КИЛ
Çуралнă киле кайрăм. Хапха уçса кĕтĕм те чун савăнчĕ: лаша кĕçенет, ĕне мăшăл-мăшăл кавлесе выртать, ун çумĕнче йĕкĕр путеклĕ шурă сурăх хÿтлĕх тупнă, хур-кăвакал какăлтатать. Гаражра çăмăл машина ларать. Хирĕç утса тухрĕç шăллăмпа арăмĕ, ачисемпе йыт-кушакĕ.
- Аван-и! - сывлăх сунтăм.
- Аванах-ха, ирт, аппаçăм, - терĕç
Иртрĕм. Анчах пÿрт мăрйинчен тĕтĕм тухни курăнмарĕ. Пĕлетĕп, газ кĕртнĕ. Чунăм савăнас вырăнне темшĕн хурланса килчĕ. Янтă ăшă чуна выртмарĕ. Тути-техĕмĕ çук вĕт унăн, çутçанталăк газĕн. Вуттăн тути пачах урăхла: техĕмлĕ, пылаккăн е йÿççĕн чуна кăтăклать. Ĕнтĕ ÿсĕртсех ярать.
Шăп та лăп тĕтĕм тути ачалăха аса илтерекенччĕ. Студент çулĕсенче канмалли кун е каникулра-мĕнре яла килеттĕмччĕ те хамăр касса кĕрсенех тăван çурт мăрйине шыраттăм. Тĕтĕм тухать пулсан, эппин, атте-анне килте. Атте-анне килте пулсан, пÿртре ăшă, хăтлă. Чăнах çаплаччĕ. Чылай чухне тĕттĕмленеспе кăна çитеттĕмччĕ. Çул инçе вĕт. Шупашкартан Патăрьелне – самаях килмелле. Унтан тăван Çĕнĕ Ахпÿрте, 6-7 çухрăм, çула май мĕнпе-тĕр майлашăнса ларса çитмелле. Каç пулсах каять вара çитсе пĕтнĕ çĕре. Анчах унăн хăйне евĕр илемĕ пур: ку вăхăтра килте вутă хутаççĕ. Каланкка шатăртатса çунать. Вут пуленккисем шăрт-шарт, шăт-шат тăваççĕ. Вут хĕмĕ хĕве кĕрсе каять. Мĕн тери ырăлăх! Тапранми пăхса ларатăп çунакан вут çине. Этемлĕхĕн чи пысăкран та пысăк çитĕнĕвĕ-çке-ха вăл вут тупни. Вут вăл – пурнăç чăнлăхĕ. Вут вăл - хăй пурнăç. Иртни те, хальхи те, пуласси те.
Эпĕ шухăшласа кăларман çакна: хĕрачапча çитĕнсен тăван килпе яланлăхах сывпуллашать. Малалла институтра-мĕнре вĕренет-и е вĕренмест-и, тен, тÿрех ĕçлеме тытăнать, анчах вăл пурпĕрех тăван килте юлмасть. Хĕрачапчан качча каймалла, упăшкин килне кĕмелле те çĕнĕ çемьене тивĕçлĕ пулмалла. Эпĕ те çавсен шутĕнче, эпĕ те урăхла тăваймастăп. Тăвас та теместĕп. Атте-анне килне вара арçын ача юлмалла. Унăн тăсмалла аслисен халалне.
Пирĕн çемьере çак пысăк чыса Николай шăллăмăр тивĕçрĕ. Ун патне алăк уçса кĕретпĕр халĕ. Уншăн савăнатпăр: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнишĕн, пÿрт тулли ача-пăча çуратса ÿстернишĕн, мăшăрĕпе иккĕшĕ сывлăхлă пулнишĕн.
