Çунатлă туссенчен сыхланма

30 Утă, 2015

Кайăксем - пирĕн туссем . Вĕсем пахчари сиенлĕ хурт-кăпшанка хирĕç кĕрешме пулăшаççĕ. Анчах çырла пиçсе çитме пуçласан çунатлă туссем савăнсах ун çине куçаççĕ, йывăç-тĕме самантрах çаратса хăвараççĕ. Ирга, çĕр çырли, хурлăхан... - пĕрне те тиркемеççĕ. Мĕнле сыхланмалла вĕсенчен?

Çырла йăранне çиелтен пластик-рабицăпа кармалла. Ун витĕр çутă аван ÿкет, сывлăш кĕнипе çырла çĕрмест. Шăнкăрч çутă япаласене килĕштермест. Унран ÿкекен çутă пайăркинчен уйрăмах хăрать. Çырла йывăççи çине кивĕ диск, гирлянда, фольга çакмалла. Кайăк-кĕшĕк вĕсен çывăхне те пымĕ.

Ялтăркка япаласем вара чакака илĕртеççĕ. Кайăка апат-çимĕç юлашкине парсан çырлана тĕкĕнмест. Чакак çăхансенчен хăпма пулăшать, хăвалать. Хăйĕн территорине кĕртмест темелле.

Хăлат сасси çăханпа пилеш кайăкне хăратать. Унăн сассине магнитофон çине çыртарса илмелле те хушшăн-хушшăн хыттăн ямалла - çăханпа пилеш кайăкĕ самантрах тарса çухалĕç.

Çырла йăранĕпе юнашар таса шыв тултарнă савăт лартмалла. Шăрăх  çанталăкра кайăк ăш хыпнипе çырла çиет. Тĕрĕсрех, сĕткенне ĕçет. Юнашар шыв пулсан çырла кирлĕ мар ăна.

Пахчара ятарлă кĕлетке туса лартсан та юрать. Анчах ăна кайăксем икĕ-виçĕ кунранах хăнăхаççĕ. Хăрас вырăнне ун çине ларса канаççĕ. Тепле пулсан та кайăксене амантма, вĕлерме юрамасть.

Нина Самушина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.