Чечек

22 Юпа, 2015

Хризантема

Хризантемăн тăван çĕршывĕ - хĕвелтухăç Китай, Корея çурутравĕ, Япони. Хальхи вăхăтра хризантемăна таçта та ÿстереççĕ. Пирĕн тăрăхри хĕле тÿсĕмлĕ сортсем те сахал мар. Пахчара çитĕнтерекен хризантемăсем çуркуннехи сивĕсене те лайăх чăтса ирттереççĕ, тĕмсене лайăх хупласан чиперех хĕл каçаççĕ. Çак чечекĕн 700 тĕрлĕ сортне хатĕрленĕ селекционерсем.

4 Авăн, 2015

Амбрози пăхма пит хитре...

Нумай пулмасть Шупашкарти пĕр çын палламан ÿсен-тăран тĕлĕшпе Россельхознадзорăн республикăри управленине çырупа тухрĕ. Тĕлĕнтермĕш курăк-чечек Афанасьев урамĕнчи 4-мĕш çурт патĕнчи клумба çинче ешерет иккен.

20 Çурла, 2015

Календула

Çулла пирĕн йĕри тавра симĕс аптека ешерет. Сиплĕ ÿсен-тăранран хатĕрленĕ имлĕхсем чире пуçламăш тапхăртах чарса лартма май параççĕ. Чир паллисене асăрхасанах сипленме май пуррипе лайăх та ешĕл аптека. Пирĕн пахчасенче хăй тĕллĕнех шăтса ÿсекен, куçа илем, сывлăха тĕрек кÿрекен чечек - календула /ăна ноготки тесе те калаççĕ/ - пирки сăмахăм.

5 Пуш, 2015

Мимоза - çурхи уяв палли

Мимоза - 8 мартăн символĕ темелле. Чечек лавккисемпе пасарсем хĕрарăмсен уявĕ умĕн йăлтах çак чечекпе тулса ларать тейĕн.

Çак чечекĕн уйрăмлăхĕсем çинчен пĕлетпĕр-и-ха эпир. Тĕрĕссипе мимоза чечек-курăк мар, тĕм /кустарник/ иккен. Унăн тăван çĕршывĕ - Австрали. Унта çитĕнекен мимоза 45 метр çÿллĕш пулма пултарать. Вăл шăрăха кăмăллать.

Австралири Тасмани утравĕнче çитĕнекен куçа илĕртекен çак ÿсен-тăрана кĕçех Мадагаскар утравĕ çинче, СШАн кăнтăр енĕнче, Вăтаçĕр утравсем çинче ĕрчетме пуçланă.

Pages