Фермерăн алли хура та, çăкăрĕ - шурă

31 Утă, 2015

Людмила Петровна Краснова. Профессийĕпе - фермер. Тĕпрен илсен, вăрлăх сухан ÿстерессипе ĕçлет. 1965 çулта Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсе аттестат илсенех колхоз уйне ĕçе тухнă. Каярах ăна аппăшĕ Галина хăй патне райпона илсе кайнă. Хыççăнах, питĕ вĕренес килнипе тата пĕлÿ çитменнине туйнипе те, Люся Шупашкара çул тытать. Коопераци техникумне куçăн мар мелпе вĕренме кĕрет те кĕçех ăна ăнăçлă пĕтерет. Вăр-вар та ĕçчен, вăрăм пÿллĕ çинçешке хĕрачана райпо ертÿçисем часах асăрхаççĕ: çамрăкскернех товаровед ĕçне шанса параççĕ, унтан - склад ертÿçи пулса тăрать. Лăпкă та ăшă вырăна вырнаçрăм-ха тесе, тепри-тепри ĕмĕрĕпех çакăнта ĕçлемелле хăйне ăнăçлисен шутне кĕртсе. Анчах Люся кăмăлĕпе унашкал мар: тем çитмест ăна лăпкă вырăнта, чунра тăвăрланса тăни пур. Ниеп­ле уçăлса каяймасть. 1987 çулта Çĕнĕ Ахпÿрт çыннисем вăрлăх сухан - е севок тейĕпĕр ăна халăхра каланă пек, - акса çитĕнтерме тытăнаççĕ. Пысăккăн, профессионал шайĕнче. Пĕтĕм ял, районĕпех çак ĕçе кÿлĕнет. Çĕршывра çĕнĕлĕхсем хускалнипе те пĕр вăхăта килет çакă.

Людмила Петровнăпа иксĕмĕр вăрлăх сухан хирне çитсе чарăнтăмăр. Вĕçсĕр-хĕрсĕр, куç ытамне кĕрейми севок уйĕ. Пултаруллă художник картинине тивĕç ярт тикĕс ешĕл йăрансем. Çу пуçламĕшĕнче, май-июнь уйăхĕсенче, çумăр пĕрчи курман Патăрьел районĕнче йывăр лару-тăру пулса тăнине пĕлтернĕ хыççăн тепрер эрнеренех телей йăтăнса аннă: çумăр чашлаттарса çуса янă. Çутçанталăк вĕрийĕ чакнă. Типсе хăрма тытăннă йăрансемпе хирсем тинех уççăн сывласа янă.

- Малтанах: çумăр пĕлĕчĕсем кап­ланса килетчĕç те, Çĕнĕ Ахпÿрт тавра явăнса çÿретчĕç-çÿретчĕç те Елчĕкелле вĕçтере паратчĕç. Аранах кĕтсе илтĕмĕр. Пĕр килсен эрнипех çурĕ те çурĕ. Лайăх лÿшкентерчĕ. Чарăнать пуль тенĕччĕ. Çук-ха, чарăнмасть. Çу кунĕнче çĕр çыннине мĕн кирлĕ? Ăшă тата нÿрĕк, татах ăшă та нÿрĕк. Эх, хĕпĕртерĕмĕр ĕнтĕ! Çанталăк хăй йĕркине кĕчĕ терĕмĕр. Çапах та çумăрĕ маларах кирлĕччĕ çав, маларах. Халĕ вăрлăх сухана кăларса пăрахрăмăр ĕнтĕ. Пĕр-ик эрне хиртех типĕтсе вырттаратпăр та пуçтарса кĕртме тытăнатпăр...

Халиччен пĕлмен-курман ĕç марччĕ-ха вăл. Ача чухнех чĕрне вĕçĕ юнланиччен çум çумланă, матикепе йăран хушши такканă. Пурпĕрех, йывăррине пăхмасăр, килĕштеретĕп çак ĕçе. Эпĕ яланах ялхуçалăхне юратнă. Халĕ те юрататăп. Çак ĕçре хама тупрăм. Тăван çĕр маншăн - чун уççи, кăмăлти, шалти. Çакна пĕр пытармасăр, уççăн, хавасланса калатăп. Çак самантра та хире тухса кăшкăрма хатĕр: юрататăп сире, уйсем-хирсем, сирĕнсĕр пурăнаймастăп. Тен, кăштах мухтаннă пекрех те илтĕнчĕ-и ĕнтĕ? Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ пит вăйлă каланă хăй юратăвĕ çинчен: «Юратрăм эп, хирсем сире», - тенĕ кĕскен те татăк­лăн. Выльăх-чĕрлĕхе те мар, трактор-машинăна та мар, маншăн уй-хир хак­лă, тăпра - çывăх. Уйрăмах - хамăрăнни: çуллă та хура тăпра. Ăна çăкăр çине сĕрсе çиес кăмăл çуралать вара. Кăна шÿтлетĕп-ха ĕнтĕ. Кăмăл екки çапла калаттарать. Хире тухсан, сассăм пур-и, çук-и, ĕç ăнать-и, ăнмасть-и - манăн юрлас килет. Юрлатăп вара...

