Ыхра

30 Утă, 2015

Ыхра - пĕр çул ÿсекен культура. Кăлармасан пĕр вырăнта темиçе çул та çитĕнме пултарать. Пуçĕ 4-15 шăла пайланать.

Çак культура сивве лайăх чăтать. Çулçи 10-15 градус сивĕрен хăрамасть. Шăлĕ вара юр айĕнче те аван хĕл каçать. Çавăнпа та хăшпĕр сорта кĕркуннех лартса хăвараççĕ. Çуркунне çĕр 1-5 градус ăшăнсанах тымар çитĕнме тытăнать. Ыхрана ытлашши хĕвел çути кирлĕ мар, анчах та çутă çителĕксĕр вырăнсенче шăлĕ япăх ÿсет. Ăна уйрăмах нÿрĕк çителĕклĕ кирлĕ. Кĕр енне ун валли ăшă, типĕ çанталăк лайăхрах. Вăл тăмлă, йÿçек çĕре килĕштермест.

Ыхра купăста, хăяр,çĕрулми ÿснĕ вырăнсенче лайăх пулать. Çĕр начар пулсан ăна лартас умĕн 1 тăваткал метр çине 6-8 кг çĕрĕк тăпри е компост сапмалла. Ыхрана кĕркунне те, çуркунне те лартма юрать. Кĕркунне çĕр сивĕниччен сентябрь вĕçĕнче лартаççĕ. Хĕл çитиччен тымарĕ аталанмалла, çулçи çĕр çине тухмалла мар. Çуркунне вара май килнĕ таран иртерех лартмалла. Çапла тусан çурхи нÿрĕкпе ÿссе юлать, çуллахи шăрăх чакиччен пулса çитет. Пысăк шăлран пуçĕ те пысăк пулать. Типĕ вăхăтра ăна шăвармалла.

Ыхрана вăхăтра кăларса пухмалла. Ытлашши ир кăларсан типĕтнĕ чухне вăл тĕрлĕ чир-чĕрпе сиенленет, кая юлсан шур тымара каять. Унсăр пуçне çиелти хупписем çурăлаççĕ, шăл çаралса юлать. Ун пек ыхра хĕлле япăх упранать.

Кĕпçе кăларман ыхрана - çулçи çĕр çине выртма пуçласан, кĕпçе кăларнине хĕрринчи çулçи саралса ÿкме пуçласан кăлармалла. Пирĕн тăрăхра кĕркунне лартнине июль уйăхĕн вĕçĕнче, çуркуннехине август вĕçĕнче пухса кĕртмелле. Ăна йăран çинче 1-1,5 эрне типĕтмелле, çумăрлă çанталăкра сарайне сарса хумалла.

Çак культурăна тĕрлĕ апата тутлăлантарма усă кураççĕ. Унсăр пуçне апат-çимĕç пăсăласран, хурт-кăпшанкă тапăнасран çăнăх, кĕрпе ăшне чиксе хураççĕ. Пахчаçимĕçе маринадланă, консервланă чухне усă кураççĕ. Пахчара вăл хăй тавра фитонцидсем кăларса юнашар ÿсекен çимĕçе чир-чĕртен, хурт-кăпшанкă тапăнасран упрать. Ыхра нимĕрĕпе грипп, ангина тата ытти ерекен чиртен сыхланаççĕ. Ăна уйрăмах С витамин пуяннишĕн хаклаççĕ. Унсăр пуçне ыхрара сахăр, белок тата ытти тутлăхлă япала та пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.