Çемье тени "ăшă кил" ăнлавпа пĕр килсен...
- Анне, кунпа эпĕ пирĕшти пекех! - çĕнĕ кĕпепе киленсе тĕкĕр умĕнче лĕпĕш евĕр вăрр! çавăрăнать вуннăри Алена.
Чунĕнчи ырă туйăмне ниçта шăнăçтарайманскер амăшĕ патне вĕлтĕртетсе пырса ыталаса чуптăвать. Унтан - хăйне ытараймасăр сăнаса ларакан ашшĕне, аппăшне Настьăна, асламăшне. Çак самантра Галина Сергеевнăн куçне куççуль çул тупать - ăна хĕрарăм никам сисиччен шăлса илет. Айккинчи çын ăнланмĕ те - те хĕрĕ, те амăшĕ ытларах савăнать кĕпе ятуллă пулнишĕн? Тĕрĕссипе, чуна хускатса куççуль кăларттараканни хĕр пĕрчине савăнăç кÿнĕ парне мар...
Настьăпа Алена - Комсомольски районĕнчи Хирти Мăратри Макаровсен усрава йышăннă хĕрĕсем. Çичĕ çул каялла хÿтлĕх тупнă вĕсем Алексей Герасимовичпа Галина Сергеевнăн ăшă "йăвинче". Чăн та, çут тĕнчене килнĕренпе вĕсене кунти пек ăшă, хăтлă ниçта та пулман. Çавăнпах хĕрачасенчен асли - Настя - халĕ кăна,12 çула çитсен, "çемье ăшши" сăмах майлашăвне чунпа йышăнса унăн пĕлтерĕшне ăнкарма пуçланă. Аленăшăн вара, çĕнĕ çĕре килсе тĕпленнĕ чухне виççĕре кăна пулнăскершĕн, урăхла кил, тăвансем пулман та тейĕн - иртнине аса илес килмест унăн. Хăрушă тĕлĕк пек туйăнать уншăн çав вăхăт.
Путин калаçнисем те хĕтĕртрĕç
Макаровсен çемйи тĕвĕленнĕренпе кĕçех 35 çул çитет. Ачисем - Оксанăпа Юрий - çитĕннĕ ĕнтĕ. Хĕр хăйĕн мăшăрне тупса уйрăм йăва çавăрнă, пĕр вăхăт Мускав облаçĕнче пурăннă хыççăн Канаш районĕнчи Шăхасана килсе тĕпленнĕ. Юрий, вăл хальлĕхе хăйĕн Турă çырнипе тĕл пулман-ха, тĕпкĕч йăлине пăхăнса ашшĕ-амăшĕн килĕнчех юлнă. Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухнă, Комсомольски районĕн тĕп больницинче ĕçлет. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшас тĕллев амăшĕнчен куçнă, ахăртнех: Галина Макарова - эпидемиологи тухтăрĕн пулăшуçи.
Кил хуçи Алексей Герасимович вырăнти хуçалăхра сĕт турттараканра чылай çул тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вăл 84 çулти амăшне пăхакан кирлĕрен - килте. Çакă пĕлтермест, паллах, вăйпитти арçын ирĕклĕ пурăнать тенине - картиш тулли выльăх тытакан хуçалăхра /унчченрех ĕне кăна 3-4 тытнă, халĕ Макаровсен картинче сăваканни - иккĕ/ хĕвелпе пĕрле вăранса кун каçичченех ĕç пур. Çитменнине пĕлтĕр килйыш çурта пысăклатма пуçăннă, стройка мĕнне пĕлекенсем вăл мĕн чухлĕ вăйпа вăхăта "çисе" янине лайăх ăнланаççĕ.
- Акă, сиссе те юлаймăпăр - хĕрачасем çитĕнĕç, хăйсем те çемьеллĕ пулĕç. Пурте пĕрле пуçтарăнса килес-тĕк - кашнин валли кĕтес кирлĕ. Çавна ĕмĕтленсе-кĕтсе пуçларăмăр-ха пÿрте пысăклатма, - лăпкăн сăмахлать Алексей Герасимович, Настьăпа Алена хăйсене чи çывăх çыннисем пек ăшшăн йышăннишĕн хĕпĕртекенскер.
