра ĕçлет. Кил хуçи хĕрарăмĕ вара Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшать. Çамрăк çемье икĕ ывăл - 14-ри Ильяпа 8-ти Дмитрие - ÿстерет. Трифоновсен çемйи федерацин тĕллевлĕ программипе патшалăхран çĕнĕ çурт çĕклеме 625 пин тенкĕ илнĕ. Çурт хăйĕн хăтлăхĕпе, илемĕпе пурне те тыткăнларĕ. Шалта та, картишĕнче те, пур çĕрте ĕлккенлĕх хуçаланать. Трифоновсен килти хушма хуçалăхĕ те пуян. Вĕсем ĕне, пăру, сурăхсем, чăх-чĕп тытаççĕ. Çамрăк çемье çулсеренех 1 гектар çĕр çинче сухан севокран, çĕрулмирен, выльăх кăшманĕнчен пысăк тухăç илет.
Михаил Игнатьев "Корма" агрофирма уйĕнче чарăнма кăмăл турĕ. Шап-шурă чечеке ларнă çĕрулми пуссинче ăна асăннă хуçалăх ертÿçи Иван Владимиров кĕтсе илчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусене хутшăнакансем малтанах сухан севок парка ÿснипе паллашрĕç. Иван Петрович пахчаçимĕçе шăвармалла тунă. Шăварнă çĕрте вара тухăç яланах икĕ хут ытларах пулать-мĕн. Кунта "иккĕмĕш çăкăрăн" Гала сортне ÿстереççĕ. Михаил Игнатьев унăн пĕр авăрне кăларса пăхрĕ. Çимĕçĕ йышлăччĕ, чăх çăмартинчен пысăкрах çитĕннĕччĕ ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçи Иван Владимиров пĕлтернĕ тăрăх - акмалли-лартмалли пĕтĕмĕшле лаптăк 543 гектар йышăнать. Тырпулпа пăрçа йышши культурăсем - 380 гектар, çĕрулми - 70, сухан севок 5 гектар /пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5 хут ытларах/. Хуçалăх ертÿçисен паянхи тепĕр тĕллевĕсенчен пĕри - кĕске тапхăртах выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесси. Хальлĕхе агрофирма 33 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăка çулнă, 70 тонна - утă, 400 тонна сенаж хатĕрленĕ.
Михаил Игнатьев çавăн пекех Шăнкăртамри мечĕтре пулчĕ, имамсемпе тата ял çыннисемпе курнăçрĕ. Асăннă тĕлпулăва çавăн пекех ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Марат Айзатуллов, Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир-хазрат Крганов тата ыттисем хутшăнчĕç. Чăваш тумне тăхăннă Нăрваш Шăхальсем вара Михаил Васильевича юрă шăрантарса кĕтсе илчĕç. Ял çыннисен хĕпĕртеме сăлтав та пур имĕш. Пĕрремĕшĕнчен, çĕрле çумăр лайăх лÿшкенĕ. Иккĕмĕшĕнчен, Нăрваш Шăхальте Молодцыгин ячĕллĕ урама асфальт çул сараççĕ. Ял куç умĕнчех илемленсе пырать! Эпир пынă чухне те кунта ĕç шавĕ тăратчĕ. Палăртнă тăрăх - август вĕçĕнче, сентябрь пуçламăшĕнче асăннă çулпа транспорт çÿреме пуçлĕ. "Маларах эпир кĕркунне-çуркунне ку урамран кирза атăпа утса тухнă, тĕп урама çитсен кăна туфли тăхăннă. Халĕ ĕнтĕ малашне яланах туфлипе çÿрĕпĕр", - пытармарĕç ял çыннисем. Михаил Игнатьев Шăхачри фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре те хутшăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - 2015 çулта Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пунктне хута ярас программа вĕçленет. Михаил Васильевича Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Феоктист Васильев ял çыннисен ячĕпе чун-чĕререн тав турĕ.
Михаил Игнатьев Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсене Патăрьел районĕн кунĕпе те саламларĕ. Кăçал вăл Ишлĕ Шетмĕ ял тăрăхĕнче иртрĕ. Михаил Васильевич район кунне тĕрлĕ ял тăрăхĕнче уявласси ырă йăла пулнине палăртрĕ. Çапла майпа ялсемпе урамсем, çуртсем çулсеренех илемленсе, пурнăç шайĕ лайăхланса пыни пирки каларĕ. Çавăн пекех вăл Пăлапуç Пашьелсене ял 390 çул тултарнă тата Питрав ячĕпе ăшшăн саламларĕ, кунта авалтан упранакан чăваш йăли-йĕркипе паллашрĕ.
Патăрьел район кунĕпе тата Пăлапуç Пашьелсен уявĕпе вулаканăмăра çитес кăларăмра тĕплĕнрех паллаштарăпăр. Пăнчă лартиччен вара çакна та калам: Михаил Васильевич пур ял тăрăхĕнче те Патăрьелсене юратнине палăртрĕ. Ку юратăва Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тараватлăхĕпе, наци йăли-йĕркине упраса пурăннипе тивĕçнĕ.
Роза ВЛАСОВА