Иртнĕ кĕркунне кÿршĕ ÿксе вилчĕ. Николайпа пĕр çулаллискерччĕ. Ĕçетчĕ пит. Килĕнче пĕр чун юлмарĕ, мăнтарăн çыннийĕн. Ĕçсе кайрĕç те ача-пăча та çуратаймарĕç, выльх-чĕрлĕх ĕрчетеймерĕç. Малтанах арăмĕ ĕçсе вилчĕ. Тата маларах шăллĕ ĕçсе пĕтрĕ. Çуртра никам юлмарĕ. Вăл пуш-пушă. Ашшĕ лартса хăварнă пÿрт тупăк пек туйăнать халĕ.
Пахчи - хыт-хура. Юлашки темиçе çулне улма та лартаймарĕ, йăран та тăваймарĕ. Ман шăллăм чăтайман. Тытнă та сухаланă ун çĕрне. Кăп-кăпăшка та хуп-хура çĕр пулса тăнă çумкурăк ăшне путнă çав хыт-хура. Çуркунне вăрлăхлăх сухан акрĕ. Арăмĕпе, ачисемпе пĕрле çăвĕпех пилĕкне тÿрлетмесĕр çум çумларĕ. Эпĕ те пулăшрăм. Чĕрне юнланакан пуличчен çум туртрăм. Хĕвелпе тăрса хĕвел ансан кăна киле кĕтĕм. Çулла сар çулçă пек сарăлса сар сухан типсе выртрĕ пахчара. Пысăк машинпа туп-тулли тиесе килчĕç хиртен. Иккĕ тан. Шăллăм ăна усламçăсене сутрĕ те укçа турĕ. Кĕркунне ывăлне вĕренме хулана ăсатрĕ. Йĕкĕреш хĕрĕсем те, тахăш вăхăтра ÿсме ĕлкĕрсе, ялти шкула пĕтерсенех Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕчĕç. Каярах коопераци институтне кайма хăюлăх çитерчĕç. Эпĕ те хÿптĕрлерĕм ĕнтĕ вĕренме. Ÿркенмерĕм темелле: сăмахпа та, ĕçĕмпе те пулăшрăм. "Вĕренни - çутă", "Çамрăкла вĕренни - уйрăмах пайталлă" иккенне ăнлантарма тăрăшрăм...
Шел, кÿршĕ вилсе выртрĕ пирĕн. Çÿлти патшалăхра пултăр ĕнтĕ. Пурăнма ашшĕ-амăшĕн вĕрентмелле пулнă, мăнтарăна. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартмалла пулнă. Шел, çапла тума пĕлеймен. Вăрă ĕçĕпе асатчĕç. Ĕç çумне питех çыпăçман. Пĕрмаях ют пурлăха çаклатма тăрăшатчĕç. Мĕн калама пĕлес ĕнтĕ? Турă каçартăр тÿр пилĕксене.
... Килте газ кĕртнĕ. Этемлĕхĕн тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ вăл. Вут татса-çурса ирсерен кĕл кăларас çук. Урай хуралмасть. Ирхинене пÿрт сивĕнсе каймасть. Каçункка ăшăпа пурăнма чылай меллĕрех, çăмăлрах.
Анчах эпĕ пурпĕрех вут тутишĕн тунсăхлатăп, мăрьерен тухакан тĕтĕм шăршишĕн касăхатăп. Цивилизацин чи пысăк хăвачĕ те тивĕçтереймест иккен этем чун-чĕрине, ăшне-варне, ăсне-тăнне. Ача чухнехилле çерем çийĕн çаруран чупас, симĕс курăк çине йăванса каяс килет. Хĕлле йĕлтĕр çине тăрса Пăларан ярăнса анма хыпаланатăп. Çĕр-аннемĕр пурсăмăра та хăй çумне туртать. "Ĕçле-ĕçле çи", - тесе юрлать сар кайăк та. Турă хушнă пек пурăнасчĕ: чыслăн, атте-аннене тивĕçлĕ пулса, тăван çĕршыва юратса. Çĕртен тухнă, çĕрех каятпăр.
12.14.2011.
Комментари хушас