- Ывăлăр килтех пурăнать. Ачăрсем "тăлăха хăварчĕç" тесе тунсăхламалла мар эппин. Апла пулин те çемьене ют ачасене йышăнас шухăш тытнă эсир. Мĕнле пырса тухрăр ун патне? - пĕлесшĕн тăрмашатăп эпĕ, Хирти Мăратра ача илнĕ çемьесем татах та пур тенине илтнĕскер.
- "Айăпли" - Путин, Раççей Президенчĕ, - йăл кулать кил хуçи. - 2008 çулта Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе йышăннăччĕ - телевизорпа тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьене йышăнма сĕнсе тăтăшах реклама роликĕсем çавăрттаратчĕç. Путин та ача çурчĕсене пушатасси, кашни пепкен темле пулсан та çемьере çитĕнмелли çинчен тăтăшах калаçатчĕ. Чĕрене çитрĕç пулас Президент сăмахĕсем - хамăрăн та пĕр-пĕр ачана хÿтте илес кăмăл çуралчĕ.
Ырă тĕллевпе авăрланнă Макаровсем Çĕмĕрлери ача çуртне çул тытнă. Кĕтмен хăнасене унта ăшшăн кĕтсе илнĕ тетĕр-и? "Эсир мĕн, пире ĕçсĕр хăварасшăн-им?" - тÿрккессĕн лаплаттарса хунă пĕри.
Канашри ача çуртĕнче, телее, пархатарлă шухăш тытнăскерсене пулăшма хапăл пулнă. Анчах çемьене арçын ачана йышăнас ĕмĕтлĕ мăшăра икĕ хĕрачана - пĕртăвансене - илме ÿкĕтленĕ. Елчĕк район администрацийĕн опека уйрăмĕ туртса илнĕ ачасене интерната официаллă майпа йышăнма документсем те хатĕрлесе çитереймен-мĕн.
Тĕпсакайне вăркăнтарнă çăкăрпа кăлпасси
Елчĕк район каччи Андрей Натальăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă самантра малашне хăйсене пурнăçра мĕн кĕтни çинчен тавçăрма та пултарайман, паллах. Пĕрлешнĕ, кĕçех çемьере йыш хушăннă. Настя хыççăн икĕ çултанах тепĕр пирĕштипе пуянланать килйыш. Анчах... Кирлех пулнă-ши вăл çăмăлттай хĕрарăма? Упăшки Мускав тăрăхне ĕçлеме кайса çÿренĕ. Вăхăтран-вăхăта çемьене тăрантаракан пысăк укçа илсе килнĕ, япăххи çинчен шухăшламасăр паха хут тĕркине арăмне тыттарнă. Çамрăк хĕрарăм пуçĕнче вара кил-хуçалăха тĕреклетес, ачасене тутă çÿретес, чипер тумлантарас шухăш пулман. Хаяр шĕвек, ют арçынсемпе айкашасси ытларах илĕртнĕ ăна. Çакă тăрă шыв çине тухса инкеке çаврăнасса кĕтмен пуль те - тем чухлĕ явăнсан та вĕренĕн вĕçĕ пур çав. Упăшки ăнсăртран килсе кĕмен пулсан...
Паллах, вăл малтан-и, кайран-и - мăшăрĕ ют арçынсемпе вырăн ăшăтни çинчен пĕлетчех. Çакна хăй куçĕпе курнăскер асар-писер урса кайнине тавçăрма йывăр мар. Анчах хĕрарăм çине алă çĕклесе ăна вилмеллех суранлатнине саккун каçармĕ. Ун пек чухне суйламалăх çул-йĕр çук - тĕрме...
