Комментировать

14 Июл, 2015

Экономика малаллах аталанĕ!

Эрнекун Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи экономика тата инвестици хывассине лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлекен канашсен пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ.

Ларăва хутшăннисем федерацин макроэкономика кăтартăвĕсене шута илсе республикăн экономика аталанăвĕн пуласлăхне уçăмлатма тăрăшрĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Европĕрлĕх санкцине /хуптĕрлевне/ Чăваш Ен туять пулин те хăшпĕр предприяти производство калăпăшне пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулхинчен ÿстернине, çакăнпа пĕрлех теприсем хăйсене тавар парса янăшăн укçа 1,5-2 хут кая юлса илнĕ пирки тĕрлĕ шайри хыснана налук вăхăтра куçарманнине палăртрĕ. Иртнĕ çулсенче чикĕ леш енне тавар нумай сутнă. Кăçал чылай сахалрах каять. Паллах, экспортерсен укçа çаврăнăшĕ пĕчĕкленнĕ. Вĕсенчен ЧР бюджетне налук иртнĕ çулхи 6 уйăхринчен сахалрах кĕнĕ.

«Çапах та Министрсен Кабинечĕпе муниципалитетсем республикăра пурăнакансен умĕнчи социаллă тивĕçе туллин пурнăçлаççĕ, - терĕ М.Игнатьев. - Тупăшсене кура тăкаксене уçăмлă палăртса, вĕсене тĕпе хурса социаллă ыйтусене татса паратпăр. Эпĕ Правительство сĕнĕвĕсене ăнланса йышăннăшăн Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Алексеевич Попова тав тăватăп».

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене субсиди вăхăтра куçараççĕ. Çак ĕçе аван йĕркеленĕшĕн Иван Моторин премьер-министр та тав сăмахне тивĕçрĕ. «Пĕрремĕш муниципалитет йĕркеленĕвĕсем вырăнти хыснана кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен нухрат нумайрах куçарттарнă, - кăмăллăн пĕлтерчĕ М.Игнатьев. - Иккĕмĕшсен хысни чухăнланнă. Çав вăхăтрах тăкаксене пĕчĕклетес тĕлĕшпе маларах тивĕçлĕ йышăну туман. Куншăн администрацисен ертÿлĕхĕпе вырăнти депутатсен корпусне уççăн калатпăр».

«Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснине пĕлтерчĕ, унăн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

«Республикăри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх туса кăларакан продукцин регионти пĕтĕм продуктăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчи тÿпине 2030 çул тĕлне икĕ хутран кая мар пысăклатмалла, - терĕ Михаил Васильевич. - Çак ĕмĕте пурнăçлаймасан эпир вăйлă пулаймăпăр...»

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев çак ларуччен пĕр кун маларах хăшпĕр регион ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта Михаил Игнатьев та хутшăннă. Федераци хыснинчен субъектсене кредит уйăрассипе, регионсен бюджетне тупăшсемпе тăкаксене тĕпе хурса шайлаштарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. «Эпир республика бюджетне тухăçлă, уççăн йĕркелетпĕр, - терĕ М.Игнатьев. - Чăваш Ен кăçал Раççей бюджетĕнчен уйăракан субсидие илме татах тивĕçлĕ».

Вăл Правительство Председателĕн заместительне Аркадий Дворковича ялхуçалăх программисемпе федераци хыснинчен регионсене субсиди вăхăтра куçарманнине, çавна пула АПК умне тĕрлĕ йывăрлăх тухса тăнине аса илтернĕ. Федераци бюджечĕ çинчен калакан саккуна асăннă çитменлĕхе шута илсе улшăну кĕртме сĕннĕ. А.Дворкович М.Игнатьев çĕкленĕ ыйтăва пĕр сăмахсăрах йышăннă.

Д.Медведев канашлура субъектсене уйăрма пăхакан субсидие федераци бюджетĕнче малтанах уйрăммăн пăхса хăвармалла текенсен сĕнĕвне ырланă. «Ÿлĕм федераци бюджетĕнчен пайăррăн куçаракан тĕрлĕ субсидие регионсене паракан пулăшăва кĕртсе пăхсан укçа вырăна вăхăтра çитессе шанатпăр», - терĕ М.Игнатьев.

ЧР экономикин пуласлăхĕ çинчен экономика министрĕ Владимир Аврелькин доклад турĕ. «Европĕрлĕх Раççейри предприятисене хуптĕрленĕ чухне малтан чикĕ леш енчен кÿнĕ тавар вырăнне хамăрăн туса кăларма вĕренмелле, - терĕ. - Çак тĕллевпе çĕнĕ производствăна инвестици хывакансене хавхалантармалла, вăтам тата пĕчĕк предприятисене вăйлатмалла, бизнесра наука çĕнĕлĕхĕсемпе усă курмалла, ĕçлĕ çынсене анлă çул памалла».

Министр çĕршывра кризис малалла тăсăлнă тапхăрта Чăваш Енре пысăк çитĕнÿ тăвакан предприятисене асăнчĕ. Вĕсен чикĕ леш енчи компанисемпе çыхăну татăлнă, Раççейрисене тавар сутма тытăннă. Çапах та производство калăпăшне чакарни чылай. Унăн кризисченхи шайне мĕнле çĕкленмелле?

Министр кăçалхи сентябрь уйăхĕнче «Трактор завочĕсем» концерн банкран пысăк кредит илсе производствăна йĕркелесе ярасса, çĕнĕ хăватсем ĕçе кĕртессе, Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» общество вĕсемпе тухăçлă усă курасса, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕх ÿсĕм тăвасса шанса тăрать.

Асăннă концерн пуçлăхĕсенчен пĕри пĕлтернĕ тăрăх - «Трактор завочĕн» парăмĕсене çурма коммерциллĕ банксенчен туянмалли тапхăр июлĕн 27-28-мĕшĕсенче вĕçленмелле. Çак ыйтăва татса парсан çеç банк завода пысăк кредит парĕ. Кăçал предприятири хăшпĕр цехра производствăна чарнă пирки 3 пин çынна тÿлевсĕр отпуска яма тивнĕ. Завод представителĕ ларура парăмсене реструктуризацилессипе, банкран кредит илессипе çыхăннă ыйтусене Раççей Правительстви шайĕнче лартнăшăн М.Игнатьева тав турĕ.

С.Павлов вице-премьер республика хатĕрлесе тăратнă 180 проекта Раççей Ялхуçалăх министерстви йышăннине, вĕсене пурнăçламашкăн федераци хыснинчен субсиди уйăрма тытăнассине пĕлтерчĕ.

Доклада сÿтсе явма «Химпром», «ЧЭАЗ», «Сувар-2», «Юрма», «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» обществăсен ертÿçисем, АПК ветеранĕ Н.Зайцев, ЧР суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ И.Кустарин, ЧР строительство министрĕ О.Марков хутшăнчĕç, республика аталанăвĕн çулĕсене çутатрĕç.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтăва - республикăн Аталану корпорацийĕн Чăваш Енĕн инвестици климатне лайăхлатас ĕçри пĕлтерĕшне - çак тытăм ертÿçи Юрий Абазов тишкерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.