Комментировать

31 Июл, 2015

Чăрмавсен каçалăкĕ

Кунта çирĕп йĕрке: парашютпа пурте сикеççĕ. Полк командирĕнчен пуçласа рота писарĕ таранах. Полк штабĕн пуçлăхĕ те сикет, начфин, клубри киномеханикпа почтальон та, çуллахи бассейн хуçи, телефонист, склад заведующийĕ, полк гимнĕн авторĕ, медсанбат пуçлăхĕ Полищук майор та. Повар юлать-и вара? Кăнтăр апачĕ пурпĕр палăртнă вăхăтра пулать!..

Пĕр сăмахпа каласан, пурте пĕлеççĕ: парашютпа сикесси десантник вĕренĕвĕн пуçламăшĕ çеç-ха. Чĕрене хăвăрт-хăвăрт таптаракан пĕрремĕш экзамен. Çапла, кунĕпе тăван тÿпе ытамĕнче пулаймăн. Пурин те хăйĕн вăхăчĕ. Парашютпа сикесси çар вĕренĕвĕн çирĕп планĕпе килĕшÿллĕн командирсен витĕр куçĕсен умĕнче пулса пырать. Паянхи техника кăлтăксăр та шанчăклă. Анчах тÿпе тÿпех вăл, çĕр çинче те тĕрлĕ кĕтменлĕхсем сиксе тухаççĕ-çке...

 

Каччăсем тÿпене ярса пусаççĕ

Фергана айлăмĕ çийĕн яп-янкăр тÿпе. Ăшă. Çилсĕр, тÿлек çанталăк - тавракурăм вĕçне çитичченех пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Кăнтăр енче, утмăл-çитмĕл çухрăмра, çÿллĕ тусен тăрринчи сенкер шурă пăрсен тăсăмĕ пирĕн чунсене кăшт уçă сулхăн витернĕн туйăнать.

Пирĕн 6-мĕш разведрота АН-12 самолетпа паян та яланхи пекех полкри подразделенисенчен чи малтан сикет. Хĕç-пăшалпа, 850 метр çÿллĕшĕнчен. Аэродромра вăрах тытса тăмарĕç: парашютсене çурăм хыçĕнчи тулли рюкзаксем çине тирпейлесе çакрăмăр та рота командирĕ Матухин капитан самолета лармашкăн команда пачĕ. Эпир пĕрин хыççăн тепри отделенишерĕн, взводшарăн люкран кĕрсе ларкăчсем çине вырнаçрăмăр та. Часах винтсен шавĕ кĕрлесе кайрĕ, люк хупăнчĕ.

Çак самантра салтаксенчен ытларахăшĕ шухăша путать. Сăн-питĕнче кулă палли кăшт палăрать. Эпĕ иллюминатор патне пуçа чикеттĕм. Офицерсем ура çине çĕкленсех хăйсен салтакĕсен кăмăлне тĕрĕслеççĕ. Урасем урай вĕттĕн-вĕттĕн чĕтреннине туяççĕ. «Пурте йĕркеллĕ, - шухăшлаттăм эпĕ. - Пултараймастăп тенине çĕнтертĕм. Хăравçăлăха пусартăм, хăюлăх çуралчĕ. Ку - салтакăн тĕп пахалăхĕ».

Вăхăт хăвăрт шăвать. Халь-халь сирена сасси пулмалла, люк çийĕнче çутă çуталса каймалла. Мана хирĕç ларакансем куç хĕсеççĕ, янахĕсене пăркалаççĕ. Ăшă туйăм çапла та палăрать. Салтаксен туслăхĕ? Паллах. Казарма - пурте ĕçре тĕрĕсленнĕ, кунта сăмах айне пытанаймăн. Юлташсен умĕнче, камсемпе пĕрле апатланатăн, çывăратăн, марш-бросоксенче юлашки вăя парса чупатăн, самолет люкĕ патне утатăн - вĕсен куçĕсенче эс алă тупанĕ çинчи пек: пĕтĕмĕшпе. Кунта хăравçă та, мухтанчăк та, суккăр та пулма юрамасть. Çын, чăн-чăн юлташ пулмалла.

Шутласассăн, тепĕр темиçе çеккунтранах пиртен кашнине темиçе тĕрлĕ ăнсăрт та кĕтме пултарать: самолетран ăнăçсăр уйрăлни, стропасем явăнни, купол çурăлни, ют парашют строписен хушшине урасемпе кĕрсе кайни... Хăрушă! Турă упратăр та пулăштăр. Инкекри юлташа алă тăсса пама пурин те хатĕр пулмалла.

Акă симĕс çутă та пур, люк та уçă: «Пошел!»

Кайрăмăр. Эпĕ хам хыçра шанчăклă парашют пурри çинчен те мантăм пулас, люк урайĕнчен тапрăм та пушăлăха ярăнтăм, сывлăш юхăмĕ хăй ытамне илчĕ те пилĕк çеккунтран парашют уçăлчĕ. Пуç тăрринче - шап-шурă çавра купол!

Пирĕн самолет хыççăн вун-вун парашют «çеçке» çурчĕ. Аялта пире тăван çĕр кĕтет.

