Улмуççи

14 Юпа, 2015

Умăмра патша майри, тĕнче хуçи - анис улма

Тĕлĕнмелле ырă та тулăх килчĕ кăçалхи кĕркунне. Ман пахчари хĕрлĕ питлĕ улмуççи пек вăл. Çав йывăçри анис улма пек. Пулса-тулса çитнĕ. Анчах сар хĕвелĕ пурĕпĕр чарăнаймасть татах та татах ăшшине памашкăн, уçă çилĕ - кĕске-кĕске варкăшне илсе килмешкĕн. Хыпаланса, вĕçнĕ пек кĕретĕп улмуççи пахчине. Кĕретĕп те пуçа пĕксе утса каятăп ретсем хушшипе: пĕр-пĕр турата хуçса-ватса, силлентерсе çимĕçне вăхăтсăр тăкăнтарса хăварас марччĕ. Сасартăках именсе ÿкетĕп, вăтанса каятăп. Умăмра патша майри, тĕнче хуçи - анис улма.