- Аслă поэтăмăртан пĕртте начар каламарăр. Кăмăл выртнине: чун уççине, кăмăлтине, шалтине пĕлтертĕр пулĕ. Анчах «Чĕрне вĕçĕ юнланиччен... матикепе...» тени хăрушла илтĕнет. 21 ĕмĕрте матикепе-и? Нивушлĕ юратма пулать çакнашкал йывăр ĕçе? Тата-çке çу каçипе те çумăр чарăнмасса пултарать е, 2010-мĕш çулти пек, çăвĕпех типĕ çунтарсан?

- Кĕтсе ларнипе пуç çине ырлăх тăкăнмасть. Ку - пурсăмăршăн та паллă. Анчах, эпĕ шутланă тăрăх, матике ĕмĕрĕ часах иртмĕ-ха. Килти хуçалăхсенче те пулин çак ĕç хатĕр­не тытма тивĕ: бензин ыйтмасть, утă çимест, çăмăл, тăпăлкка. Анчах пурнăç ырă енне улшăнмаллах. Пĕртен-пĕр çул умра: этемлĕх шухăшласа кăларнă пур çĕнĕ технологипе те пĕлсе, анлăн усă курасси.

- Сирĕн ĕçре мĕн-ха вăл çĕнĕ технологи?

- Ăна тĕпчесе çитереймен-ха эпĕ. Ĕçлесе вĕренетпĕр. Ăсталанмалла пирĕн. Хамăрăн мĕн лайăххи пур, çавна йăлтах пурнăçа кĕртмелле.

Голланди тата ытти çĕршывсенчи хресченсенчен вĕренмелли нумай. Паллах ĕнтĕ, йăрансене çумкурăкĕнчен тап-таса тытасси - тĕпре. Иккĕмĕшĕ, апатлантарасси, унтан - шăварасси. Ыйтăвĕ умлăн-хыçлăн тухать: пăрăхĕсене мĕнпе туянмалла? Шывне ăçтан ăсмалла? Укçине ăçтан тупмалла? Тата ĕнтĕ гербицид, çавăн йышши ытти хими препарачĕсемпе нумай усă курни сывлăхшăн сиенлине те манмалла мар.

- Калаçăвăн малтанхи йĕрне таврăнар-ха. Çапла вара 1987 çул. «Яла сухан килчĕ», - терĕр. Эсир 22 çулта. Пурнăç пуçланать кăна. Таса ĕç шыраса хулана тухса ăсанмарăр. Пач урăхла, райпорине те пăрахнă ĕнтĕ. Çăмăлли вырăнне йывăртан йывăррине шыратăр.

- Райпо халăхне тĕлĕнтерсе ĕçрен пăрахса тухрăм çав. Кирек кам та ăмсанмалли, лăпкă вырăнтан. Тĕрĕссипе, унта та çăмăл пулман-ха. Ĕçлекен валли тупăнать вăл. Сухан вăрлăхĕ пирĕн пурнăçа нумайлăха-и е кĕске вăхăта кăна килчĕ? Ăнланса та ĕлкĕреймерĕмĕр. Çĕр кĕтмест. Пĕр çын пек чышăнтăмăр çак ĕçе. Малтанласа кил пахчине, 25 сотка çĕр çине, вăрлăх севок, чернушка текеннине, акрăмăр. Шăтса тухрĕ йĕп пек черченкĕ те ачашскер. Тур çырлах, суханĕпе пĕрле йăтăнса тухрĕ çумкурăк. Кăмăлти «Темĕн çитмест тени» çийĕнчех таçта çухалчĕ. Упăшкапа тата аслă ывăлпа юнашар тăратпăр та тытăнатпăр çумлама. Кĕçĕнни Саша - çамрăкрах-ха. Çемйипех ĕç ăшне путрăмăр. Ир те, каç та - пахчара. Николай манăн хамăр ялтанах, вырăнта ĕçлетчĕ. Шăматкун-вырсарникунсенче те канасси, ытларах çывăрасси пĕтрĕ пирĕн. Ял ачисем-çке. Ĕç ÿстернĕ пире. Çухалчĕ пирĕн канăç. Çав хушăрах ирсерен район центрне тухса утасси, машина-автобус кĕтсе тăрасси чуна тăвăрлатмарĕ. Ирĕклĕх килчĕ. Кĕçех мана «Родина» ялхуçалăх пĕрлешĕвне пахчаçимĕç бригадин бригадирне чĕнсе илчĕç. Кунта сисĕнмесĕрех икĕ çул иртсе кайрĕ. Кĕçех кил пахчине 50 соткăна çитертĕмĕр.

Чăн-чăнласа севок вăрлăхĕ акса-туса илесси маншăн 2000 çулта пуçланчĕ тесе шутлатăп. Ай, кур-ха, 15 çул çитсе те тăнă мар-и! Çĕр лаптăкĕ ÿссе те ÿссе пычĕ. Вăрлăх сухана хĕл каçсан аван хакпа сутма май килчĕ те кăмăл та ирĕкленчĕ. «Хам ирĕкпе пуçăма асап ăшне чикрĕм иккен, - текен йывăр шухăш явăнма пăрахрĕ.- Тăрăшсан - ĕçлесе илме пулать», - текеннипе улшăнчĕ. Малтанах предприниматель ятпа çÿрерĕм. Çак хушăра хуçалăхра тĕрлĕ ыйту капланчĕ: техника кирлĕ. Техникăсăр пĕр утăм та тăваяс çук. Кредит илтĕмĕр те акмалли агрегат туянтăмăр тата ытти чи кирлĕреххине. Хăшĕ-пĕри маларахах пурччĕ. Утатпăр ĕнтĕ хайхи малалла. Районта пирĕн пуçарăва ырларĕç, хавхалантарчĕç. Ĕçленĕçемĕн вĕренсе пытăмăр. Халĕ те пĕр-пĕрин ăсталăхĕ малалла кайма пулăшать. Вĕренмесĕр мĕнле вăл?

- Хамăр тунă е тăвакан йăнăшран вĕренмелле маррине тахçанах асăрхаттарнă. Ют йăнăшран вĕренмелле теççĕ.

- Килĕшмелле ку каларăшпа. Анчах йăнăшмасан тата лайăхрахчĕ. Пирĕн халĕ пĕтĕмпе 134 гектар çĕр. Асăннă шутран 25 гектарĕ - севок сухан. Вăл ялхуçалăхĕнчи чи ачаш çĕрĕç культури шутланать. Кирек епле çĕр çинче те ÿсмест. Ăна хура çĕр кирлĕ. Упрама та пĕлмелле: пĕрешкел температурăллă вырăнта. Ытлашши ăшăпа хĕлле хĕрсе кайма пултарать. Сивĕрех - шăнать те пуç сухана каять. Тухăç илейместĕн. Е, тепĕр чухне, туянакан вăхăтра тупăнманни те ура хурать. Ун пеккине те, кун пеккине те чăтса курнă эпир. Пĕр çулхине, чăн та, хаксем йÿнĕ пулчĕç. Эпир ытларах та кĕтрĕмĕр. Сисмесĕрех вăхăта ирттерсе янă. Миçе тонна-тĕр паха тавара каярах кăларса тăкма тиврĕ. Симĕс сухан лартса ÿстерме те тавçăрман-çке-ха эпир. Вăрçатпăр кайран хамăра хамăр. Ăçта пулнă тимлĕх? Мĕншĕн тавçăрман? Мĕншĕн сыхланмастпăр инкекрен? Ик алăпа та ик урапа чупса-ĕçлесе тунă пурлăха хăв аллупа çунтарса яни вĕт ку. Çав тери пысăк чăтăмлăх тата тимлĕх кирлĕ пирĕн ырми-канми ĕçре.

Ытти вырăна вара тырă акатпăр, çĕрулмипе кишĕр ÿстеретпĕр. Тĕрĕссипе каласан, акнă чухнех йăнăшма юрамасть: хăш çĕр çине - мĕнле культура, хăçан, мĕн чухлĕ лартмалла-акмалла т. ыт. те шута илмелле. Çакă та пулĕ йăнăшмалла мар тени.

- Çитрĕ савăк çуркунне, çитрĕ ячĕ ăшăтса...

