САДИКЕ КАЯС УМĔН
Ачана садике ярсан е килте асламăшĕпе пĕрле шкулчченех хăварсан лайăхрах-ши? Танлаштарса пăхар-ха.
1. Ырă енĕсем. Садикре тантăшсен коллективĕ йĕркеленет. 3-4 çулсенчи ачасен аслисемпе кăна мар, ачасемпе те хутшăнас килет. Çак хутшăнусен усси питĕ пысăк. Ачасемпе пĕртан пулма, туссем тупма май пур. Тантăшĕсен хушшинче кăна ачасем çĕнтерме те, парăнма та вĕренеççĕ. Аслисемпе вылянă чухне вĕсем яланах юри парăннине пĕчĕкскерсем питĕ лайăх туяççĕ. Тантăшĕсемпе вылянă чухне вара ыттисен шухăшне хисеплеме вĕренеççĕ. Хăйне кирлине çитĕннĕ çынна йăпăлтатса е нăйласа пурнăçлаттарма май пур. Тантăшпа урăхла, ăна интереслĕ вăйă сĕнмелле, йĕркене пăхăнмалла е парăнмалла. Кĕскен каласан, ачасен ушкăнĕнче чылай хаваслăрах.
Япăх енĕсем. Анчах туссене садикре кăна тупаççĕ-и вара? Тантăшсемпе урамра та, рисовани, ташă кружокĕнче те паллашма пулать. Паллах, çак тĕслĕхре хутшăну сахалрах. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕ ачине лайăх çемьесенчи ачасемпе паллаштарма пултарать. Ача садикрен япăх сăмахсемпе тыткаларăша вĕренсе килмĕ.
2. Ырă енĕсем. Ача садĕнче анне çук. Ку çемьери пĕртен-пĕр, иртĕхтерсе çитĕнтерекен ачашăн усăллă пулма пултарать. Пурте вĕсен кăмăлне пурнăçлас, вĕсемпе мухтанас çуккине хăçан та пулин ăнланса илмех тивет.
Япăх енĕсем. Амăшĕнчен, килĕнчен пĕр кунлăх уйрăлни те - пысăк стресс. Çемьере ирттернĕ ачалăх ĕмĕрлĕхе хÿтлĕх туйăмĕ çуратать. Унсăр пуçне ачана садике ытла ир ярса, тен, мăнукăрсен шăпине палăртатăр. Психологсенчен хăшĕ-пĕри çапла шухăшлать: пирĕн çĕршыври хĕрарăмсен темиçе ăрăвĕ "пятидневкăсемпе" "продленкăсенче" ÿснĕ, çавăнпа вĕсен амăшĕн туйăмĕ вăйсăрланнă. Халĕ вĕсем ачана çемье тулашĕнче воспитани парассине пĕртен-пĕр тĕрĕс йышăну вырăнне хураççĕ.
3. Ырă енĕсем. Садикре воспитательсем пур. Вĕсемпе хутшăнса ача ашшĕ-амăшне кăна мар, çитĕннĕ ытти çынсене те итлеме, ăнланма хăнăхать. Ку шкула лайăх хатĕрленме пулăшать.
Япăх енĕсем. Воспитатель лайăххи пулмасан та пултарать. Унсăр пуçне ачăра хăвăрăн пахалăхсене, пурнăç çине мĕнле пăхнине вĕрентес тесен ăна килтен ытла ир яма ан васкăр.
4. Ырă енĕсем. Садикре ачасене шкула хатĕрлеççĕ. Музыка ĕçченĕ вĕсене юрлама, ташлама вĕрентет, кĕлеткесем йăвалама, ÿкерме хăнăхтармалли занятисем ирттереççĕ. Чылай садикре логопед пур. Аслă ушкăнсенче вулама, шутлама вĕрентеççĕ.
Япăх енĕсем. Çапах та практика сумлă шкулсене суйласа илнĕ чухне килте хатĕрленĕ ачасем тавçăруллăрах пулнине палăртать. Вĕсен калаçу чĕлхи лайăхрах аталаннă, словарь саппасĕ пуянрах. Килти ачасем лайăхрах вулаççĕ, шутлаççĕ, çыраççĕ. Музыка, рисовани енĕпе пултарулăх кружокĕсемпе студийĕсенче пĕлÿ илме пулать.
Çак сăлтавсенче ачана садике ямашкăн тăхтама тивет:
- ачан сĕте, тулла, аквариум пуллисен апатне, кайăксен тĕкне, ыттине аллерги пулсан. Аллергиксем садике çÿренĕ чухне тăтăшах чирлеççĕ;
- ача час-часах чирлет, çавăнпа садике яриччен мĕншĕн тăтăш шăнса пăсăлнин сăлтавне палăртмалла;
- ача ытлашши пăлханчăк, амăшĕнчен пĕр утăм та уйрăлмасть, ют çынсенчен, тĕттĕмрен хăрать, пÿлĕмре пĕччен юласшăн мар. Кун пирки психологпа канашламаллах;
- ача пĕччен пулса курнă ĕнтĕ, больницăра выртнă, çывăх çынсенчен кама та пулин çухатнă, ашшĕ-амăшĕ уйрăлнине йывăррăн чăтса ирттернĕ.
Комментировать