Комментировать

2 Сен, 2015

Ялав - чыспа паттăрлăх символĕ

Ялав мĕн авалтанпах чыса, паттăрлăха тата мухтава сăнарлакан тĕп символ шутланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çар чаçĕсене панă. Хальхи вăхăтра вара Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн çĕршыври пĕтĕм вăй ведомстви валли Ялавсем çирĕплетнĕ. Халĕ çак реликви Чăваш Енри çăлавçăсен те пур.

Ялава Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхне Станислав Антонов генерал-майора РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕ, шалти служба генерал-полковникĕ Игорь Паньшин Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятире пачĕ. Унта çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, МЧС тытăмĕнче ĕçлекенсемпе ветерансем хутшăнчĕç.

«Паян Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пурнăçĕнче - паллăран та паллă пулăм: Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн сире Ялав пачĕç. Вăл сире Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн хăвăр вăя шеллемесĕр ăнăçлă ĕçлеме хавхалантарасса шанатăп», - терĕ Игорь Паньшин. Каярахпа Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕ журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Чăваш Республики халăха тата территорисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе малтисен йышĕнче пулнине палăртрĕ, «Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ малаллах ăнтăлать, оперативлă служба ĕç-хĕлĕнче лайăх кăтартусем тăвать», - терĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.