Archive - 4 Авăн, 2015 - Хыпар
Вăрман евĕр каш-кашлать
Икĕ уяв пĕр тĕвĕре
Çемье телейĕ
"Ун пек çемьене Етĕрне районĕнче кăна мар, Чăваш Енре те тупаймастăр. Вулкан пек ĕçлеççĕ. Хĕвел çине мар, пĕрехмай сехет çине пăхаççĕ. Ара, ĕçлекеншĕн вăхăт хаклă. Кирлĕ пулсан ĕнисене хамах суса пулăшатăп терĕм. Çук вĕт, пĕр уйăха Абхазие канма кайнăскер 9 кунранах каялла вĕçтерсе çитнĕ", - тет Пăчанарта ?Етĕрне районĕ% пурăнакан Никифоровсен кÿрши Юрий Петрович Кириллов. Чăнласа каланă хушăра шÿтлесе те илнине кура Мария Алексеевна Никифорова та сăмахран ÿксе юлмасть: "Ара, мĕншĕн пирĕн хĕвел çине пăхмалла? Вăл хăй пăхать-иç.
Упа нăрри - сăтăрçă
Пахчана упа нăрри тапăнчĕ. Тымарçимĕçе, тымара, ÿсен-тăран тунине сиенлет. Мĕнле хăпмалла-ши унран?
Лидия Григорьева.
Шăмăршă районĕ.
Упа нăрри пахчаçăна пысăк сăтăр кăтартать. Ăна кайăк та хăратаймасть, çĕрте çăмăллăнах пытанать. Апла мĕн тумалла?
«Хĕрĕхĕшĕ те - чун юратни»
Ягодка, Тоня, Катя, Анечка, Яночка... - хăшĕ килĕшет, çапларах ят парать чун юратнă качакисене Муллаварта ?Канаш районĕ% пурăнакан Людмила Ильинична Алексеева. Пиллĕкĕн-улттăн кăна мар-çке вĕсем, тăхăр сурăхне шута илсен пĕтĕмĕшле выльăх пуçĕ хĕрĕхе çитет.