Вăрман евĕр каш-кашлать
Республикăра хĕрсех вырма пырать. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра вара тырă вырнипе пĕрлех çĕр ĕçченĕсем тăрăшсах хăмла татаççĕ. Мĕн тăвăн, ăна та кая хăварма юрамасть. Çумăрлă, çиллĕ çанталăкра пучах çилпе вĕçнипе авăрсем пушанаççĕ, тухăç та чакать.
Хăмла плантацине çывхарнă май сăмсана ырă, техĕмлĕ шăршă кăтăкларĕ. Кăвак тÿпенелле кармашакан симĕс авăртан тулли курланкăсем аялтанах усăннă.
- Кăçал хăмла вĕтĕрех пулин те йышлă, тухăç иртнĕ çулхинчен кая мар тухмалла, - савăнса пĕлтерчĕ хуçалăх агрономĕ Маргарита Иванова.
Лаптăк çурри пушаннă ĕнтĕ. Сĕм вăрман пек кашласа ларакан хăмла пахчинче трактор кĕрлени кăна илтĕнет, ĕçлекенсем курăнмаççĕ те. Шав çывхарнă май тинех техникăна асăрхарăмăр. Трактор кузовĕ çинчи 7-8 çын «симĕс ылтăна» тимĕр пăралукран асăрханса вĕçертет, ура вĕçне купалать. Техника пĕр чарăнмасăр майĕпен малаллах шăвать. Унран юлас мар тесе васкаççĕ ĕçченсем. Купа куç умĕнчех ÿссе пычĕ. Хĕрсех вăй хуракансене борт хĕррине хĕстерсех хучĕ тейĕн. Хăмла ретне пушатнă тĕле кузов çинче тăмалăх вырăн та юлмарĕ. Ĕç вĕçленнине систерсе трактор пахча вĕçне тухрĕ. Тулли кузовран çынсем анма пикенчĕç. Техника вара йывăррăн хускалса комбайн патне çул тытрĕ.
- Виççĕмĕш кун хăмла пахчинче вăй хуратпăр. Çанталăк лайăх тăрсан икĕ эрнерен йăлтах пĕтермелле, - терĕç ĕçченсем канма ларнă май. - Хальлĕхе ĕç кал-кал пырать, чăрмав çук, апата та кунтах илсе килсе çитереççĕ. Ир пуçласа каçченех пахчара эпир. Хĕвеллĕ кунра ытларах татса юласшăн.
Хуçалăхра «симĕс ылтăн» 26 гектар йышăнать, çав шутра тухăç параканни - 22. Вĕсем виçĕ участокра - Тури Ачакра, Яракассинче, Лапракассинче - вырнаçнă. Яракассинче пучах маларах пулса çитнипе ĕçе унтан тытăннă.
- Кунта «Московский ранний» сорт çитĕнет, вăл иртерех пулать. Лапракассинчине вара каярах хăварасшăн. «Подвязной» сорта васкаса татмалла мар. Пĕр енчен çакă пирĕншĕн лайăх та. Пурте пĕр харăс «пиçсе» çитсен ĕлкĕрме кансĕр, - ăнлантарать агроном.
Малтанлăха палăртнă тăрăх - гектартан вăтамран 15-16 центнер тухмалла. Кăçал хăмла пучахĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех, анчах йышлă. Ку тăрăхра çулла çумăр çусах тăнипе ÿсен-тăран хунава кайнă иккен. «Нÿрĕк нумай чухне çитĕнме, типĕ çанталăкра вара çи-мĕçне ытларах пама тăрăшать вăл. Çавăнпа пĕр лаптăкрах пучаха харăс лараймарĕç.
Пĕр авăрта пучах тулма тытăннă кăна, теприне тахçанах татма вăхăт. Кăçал тепĕр уйрăмлăх - курланки çĕртенех çакăнса тăрать. Çавăнпа тухăç пĕлтĕрхинчен кая мар тухмалла. Кун пекки сайра пулать, - пĕлĕтелле кармашнă хăмла авăрне асăрханса тытрĕ Маргарита Никитична. - Мĕнле илемлĕ тулли пучахсем!» Ăна кура эпир те илĕртÿллĕ, усăллă, сиплĕ, ырă шăршăллă чăваш хăмлине ытараймасăр сăнарăмăр. Çак вăхăтра юрă сăмахĕсем аса килчĕç: «Чăваш хăмли, чи хăватли...». Шел, тахçан çĕршывĕпех кĕрленĕ чи хăватлă хăмла пахчисем пушанса юлнишĕн чунăмра хурланса та илтĕм.