Арçын çинчен пĕлĕшĕсем, ялйыш "лăпкă кăмăллăччĕ, шкулта та аван вĕренетчĕ, лайăх арăм тĕлне пулаймарĕ тулĕк" тени кун пек пысăк çылăхшăн явап тытассинчен хăтармалли сăлтав мар, паллах. Хĕрарăм йывăр çын пулнăран - айăплавĕ тата çирĕпрех!
Пулни-иртни çинчен Макаровсене хĕрачасен тăванĕсене шыраса Тутарстан республикине кĕрекен чăваш ялне Настьăпа Аленăн кукамăшĕпе кукашшĕн килне кайсан кÿршĕ ватă хĕрарăмĕ каласа кăтартнă. Настьăпа Аленăн тĕлне лайăх, пархатарлă çынсем тупăннăшăн хĕпĕртенĕ вăл. Тăван ашшĕпе амăшĕ çумĕнче ырринех курманскерсене çупăрласа куççульленнĕ.
Ырри... Мĕн-ши вăл айăпсăр çак икĕ чуншăн? Килте лăпкăлăх хуçаланни, никам никампа харкашманни, сĕтел тулли апат-çимĕç, илемлĕ çипуç, пĕчĕк çитĕнÿшĕн те хавхалантарни... Пурне каласа тухас тесен нумай-нумай йĕрке çырмалла. Пĕр сăмахпа, Настьăпа Аленăн паянхи пурнăçĕ вăл - ырри. Ĕнерхи кун мĕн курнине вара никама та сунмăн. Ашшĕпе амăшĕ хăйсем вăрçăннă-çапăçнă чухне ачисене тĕпсакайне чăмтарнă. Унта шăпăрт ларччăр тесе кăлпасси татăкĕпе çăкăр чĕлли тыттарнă. Акă, мĕншĕн Макаровсем патĕнче пурăнма пуçласанах тĕпсакайĕнчен вилсе каясла хăранă иккен хĕрпĕрчисем. Ĕнене те, нихăçан курманран, тискер чĕрчун пек йышăннă мăнтарăнсем. Халĕ кунашкал шиклĕх туйăмĕ иртсе кайнă ĕнтĕ. Мăйракаллă выльăха кĕтÿрен таврăннă хыççăн çитерме те хăйсемех хăваласа каяççĕ. Настя, авă, чĕрчунсене пушшех юратать те - çитĕнсен ветеринар пулас ĕмĕчĕ те пур. Хăйне пăхакан амăшĕ темĕнле тутлă апат та янтăласа панине кура повар профессийĕ те илĕртет ăна. "Сывлăхĕ кăна пултăр - хăш специальноçа суйласа илессине пурнăç кăтартĕ", - хăйĕн тăван пепкишĕн пăшăрханнăнах тарăннăн сывласа илет амăшĕ Галина.
Атте-аннене суйламаççĕ
Сывлăх... Çурма тăлăх хĕрачасен вăл хавшак пулнинчен тĕлĕнме кирлех-и? Настя хевтесĕртерех пулнăшăн ачасене йышăннă çемье уйрăмах пăшăрханнă. Пыйтăран тасатни - ун пирки сăмахламалăх та çук, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватасси вара... Пуçне усман Макаровсем, тухтăрсем патне вăхăтра та тăтăш çÿренĕ. Усси - куç умĕнче.
- Хамăр пата илсе килнĕ хыççăн çулталăкран Настьăн шкула каймаллаччĕ. Вăл вара саспаллисене пурне те палламастчĕ, 10 таран шутлама та йĕркеллĕн пĕлместчĕ. Ачан ăс-тăн, тавракурăм, шухăшлав аталанăвĕшĕн никам та тăрăшман. Садике çÿремен вăл. Хÿтлĕхе илнĕ хыççăн Эпир те тÿрех ача садĕнче вырăн тупаймарăмăр. Шкула каяспа виçĕ уйăх кăна садике çÿресе юлчĕ. Тимлĕхĕ те кирлĕ чухлĕ аталанайманнипе малтанхи çулсенче уроксемпе нумай ларма тиветчĕ. Эпĕ район центрĕнчен ĕçрен часах таврăнаймастăп - ачасене вĕренÿре пулăшас тиев ытларах ашшĕне лекет, - каласа кăтартать Галина Сергеевна. - Программăсем хальхи вăхăтра çăмăлах мар та - çапах туртăнать-ха, çултан-çул маттурланать Настя. Халĕ каникулта пулсан та кĕнеке вуламалли çинчен манмасть. Алена пирки вара, ан куçăхтăр та, шкулти вĕрентекенсем япăх каланине илтме тÿр килмен.
