Суйлав иккĕмĕш тапхăра кĕрет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсен суйлавĕн пĕрремĕш тапхăрĕ - суйлава хутшăнма ирĕк паракан документсене пухасси, вĕсене тишкересси тата кандидатсене регистрацилесси - вĕçленчĕ. Тĕрĕссипе, вырăнти влаçа кĕме хатĕрленекенсен кăштах вăхăт пур-ха: документсене вĕсенчен август уйăхĕн виççĕмĕшĕччен йышăнаççĕ. Яваплă тапхăрăн малтанхи хĕрÿ вăхăчĕ мĕнле иртнипе халăха паллаштарас тĕллевпе Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене пресс-конференцие пухрĕ. Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма анлăн çутатма хатĕр МИХсен журналисчĕсене ытларах çитес суйлавăн уççăнлăхĕ, кандидатсен пĕр-пĕринпе тупăшаслăхĕ, агитаци, сасăлав вăхăтĕнчи тата ун умĕнхипе хыççăнхи пулма пултаракан çăхавсем, сĕнÿсем, суйлав кампанине укçа-тенкĕпе тивĕçтересси тата ытти самант кăсăклантарчĕç.

Пресс-конференци савăнăçлă самантпа уçăлчĕ. Александр Иванович республика Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма тивĕçнĕ, иртнинче РФ Патшалăх Думин ĕçĕнчен хăпса килеймен Валентин Шурчановпа /ун çинчен "Хыпарăн" иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕ/ "Раççей пенсионерĕсен партийĕн" регион уйрăмĕ сĕннĕ Валерий Сапожникова кандидат удостоверенийĕсене пачĕ, ăнăçу сунчĕ.

Сăмах май тÿрех каласа хăварар: сентябрĕн 13-мĕшĕнчи суйлав бюллетенне 5 кандидатăн хушаматне кĕртĕç. Вĕсем - Михаил Игнатьев, Валентин Шурчанов, Олег Николаев, Константин Субботин тата Валерий Сапожников. Комисси ыттисене, çиччĕшне, регистрацилемен. Сăлтавĕ: алă пуснине çителĕклĕ пухман, документсенчи йăнăшсем, хутсене тĕп комиссие вăхăтра çитерменни тата ытти те.

Пĕрлехи сасăлав кунĕнче суйлав республикăри 317 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче иртĕ, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен 3746 депутатне суйлĕç. Шупашкар хулинче кăна суйлава хутăш йĕркепе ирттерме палăртнă: 22 кандидат депутат мандатне 5 процентлă "барьер урлă каçнă" политика партийĕсен списокĕпе, 21-шĕ пĕр мандатлă суйлав округĕсенче суйланса илĕ. Ытти муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче - пĕр мандатлă суйлав округĕнчи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне мандат илнĕ депутатсем хăйсен хушшинчен, конкурс комиссийĕ сĕннĕ çынна çирĕплетĕç. Ял тăрăхĕсен уставне кун пек улшăну кĕртнĕ ĕнтĕ. Вăл ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ, ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председательне урăх депутата суйлĕç. Муниципалитет йĕркеленĕвĕн ертÿлĕхне мĕнле йĕркелесси çинчен эпир "Вырăнти хăйтытăмлăх" кăларăмра, юстици министрĕ Надежда Прокопьева "Хыпара" панă интервьюра тĕплĕн каласа кăтартнăччĕ.

Чăваш Енри суйлава 1201 суйлав комиссийĕ ирттерет: Тĕп суйлав комиссийĕ, Улатăр тата Шупашкар хулисен - 2, территорири 28 суйлав тата участокри 1170 суйлав комиссийĕ. Вĕсенче 9 пине яхăн çын ĕçлет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма регистрациленнĕ кандидатсен суйлав умĕнхи агитацие массăллă пичет хатĕрĕсенче тата телерадиокомпанисен эфирĕнче августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 12-мĕшĕчченхи ноль сехетчен ирттерме ирĕк пур.

Кăшт маларах аса илтертĕмĕр: муниципалитет районсемпе хула округĕсен, ял тăрăхĕсен депутачĕсен кандидачĕсенчен документсене августăн 3-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Палăртнă тăрăх - çак шайра 3746 кандидат мандат илмелле. Вăл шутран - ял-хула тăрăхĕсен - 3194, муниципалитет районсен тата хула округĕсен 552 депутачĕ. Июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне 2045 çын депутат пулма кăмăл пуррине пĕлтернĕ, 238-шне регистрациленĕ. Пĕр мандатлă 21 суйлав округĕпе çак кун тĕлне сĕннĕ 149 çынран 36 кандидата суйлава хутшăнма ирĕк панă. Вĕсенчен 5-шĕ хăйсен кандидатурине хăйсем сĕннĕ, 31-шĕ - партисен сĕнĕвĕпе.

Хальхи суйлав вăхăтĕнче видеосăнав пулĕ. Чăн та, ку пысăк тăкакпа çыхăннă, вĕсене вырнаçтарма тата ĕçлеттерме кăна 25-30 миллион тенкĕ кирлĕ. Суйлав бюллетенĕсене шута илекен комплекссене /КОИБ/ кăçал /вĕсем - 60/ Çĕнĕ Шупашкарти 52 тата Çĕрпÿри 8 суйлав участокĕнче вырнаçтарĕç.

Александр Цветков калаçу вĕçĕнче çак пресс-конференцин тĕллевне уçăмлатрĕ: пĕрремĕшĕнчен - суйлав çинчен кашни çын лайăх пĕлсе тăтăр, иккĕмĕшĕнчен - унăн суйлава хутшăнма кăмăл пултăр, виççĕмĕшĕнчен - суйлав кунĕнче алла бюллетень илтĕр.

Юрий СТЕПАНОВ

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.