- Хĕлĕпех кĕтнĕ вăхăт çĕр ĕçченĕшĕн. Пирĕн вара çĕр сухаласа вăхăта ирттересси çук. Кĕркуннех хатĕрлесе хăваратпăр ăна. Çуркунне сÿрелетпĕр кăна. Кăçал та кĕске вăхăтрах акса пăрахрăмăр. Сеялки те хамăрăнах, ытти хатĕр-хĕтĕрĕ те. Лайăх, тикĕс шăттăр тесе çиелтен катокпа пусарса тухрăмăр, гербицид сапрăмăр. Кăçал севок акма майăн 24-мĕшĕнче кăна тухрăмăр. Çĕр нÿрĕ чухне тулă, кишĕр, чĕкĕнтĕр акрăмăр, улма лартрăмăр. Ытти чухне пĕрер эрне маларах тăваканччĕ. Куннинче ял халăхĕнчен пĕр эрне патнех юлтăмăр темелле. Çутçанталăк пуриншĕн те пĕрешкел. Акă, каллех юнашарах иккен ют йăнăшран вĕренсен аванрах тени. Маларах акни-лартни мĕн тесен те маларах шăтса тухать, паркарах пулать...

- Тин шăтса тухнă вăрлăх севока вĕрирен епле сыхлатăр? Икĕ уйăх çумăр пулмарĕ. Акнă-лартнă лаптăксем типнĕ темелле. Çумăрĕ каярах килчĕ.

- Çумăр кĕтсе ларнипе кăна пысăк тухăç илейместĕн. Çунса та кайăн. Пирĕн фермер хуçалăхĕнче, сăмахран, вăхăтра шăварни калчасене пĕтме памарĕ. Шăварман пулсан шăтмасса та пултаратчĕ. Пире Пăла хăтарать. Çывăхри пĕртен-пĕр юханшыв, пĕртен-пĕр çăлăнăç. Çыран хĕррине шыв уçлакан вăйлă агрегат вырнаçтартăмăр. Шыв уçласа хăпартатпăр та вăл вара насуспа йăрансен хĕррипе каять - шăварать. Тĕрĕслесе пăхнă: сапнă çĕр çинче тухăç икĕ хут ытларах тухать. Пĕлтĕр шăваракан вырăнта гектартан 250 центнер севок тухрĕ, шăварманнинче - икĕ хут сахал. Кунсăр пуçне удобрени ытлă-çитлĕ паратпăр. Пирĕн хамăрăн та кÿлĕ пур. Ăна хир варринех, шурлăхлă вырăна 6 метр тарăнăш чавса турăмăр. Кÿлĕри шывпа та шăваратпăр. Кăçал кĕркунне пулă ярасшăн-ха. Хавасшăн ĕнтĕ.

- Кĕр кунĕ юнтармăш. Йĕпе-сапа пуçлансан тем курса ларас пур. Севок сухан пит ачашшине асăнтăр. Тĕрĕс пăхнине юратать. Технологие пăхăнмасан çĕрсе те кайĕ. Пĕтĕм тăрăшни сая каяс хăрушлăх пур.

- Çанталăк пиртен ыйтмасть. Унăн хăйĕн йăли-йĕрки, саккунĕ. Ĕçĕн пĕр-пĕр сыпăкне тĕрĕс мар тусан, пĕтĕмпех арканма пултарать. Пысăк тимлĕх кирлĕ. Эпĕ хам, сăмахран, ирхине 5 сехетре тăратăп. Картишĕнчи кăрккасемпе чăх-чĕпе апат паратăп та тÿрех хире вĕçтеретĕп. Пăхса тухатăп, тĕрĕслетĕп. Пăла шывпа тулнă-и? Агрегат мĕнле, шавлать е шавламасть? Кÿлĕ чакман-и? Маншăн тата Коляшăн, çаплах Петяпа Саша ывăлсемшĕн пурте ывăç тупанĕ çинчи пек курăнса тăмалла. Пирĕн куçран нимĕн те пытарăнса юлмалла мар. Чи пĕчĕк кăлтăк та пысăк çухату кăтартма пултарать. Петр, сăмахран, шкултан вĕренсе тухнă-ха. Ытларах - ашшĕ çумĕнче. Çапах сисетĕп: компьютер ĕçне килĕштерет. Ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Тата пултарулăх енне туртăнать. Ача чухне, ÿсерехпе те, севок мĕн чухлĕ çумламан-ши вăл? Саша пачах урăхла. Ăна машина пар та - каçсах каять. Тăххăрмĕш класс ачи тракторпа та ĕçлет, шăварать, йăран çырать, севок турттарать. Ывăлсемсĕр мĕн тума пĕлес? Чи пысăк пулăшуçă çавсем. Пуласлăх - ачасенче.