Чи лайăх вĕренекенсен ретĕнчи хĕрача килте çемье пĕр-пĕр пысăк ĕçе пуçăнсан та хăйĕн тивĕçĕ - урок тăвасси - çинчен манмасть-мĕн. Макаровсемпе калаçнă хушăра хĕрачасене куçран вĕçертмесĕр сăнарăм: Алена питĕ çепĕç. Ачаш куçĕсенчен ăна кунта йăлтах-йăлтах килĕшни палăрать. Ашшĕпе амăшне "ман урăх тăвансем çук, эсир кăна" тени ахальтен мар - çак ырлăха çухатасшăн марах вăл.
Апла пулин те - иртнине пурнăçран кăларса пăрахаймăн. Аттепе аннене суйламаççĕ текен чăнлăхпа килĕшсе хăйсене çуратнă чи çывăх çыннисем çинчен вуçех манмалла маррине ăнлантараççĕ ачасене Макаровсем. Çак шухăшпах тĕрмере ларакан тăван ашшĕ патне Настьăпа Аленăна пĕрре мар илсе кайса килнĕ.
- Малтанхи хут кайсан Алена кĕпе аркинчен те вĕçерĕнмерĕ - йышăнмастчĕ вăл хăйĕн ашшĕне. Уйрăлнă чух пĕчĕк пулнăран лайăхах астумасть те ĕнтĕ вăл ăна. Тăтăшах "юнпа тăван çынран ютшăнмалла мар" тесе вĕрентнипе майĕпен ашшĕпе хутшăнма пуçларĕ. Ашшĕ вара хĕрĕсене курмассерен савăнать. Хăй те тăлăх ÿснĕ иккен, асламăшĕн йăмăкĕ пăхнă тет вĕсене. Хĕрĕсем Комсомольски районĕнче пурăнаççĕ тенине пĕлĕшĕсенчен илтнĕ. Ачисене лайăх усранăшăн пире кашнинчех тав тăвать.
- Тĕрмере хăйне лăпкă, йĕркеллĕ тытсан, тен, маларах та кăларĕç, хĕрачисене хăех пăхас темĕ-ши? - шухăша аталантарнă май çапла ыйтатăп.
- Статйи йывăр-ха унăн - кам пĕлет ĕнтĕ. Паллах, эпир хирĕçлеме пултараймастпăр. Вăхăт кăтартĕ...
Хальлĕхе-и? Хальлĕхе вара Настя та, Алена та Хирти Мăратри çемьерех хăйсене телейлĕ туяççĕ. Акă, çуллахи каникулта кăнтăрти лагерьте канма тесе путевка сĕнсен Алена йĕрсе пĕтнĕ, аппăшне Настьăна "ниçта та каймастпăр" тесе килтех юлма ÿкĕте кĕртнĕ. "Курмастăн-им, аттепе аннене стройка вăхăтĕнче пулăшмалла", - пат татса каланă хĕрпĕрчи. Тата ялти тусĕсенчен уйăхлăха мĕнле уйрăлăн-ха - пĕчĕкскерĕн пуçне шăнăçман çакă. Амăшне вара, юратнă амăшне çырла татса компот-варени хупма, пахчаçимĕçсене хĕле валли хатĕрлеме кам пулăшĕччĕ-ха тата хĕрÿ вăхăтра? "Хĕл хырăмĕ пысăк" тесе ялан калать-çке амăшĕ - çакă мĕне пĕлтернине Настя та, Алена та халĕ ĕнтĕ лайăх ăнланаççĕ.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать