Кавăн евĕр пахчаçимĕç
Кабачокпа патиссон. Вĕсем кавăн шутне кĕреççĕ, анчах уйрăмлăх та пур. Çимĕçĕсене çамрăклах татса апат-çимĕç хатĕрлеме усă кураççĕ. Кабачокăн çимĕçĕ цилиндр евĕр пулать. Унăн тĕввисем тытăнсан 7-12 кунранах, вăррисем пулма пуçличчен, ăшаласа çиеççĕ, пăшăхлаççĕ, хĕле валли кабачок вăлчи хатĕрлеççĕ, маринадлаççĕ. Патиссон çимĕçĕ лаптак. Ăна тата та иртерех, 3-5 кунранах, татса маринадлаççĕ, ăшалаççĕ.
Кабачокпа патиссон сивве чăтаймаççĕ, çапах та пирĕн республикăра ку культурăсем аван çитĕнеççĕ. Çимĕç пулнă вăхăтра типĕ çанталăкра шăвармалла, тăпрана кăпкалатмалла. Вĕсене 5-10 кунран пуçтарсах тăмалла. Ытларах вăхăт иртсен çимĕçĕ хытать, вăрри тулма тытăнать. Кун пек чухне çĕнĕ çимĕç тĕвĕленме пăрахать. Çавна май тухăçĕ чакать.
Вăрлăх валли суйласа хăварнăскере кĕркуннечченех татмалла мар. Татнă хыççăн 20-30 кун типĕ пÿлĕмре вăрри лайăх пулса çиттĕр тесе вырттармалла.
Арпус. Ир пулакан сортсем пирĕн тăрăхра та пиçсе çитеççĕ. Арпуса ытларах чĕрĕлле çиеççĕ. Сĕткенĕнчен пыл тăваççĕ, çимĕçе йÿçĕтеççĕ. Хуппинчен варени пĕçереççĕ. Арпусра типĕ япаласем нумай мар, вăтамран 8-12 процента яхăн, вăл шутран 6-10 проценчĕ - сахăр. Вĕсенчен çурри ытла чи пылак фруктоза сахăрĕ. Çак çимĕç уйрăмах кали, натри, тимĕр тăварĕсемпе пуян. Арпус шыва хăвалать, çавна пула организмран кирлĕ мар япаласене кăларма пулăшать. Уйрăмах шăмă сыпписенче, шăк хăмписенче чулсем ÿсесрен, юн тымарĕсем хытасран усăллă. Çавăнпа атеросклероз чирĕ аталанасран сыхлать.
Малтанах - аçа, каярахпа ама тата икĕ арлă чечексем тухаççĕ. Ытларах хуртсем пулăшнипе шăркаланаççĕ.
Арпус - ăшша юратакан культура. Ăна .ÿсме 15 градусран ăшăрах çанталăк кирлĕ. Вăл уçă вырăна, хĕвеллĕ куна юратать. Типпе чăтакан культура. Çавăнпа та пирĕн тăрăхра шăвармасăрах аван ÿсет. Çумăрлă, ăмăр çанталăкра аври вăйлă çитĕнет, çимĕçĕ час пулмасть, сахăр сахал пухăнать.
Арпус хăйăрлăрах, хăвăрт ăшăнакан тăпрана килĕштерет. Тислĕклĕ вырăнта чечеке каять, çимĕçĕ часах пулмасть. Çавăн пекех вăл çĕрмен тислĕке кăмăлламасть.
Дыня. Арпус пекех кăнтăрта ÿсекен культура. Дыньăн хăшпĕр сортĕнче сахăр арпусринчен те нумайрах. Анчах ытларах сахароза пухăнать, фруктоза, глюкоза сахалрах. Сахăрсăр пуçне унта витаминсем, организма кирлĕ кали, тимĕр, фосфор, магни тăварĕсем пур. Ăна ÿпке тымарĕсем шыçсан, чĕре, пĕвер чирĕсемпе чирлесен çиме сĕнеççĕ. Сĕткенĕнчен пыл, варени тăваççĕ.
Унăн чечекĕсене те вĕлле хурчĕ, сăпса шăркалантараççĕ. Дыня - шăрăха чăтакан, ăшша юратакан культура. Ăна ÿсме 25-30 градус кирлĕ. Уйрăмах çăмăл, тăмлăрах тăпра çинче ăнса пулать, минерал удобренийĕсене килĕштерет. Дыня акмалли вырăна кăштах çĕрĕк тăпри, компост тăксан тухăçĕ чылай ÿсет.
Дыня пиçнине тĕсĕ улшăннинчен, ырă шăршă тухнинчен пĕлмелле. Пиçменнине татсан та вăл пулса çитет.
Хăяр. Вăл ырă шăршипе кăмăла уçать, апат çиес килнине, вар-хырăм сĕткенĕсем тухассине ÿстерет. Унсăр пуçне хăяр кали, натри, кальци тăварĕсемпе пуян. Вĕсем шăмă сыпписенче, пĕверте саланман тăварсем пуçтарăнассинчен сыхлаççĕ.
Хăярăн аçа тата ама чечекĕсем уйрăммăн çитĕнеççĕ. Малтан тунан аялти пайĕнче - аçа, каярахпа авăр вĕçнелле ама чечексем çурăлаççĕ. Хăяр ытларах пыл хурчĕсем пулăшнипе шăркаланать. Ку культурăна йăвă акмалла мар, шăтса тухсан вăхăтра сайратмалла.
Сивĕ, çумăрлă çанталăкра пыл хурчĕсем сайра вĕçеççĕ. Çавна пула çимĕç тĕввисем пĕтĕçленмесĕр юлма пултараççĕ. Вĕсем сарăхса тăкăнаççĕ. Типĕ çанталăкра та çимĕç тĕввисем кирлĕ пек шăркаланаймаççĕ. Çавăнпах илемсĕр, кукăр çимĕç çитĕнет.
Хăяр ытларах çĕрле ÿсет. Вăл сивве чăтаймасть. СивĕJ шывпа шăварнине те юратмасть. Шăрăха та килĕштермест.
Хăяр пулăхлă, çĕрĕк тăприпе пуян вырăнта анчах ăнса пулать. Вăл хăвăрт ÿсет, çавăнпа та тăпрара тутлăхлă япаласем çителĕклĕ пулмалла.