Комментировать

2 Сен, 2015

ÇУ УСĂЛЛĂ Е СИЕНЛĔ?

Диетологсенчен хăшĕ-пĕри апатра çупа пачах усă курмалла мар тесе çирĕплетет. Теприсем вара организма тутлăхлă япаласен виçĕ ушкăнĕ те - белоксем, углеводсем, çусем - кирлĕ тесе палăртаççĕ. Хăшĕ тĕрĕсрех-ши? Д. Бровко диетолог асăрхаттарăвĕсемпе паллаштаратпăр.

Вĕсем кирлĕ!

Начарланас тĕллевпе рационран çусене кăларакансем йăнăш тăваççĕ. Çакна пула иммунитет хавшать тата гормонсен шайĕ пăсăлать.

Çусем этем организмĕнче биологи тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсем пире шăнасран хÿтĕлеççĕ, ÿте типесрен, вăхăтсăр ватăласран сыхлаççĕ, унăн пиçĕлĕхне упраççĕ.

1 грамм çура тăхăр ытла калори, вĕсем энергин чи лайăх çăлкуçĕ шутланаççĕ. Çусем гормонсен шайне пысăк витĕм кÿреççĕ, организмăн репродукци ĕçĕшĕн, ÿсĕмпе аталанушăн яваплă. Вĕсемпе пĕрле организм çура ирĕлекен А, Д, Е, К витаминсене йĕркеллĕ йышăнать.

Унсăр пуçне çусем пуç мимин клеткисемшĕн апат пулса тăраççĕ, клеткăсем 60 процент ытла вĕсенчен тăраççĕ.

Çавна май ĕçлес хастарлăха ÿстерме, ăс-тăн ĕçĕн витĕмлĕхне вăйлатма кулленхи рационра ÿсен-тăран е выльăх çăвĕллĕ çимĕçсем пулмаллах.

Ăçтан илмелле

Выльăх çăвĕсен тĕп çăлкуçĕсем - çу, салă, пулăн, какайăн çуллă сорчĕсем, кăлпасси, çуллă сĕт çимĕçĕсем.

Кунта, паллах, виçене пĕлмелле. Çак çусем япăх ирĕлеççĕ, вĕсене организм йывăрпа йышăнать. Анчах виçеллĕ çисен вĕсем организма сиенлемеççĕ.

Трансçусем /искусствăлла майпа синтезленисем/ вара чăннипех питĕ сиенлĕ. Вĕсем юнри холестерин шайне çав тери хăвăрт ÿстереççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем тата сахăр диабечĕ аталанас хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Чипс, попкорн, фри çĕрулми, хăвăрт хатĕрлемелли апат хутăшĕсем, пирожнăй, ытти кондитер изделийĕ те трансçусемпе пуян.

Чи лайăххисем

Пирĕн организмшăн чи усăллисем - тип çусем /çăра мар Омега-3 тата Омега-6 йÿçексем/. Тĕпрен илсен вĕсем - хĕвелçаврăнăш, олива, куккурус, кунжут, йĕтĕн çăвĕсем. Çавăн пекех ÿсен-тăран çăвĕсем килти выльăхсене çитерекен курăксенче те пухăнаççĕ, çавăнпа какайра та пур. Организма Омега-3 йÿçекпе тĕпрен илсен тинĕс пулли /лосось, макрель,сельдь, сардина, тунец/ тивĕçтерет.

Рациона çак тĕллевпех авокадо, хĕвелçаврăнăш, кавăн вăрри, мăйăр, шпинат, брюссель купăсти, пăрçа йышшисем /пăрçа, шалча пăрçи, ясмăк, соя/ кĕртмелле. Вĕсенчи çусем юн тымарĕсене çирĕплетеççĕ, пиçĕлĕхне ÿстереççĕ, тромбоцитсен шутне чакараççĕ, тромбсем пулса каясран хÿтĕлеççĕ, юн пусăмне йĕркене кĕртеççĕ, сывлăха лайăхлатаççĕ.

Талăкри виçе

Организма талăкра çу мĕн чухлĕ кирлине палăртма ансат: кĕлетке виçин 1 килограмĕ пуçне - 1-1,3 грамм çу. Тĕслĕхрен виçе 70 килограмм пулсан пĕр кунхи рационра 70 грамран кăшт ытларах çу кирлĕ. Анчах астăвăр, ку - вăтам кăтарту, талăкра çу мĕн чухлĕ кирлине кашни çын валли уйрăммăн палăртмалла. Специалистпа канашласан аван.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.