- Сисĕмлĕ фермер эсир, Людмила Петровна. Тухăç кăçал мĕнле пулĕ?

- Пÿлмене кĕмен тухăç пирки сăмах туни Туррăмăра кÿрентерниех, Акă ĕнтĕ 7 çула яхăн эпĕ фермер пулса тăни. Çав çĕр çинчех, сухан вăрлăхĕпех ĕçлетĕп. Пурнăç кал-калланчĕ, ăнлану килчĕ, пĕлÿ ÿсрĕ темелле. Пĕлтĕрхи тухăç çинчен калама пултаратăп. 25 гектартан 600-625 тонна севок сухан тухрĕ. 400 тонна ытларах кĕркуннех сутрăмăр. Юлнă 200-250 тоннине управа хунăччĕ. Ăна çуркунне вырнаçтартăмăр. Тухăç вăтам тесе шутлатăп. Тивĕçтерет-и пире çакă? Тивĕçтерет те, тивĕçтермест те. Хăйхаклăха чакармалли мелсем тупмалла. Пĕр сезонта асăннă 25 гектар çĕр çинче 1,5 миллион тенкĕ укçа тăкаклатпăр. Резерв пур-ха вăл. Упăшкапа иксĕмĕр шухăшлатпăр та чернушкине те хамăрăнах туса илмелле мар-ши тетпĕр. Ыхра çитĕнтерсе пăхнăччĕ - вăл каймарĕ пирĕн тăрăхра.

- Управ хăватлă сирĕн. Нумай кĕрет. Ăна хальхи технологие пăхăнса туса лартни куçкĕрет.

- Кредит илнĕ нухратпа ăна икĕ çул каялла ĕçе ятăмăр. Сухан вăрлăхне çавăнта хĕл каçаратпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Васильевич Игнатьев та паллашрĕ пирĕн управпа ун чухне. Кăмăллă юлчĕ. Шкула та çитсе çаврăнчĕ пĕр килнĕ чух. Кивелнĕ вăл. Çĕнĕ шкул çурчĕ тусан епле аван пулмалла. Унта манăн асаттепе асанне, атте те, анне те вĕреннĕ, эпĕ те çак шкула пĕтернĕ. Пирĕн ачасем те кунта пĕлÿ илеççĕ.

- Техника тем пек лайăх пулсан та, çын аллисĕр нимĕнле ĕç те тума çук.

- Компьютер тÿмине те çын алли пусать. Унсăр халĕ пĕр ĕç те тăваймастăн. Документсем те пурте тенĕ пекех компьютерта упранаççĕ. Тĕрки-тĕрки хут усрани мар, паллах. Хĕллехи вăхăтра управа пăхса тăма 5-6 çын çителĕклĕ. Çуллахи вăхăтра вара 50-60 çын чухах. Кăларнă чухне тата ытларах кирлĕ. Хамăр ял çыннисем те ĕçлеме килеççĕ, анчах сахалăн. Пĕтĕм Çĕнĕ Ахпÿрт, кашни кил çăвĕпех е хĕлĕпех сухан ĕçĕнчен пушанаймасть. Çĕр шăп та лăп вăрлăх сухан ÿстермелли пирĕн. Сайра тĕл пулаканни. Алманчăран 30-35 çын автобуспа кайса илетпĕр. Упамса çыннисем те - пирĕн кĕтнĕ пулăшакансем. Кунсерен 25 е 30 çын ĕçе килет. Кăнтăрла кашнинчех вĕри апат: пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш блюдăсем. Вĕри чей е компот тавраш кунĕпех умран юличчен. Ĕçлекен çынна аван пăхмалла тесе шутлатăп.

- Ĕç укçи мĕнле тÿлетĕр?

- Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи пиллĕкчен ĕçлетпĕр. Ĕç укçи кашни кунах илеççĕ: кунне 700-шер тенкĕ.

15 çул хушши района ăнăçлă ертсе пыракан Николай Иванович Глухов калани асăма килчĕ. «Краснова фермер вăл ĕçри маттурлăхĕпе хăй пĕччен çĕршер çынна тăрать, - тенĕччĕ район ертÿçи нумаях мар пулса иртнĕ пысăк канашлура Л.П.Красновăна «Районти чи лайăх фермер» ята панă май. Пĕлетпĕр, куратпăр: фермерăн алли хура та, çăкăрĕ - шурă.

Юлия СИЛЭМ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.