"КАПКĂН" журналăн кăçалхи 13-мĕш кăларăмĕ
Ачаш кулăш - халăх кăмăлĕн чи сисĕмлĕ палăрăмĕ. Чĕлхе çинче кулăш пулсан иккĕленмелли çук - пурнăç малаллах шăвать.
Халăхăн юратнă журналĕ "Капкăн" 90 çул хушши ĕнтĕ хăйĕн çывăх тусĕсемпе пĕрле утать, пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ çитменлĕхпе, киревсĕр йăх-яхпа кĕрешет. Редакцие вулакансенчен çырусем, шăнкăравсем килсех тăраççĕ. Фельетонсене шăллăрах, юптарусене юптарарах, камитсене кĕскерех, ÿкерчĕксене ăнланмалларах тума сĕнеççĕ. Редакци малашне сирĕн сĕнÿсене шута илме шантарать. "Капкăн" журнал малашне уйăхне пĕр хутчен пысăкрах форматпа, 24 страницăпа тухса тăма пуçларĕ.
Ку номер çĕнелнĕ форматпа кун çути курчĕ. Хуплашкан 1-мĕш страницине Александр Плехановăн «Вăл взятка илмест теççĕ» карикатурипе илемлетнĕ.
Журнала алла тытсанах вăл çĕнĕ рубрикăсемпе пуянланнине асăрхатăн: "Унти-кунти сас-хура", "Арăмсăр парăм", "Кулăш театрĕ" тата ыттисем те. Çавăн пекех унччен курма хăнăхнă рубрикăсене те пăрахăçа кăларман. "Йĕрке хуралçисем шÿтлеççĕ" рубрикăра Валерий Кошкинăн "Майор чинне илеймен" калавне тата С. Мусаевăн "Пар, пĕтменскер!" ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. «Пулать вĕт» рубрикăра "Компьютер пулăшнă" кулăшла статья вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр. Ытти рубрикăсенче те вулакана интереслĕ хайлавсем кĕтеççĕ. Çавăн пекех журналта кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.