Тухăç çанталăкран кăна мар, культурăна мĕнле пăхнинчен те килет. Хуçалăхра хăмлана ретсемпе çынсене валеçсе панă. Вĕсем çăвĕпех ÿсен-тăрана пăхса тăраççĕ: çумкурăкран тасатаççĕ, кăпкалатаççĕ, аврине пăралук тăрăх явалаççĕ тата ытти те. Çитĕннĕ авăра вара çÿлтен тăсăлакан тимĕр пăралукран пурте пĕрле, техникăпа çакаççĕ. Шалăва та тухăçа, ĕçленине кура тÿлеççĕ.
- Авăрпа тиенĕ, комбайнпа татнă чухне хăмла камăн пулнине мĕнле пĕлетĕр? Агрегатран тухнă пучах пĕр пÿлмене пуçтарăнать мар-им? - ыйтрăм специалистсенчен.
- Ретри авăра касса кузова тиенĕ хыççăн тÿрех камăнне палăртатпăр. Унăн хăмлине комбайнпа татма пуçличчен малтанхинне йăлтах шăлса тасататпăр. Весовщица чĕртавар виçине çырса хурать.
Тулли трактор хыççăн хăмла татакансем патне те çитсе куртăмăр. Пысăк агрегат курланкăллă авăра пĕр чарăнми «çăтать». Ÿсен-тăрана пĕр ушкăн комбайна татма хатĕрлесе парать - унсăрăн техника та чăхăмлать. Чехословакире кăларнă хăватлă комбайн кунне 5 тонна татса ĕлкĕрет. Ăна çичĕ çул каялла 10 млн тенкĕпе туяннă. Унчченхисем те юсавлă-ха, анчах вĕсем «канаççĕ». «Çĕнни таса, хăвăрт татать. Ĕçченсем те ытлашши кирлĕ мар», - терĕç вĕсем. Хăмла туса илнĕ çĕрте 35 çын тăрăшать. Хĕрÿ тапхăра виçĕ трактор явăçтарнă.
«Симĕс ылтăна» хуçалăхрах типĕтсе преслаççĕ, унтан Вăрмара пĕрчĕлеме ăсатаççĕ.
- Чĕртавара ăçта сутатăр, унăн хакĕ тăкака саплаштарать-и? - тĕпчетĕп эпĕ.
- «Букет Чувашия» пĕрлешÿпе темиçе çул ĕнтĕ çыхăнса ĕçлетпĕр. Хак пысăк тесе калаймăн. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал унăн хăйхаклăхĕ ÿсрĕ. Миçепе сутăнĕ вăл, калама йывăр. Хака эпир мар, туянакан палăртать, - терĕ Маргарита Иванова. - Пысăк тупăш парать тесе калаймăн. Унччен хăмла «симĕс ылтăнах» пулнă çав. Ăна сутса миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ. Халĕ лаптăкĕ те, тупăшлăхĕ те чакрĕ. Сутăнманнипе, йÿнĕ пулнипе республикăри чылай хуçалăх туса илме пăрахрĕ ăна. Субсиди параççĕ-ха, çапах тăкаксене саплаштарма йывăртарах. Эпир халĕ тĕп тупăша выльăх-чĕрлĕхрен илетпĕр.
Тури Ачак тăрăхĕнче йывăрлăха пăхмасăр «симĕс ылтăн» çитĕнтернĕшĕн, ăна пăрахăçа кăларманшăн хастар ĕçченсене тата ертÿçĕне тав тумалла-тăр. Валерий Герасимов, унччен хуçалăхра хăмла ĕçне йĕркелесе пынăскер, ертÿçĕне ларсан та пахчасене юхăнтарса яма паман. Чăн та, унăн лаптăкĕ палăрмаллах чакнă. «Туянакан пулсан, хак хăпарсан 40 гектара та çитерме хатĕр. Ăна валли бетон юпа лартнă пахча, техника пур, çынсем çителĕклĕ», - пĕлтерчĕç хăйсен шухăшĕсене хăмлаçăсем.
Ку тăрăхра «симĕс ылтăн» çитĕнтерессипе пуян опыт пухнă çын нумай: Галина Иванова, Юля Романова, Валентина Рубашникова, Геннадий Юхтанов /водитель/, Борис Филиппов, Татьяна Ефимова, Светлана Филиппова, Вера Савельева, Олег Иванов тата ыттисем те. Чăн та, чăвашăн хăватлă хăмли паян çакăн пек хастар çынсем çинче тытăнса тăрать те.
Лариса Никитина.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.