Юлия СИЛЭМ

14 Юпа, 2015

Умăмра патша майри, тĕнче хуçи - анис улма

Тĕлĕнмелле ырă та тулăх килчĕ кăçалхи кĕркунне. Ман пахчари хĕрлĕ питлĕ улмуççи пек вăл. Çав йывăçри анис улма пек. Пулса-тулса çитнĕ. Анчах сар хĕвелĕ пурĕпĕр чарăнаймасть татах та татах ăшшине памашкăн, уçă çилĕ - кĕске-кĕске варкăшне илсе килмешкĕн. Хыпаланса, вĕçнĕ пек кĕретĕп улмуççи пахчине. Кĕретĕп те пуçа пĕксе утса каятăп ретсем хушшипе: пĕр-пĕр турата хуçса-ватса, силлентерсе çимĕçне вăхăтсăр тăкăнтарса хăварас марччĕ. Сасартăках именсе ÿкетĕп, вăтанса каятăп. Умăмра патша майри, тĕнче хуçи - анис улма.

31 Утă, 2015

Фермерăн алли хура та, çăкăрĕ - шурă

Людмила Петровна Краснова. Профессийĕпе - фермер. Тĕпрен илсен, вăрлăх сухан ÿстерессипе ĕçлет. 1965 çулта Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсе аттестат илсенех колхоз уйне ĕçе тухнă. Каярах ăна аппăшĕ Галина хăй патне райпона илсе кайнă.

17 Утă, 2015

ÇĔНĔ КĔНЕКЕ

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Ăна тăван халăхăм патне çитерес килчĕ. Çавăншăн çырнă-çке-ха ăна. Çавăншăн ĕçленĕ. Турă панă пултарулăха тăван халăхăма тавăрса памалла. Писателĕн, паллă, çакна кĕнеке çырса тумалла. Унсăрăн çылăха кĕрĕп.

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Суту-илÿ йĕркелесчĕ, библиотекăсене çитересчĕ тесе чиновник патне кĕтĕм.

- Хальхи саманара кĕнеке модăра мар, - терĕ çак мăнттай.

Çав териех хурлантăм.

Татах, нимĕне пăхмасăр, тепĕр çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Тусăмсем, юлташăмсем, манăн хаклă вулаканăмсем тав туса пĕтереймеççĕ.

17 Утă, 2015

КИЛ

Çуралнă киле кайрăм. Хапха уçса кĕтĕм те чун савăнчĕ: лаша кĕçенет, ĕне мăшăл-мăшăл кавлесе выртать, ун çумĕнче йĕкĕр путеклĕ шурă сурăх хÿтлĕх тупнă, хур-кăвакал какăлтатать. Гаражра çăмăл машина ларать. Хирĕç утса тухрĕç шăллăмпа арăмĕ, ачисемпе йыт-кушакĕ.

- Аван-и! - сывлăх сунтăм.

- Аванах-ха, ирт, аппаçăм, - терĕç

17 Утă, 2015

Кăмăл хусканăвĕ

Кил алăкне хупрăм та ĕçпе тухса кĕрес терĕм. Утатăп хайхи. Чарăнăва çитрĕм. Тĕл пултăм палланă профессора.

- На Хаузе каятăн-и? - ыйтать хайскер.

- На Хаузе мар-ха. Килтен тухрăм акă. Çитсе çаврăнмалли пур.

- Мĕнле кил пур вара санăн Шупашкарта?

- Пурăнакан кил. Çемье. Ачасем.

- Кунта санăн нимĕнле кил те çук, хваттер кăна вăл. Çуралнă кил кăна тăван кил пулма пултарать, - татса хучĕ хайскер. - "Ăçта пурăнатăп, çавăнта манăн кил" теорипе пурăнатăн эсĕ.

Pages