Комментари хушас

4 Авăн, 2015

Амбрози пăхма пит хитре...

Нумай пулмасть Шупашкарти пĕр çын палламан ÿсен-тăран тĕлĕшпе Россельхознадзорăн республикăри управленине çырупа тухрĕ. Тĕлĕнтермĕш курăк-чечек Афанасьев урамĕнчи 4-мĕш çурт патĕнчи клумба çинче ешерет иккен. Управлени специалисчĕсем тĕплĕнрех паллашма ăна лабораторине çитернĕ.

Чăнах та айккинчен пăхсан илемлĕн курăнать, такама та илĕртмелле, анчах хăрушă-мĕн. Çавăнпах карантин объекчĕ шутланать. Амбрози текен курăк 2 метр таранах çитĕнет, çулçи сарлака. Çуркунне пуçламăшĕнчех шăтса тухать, хăвăрт вăй илет. Çывăхри ытти курăка хавшатать, çĕре типĕтет. Ăна Самар, Саратов, Оренбург, Воронеж, Пермь, Амур, Иркутск, Пушкăртстан тăрăхĕсенче асăрханă.

Ытти ÿсен-тăрана ÿсме памасть кăна мар, аллерги чирне вăй илме пулăшать. Çынсем унран хăпма мар, клумба çинче ятарласа ÿстереççĕ. Улатăрта та амбрози хитрелĕхне ытараймасăр кăкласа ывăтман. Вăл вара ирĕклĕхе туйса тымарне тарăн янă. Сиенлĕхне пĕлсен хула администрацийĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çине тăрсах унпа кĕрешме тытăннă. Ÿсен-тăран вăй илнĕ вырăна çăвĕпех çулнă, çумкурăка пуç çĕклеме паман. Кăлăхах, кăçал çуркунне вăл каллех аталанма тытăннă. Тымартан çĕнĕрен çĕнĕ хунавсем шăтнă. Чăнах та ăна тĕппипех пĕтерме йывăр.

Çумкурăксăр пуçне культурăллă ÿсен-тăрана ытти хурт-кăпшанкă та пĕтерет. Уйрăмах чечексем шар кураççĕ. Чечек трипсне пула кăçал 60 хризантема çеçкине çунтарма тивнĕ. Хăвăрт сарăлакан нăрра тÿрех пĕтермесен ытти ÿсен-тăраншăн хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл 250 ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Трипс кăшланă чечек илемсĕр: папкисем хăвăрт татăлса ÿкеççĕ, хăраççĕ. Çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ те палăрмаллах чакать. Трипс хăрушă вирус чирĕсене сарать. Вăл пирĕн тăрăха куçарса лартмалли материалпа - чÿлмекри чечекпе тата чирлĕ пахчаçимĕçпе - лекме пултарать. Уйрăмах теплица хуçалăхĕшĕн хăрушă вăл. Акă «Ольдеевская» агрофирма 2008 çултанпах çак сăтăрçăна хирĕç кĕрешет, сарăлма памасть. Трипса пĕтерекен хурт-кăпшанкă та юриех ĕрчетет.

Кĕтмен хăнасем пахчана çакланасран хамăрăн асăрхануллă пулмалла. Сисчĕвленме сăлтав пур. Аякран кÿрсе килекен вăрлăхра сăтăрçăсем те сахал мар. Кăçал, сăмахран, уй-хир пурçăнне пахчаçимĕç хутаççинче асăрханă. Палламан ÿсен-тăран е хурт-кăпшанкă тĕлне пулсан специалистсемпе çийĕнчех çыхăнмалла.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.