 

Теветкеллĕх элеменчĕсем

Мĕн каласси, тренировкăсенче çĕр хут та çĕршер тумлам тар юхать чăн-чăн десантник пулса çитиччен: кĕрешсе, алă вĕççĕн тытăçса, ятарлă снарядсем çинче упражненисем туса, нумай çухрăмлă марш-бросоксем /çав шутра противогаз тăхăнса та/ чупса... Вăт, шыра çав тар юххинче романтика тенине. Çапах та çав тар таса, тÿрĕ чунпа та ăнланса ĕçленипе юхать.

Десантниксен вĕренÿ уйĕнче пĕр вырăн пур: икçĕр метрлă çĕр лаптăкĕ - штурм каçалăкĕ. Ăна веçех блиндажсемпе, вун-вун тарăн шăтăкпа, окопсемпе каса-каса тухнă, вĕсен хушшине çунса хуралнă кирпĕч стенасем, пĕренесем купаласа хунă, пысăк мар тип çырмасемпе картланă, йĕплĕ пралук карнă. Десантникăн хырăмпа шуса, упаленсе, сиксе, чупса вĕсене пурне те хыçа хăвармалла. Кунта автоматран пемелле, сана тапăнакан «тăшманран» алăсемпе, урасемпе хÿтĕленмелле. Çакă пĕтĕмпе темиçе çеккунтра пулса иртет.

Тĕрĕссипе, унăн уставри ячĕ - десантниксен чăрмавсен каçалăкĕ. Анчах та штурм тени тĕрĕсрех, мĕншĕн тесен ку сăмахра десантра хĕсметре пулнин тĕп пĕлтерĕшĕ, унăн уйрăмлăхĕ - штурм. Малалла? Ниме пăхмасăр, уямасăр - çÿллĕ стена, çулăм, вут-кăвар, шыв тата хуралçă тăрать - шуйттан патне, малалла...

Мĕн тума-ха çакă? Тĕллевĕ? Шыв тултарнă шăтăксем, хăрăмлă стенасем, йĕплĕ пралук мĕншĕн?

Паллах, кунта нимĕн те ансат мар. Кăткăс. Пуçланасса вăл «хурçă канатлă сăртран» пуçланать. Десантник сылтăм алăпа йăлмакран тытса канат тăрăх пĕлĕтрен шыва анать. Мĕншĕн пĕр алăпа çеç? Мĕншĕн тесен унăн парашютран хăтăлма ĕлкĕрмелле, çавăнпа вăл хăрах аллипе ăна тытать. Çĕр çине унăн тата граната ывăтма ĕлкĕрмелле. Таçта мар, ăна çаврашка ăшне ÿкермелле. Вара тÿрех автоматран «пушă» патронсемпе пеме тытăнать.

Эх, пуçланать вара... Малалла сикет, автомачĕ вут-хĕм сирпĕтет. Умра - йĕплĕ пралук. Десантник çĕре ÿкет те калта пек шума тытăнать. Сайра пĕрре автоматран перет. Каллех малалла, пĕр самантрах виçĕ хÿме урлă каçать. Умра - çавра шăтăк. Сарлакăшĕ - 5 метра яхăн. Автомат хыттăн шатăртатать. Малалла! Шăтăк хыçа юлнă. Тÿрех грузовик кузовĕ çине вĕçсе хăпарать. Перет. Аяла сиксе анать. Малалла? Унта - лабиринт: кукăр-макăр коридор. Сулахай, сылтăм - ăçта кирлĕ ен? Лабиринтран чупса тухать çеç - каллех стена. Ним те тăваймăн, ун тăрăх иккĕмĕш хута хăпармалла, унтан хăмапа тата çÿлелле! Халĕ струпил тăрăх чуп та чуп! Каллех çÿллĕ мар кирпĕч стена, ун çине алăсемпе тĕренсе, пĕрре сиксе алăри автоматпа сывлăшра пĕр хут пуç хĕрлĕ çаврăнса илсе, ура çине тăмалла. Ку - фантастика. /Эпĕ сальто тăваймастăмччĕ./

Пĕрене куписем урлă сике-сике каçса «тăшман» траншейине чупса кĕнĕ чухне автомата авăрлать. Халĕ пемелле те пемелле ĕнтĕ! Лăпчăнса кăшт чупать те, юлашкинчен - пăрăх, чип-чипер дренаж пăрăхĕ, салтак хулпуççийĕ сарлакăшскер. Пĕр тăхтамасăр пăрăха чăмать те тепĕр енчен пуçĕпе вут-çулăм витĕр тухать.

«Чарăн, çитрĕ!» - секундомера пусрĕ. «Маттур, Черепенников ефрейтор!» - ырлать Зайцев гварди лейтенанчĕ. - Ĕнерхинчен 30 çеккунт хăвăртрах...»

Мĕншĕн çакăн чухлĕ тар юхтармалла?

«Теветкеллĕх элеменчĕсене хăнăхатпăр!» - хуравлать офицер.

 

Герман ЖЕЛТУХИН,

журналист, 1964-1967 çулсенче Сывлăш-десант çарĕсен Ферганари /Узбекистан/ полкĕнче çар тивĕçне пурнăçланă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.