Комментировать

30 Июл, 2015

Томат çулçине татмалла е çук?

Юлашки вăхăтра çимĕç ытларах илме томат çулçине татасси вăй илчĕ. Анчах нумайăшĕ çакна ырламасть. Ку ÿсентăрана сиенлет имĕш. Апла мĕнле тусан аван?

Çимĕçĕ чăмăртаннă томатăн аялти çулçине татмалла, çÿлтине хăвармалла. Сарăхма пуçланă, типнĕ çулçăран йăлтах тасатмалла. Çакă чир-чĕр ересрен пулăшать. Çавăн пекех ытлашши туратран иртни те пăсмасть. Енчен тĕмĕ çăра пулсан сайралатмалла: çурçĕр енчи хунавсене касмалла, çулçине татмалла. Анчах тăруках мар, майĕпен тумалла. Çулçине те кунне виççĕрен ытла татма юрамасть.

Çÿлти хунавне чĕпĕтни сиенлĕ. Кун хыççăн айккинчен çамрăк хунавсем тухнипе тымарĕ вăйсăрланать, тухăçĕ ÿсмест.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.