Гладиолус лайaх упранать

19 Авăн, 2014

Гладиолус суханне хăçан кăлармалла тата ăна мĕнле упрамалла.

Людмила СОТНИКОВА,

Канаш хули.

Авăн уйăхĕн тĕлне гладиолуссем чечек çурса пĕтереççĕ. Çак уйăхра унăн суханĕсем те аталанса çитеççĕ. Шăпах авăн уйăхĕнче кăфлармалла та гладиолуссене пирĕн тăрăхра.

Кăларнă хыççăн кăштах типшĕнтерĕр те ватă тымарĕсенчен, тăпраллă çиелти хупăсенчен тасатăр, лайăх типĕтĕр.

Унтан шултра тата вăтам сухансене суйлăр та ешчĕке ик-виçĕ сийлĕ хурăр - упрама хума хатĕр те. Ешчĕк йывăçран пулсан аван, сывлăш кĕрсе тăтăр тесен ăна шăтăклă тумалла.

Тепĕр мел, гладиолус тымарĕсене пĕчĕк сеткăна тултарса çакма пулать. Халĕ апат-çимĕç лавккисенче пахча çимĕçсене шăпах пĕчĕк сеткăсенче сутаççĕ. Çавнашкал сеткăна тултарнă вăрлăха нÿрхрепре е тĕп сакайне çакса хума меллĕ. Урай кашти çине пĕчĕк пăтасем çапса тухсан унта тĕрлĕ вăрлăх упрама май пур. Тĕп сакайĕнчи температура 5-10 градус ăшă пулсан гладиолуссем аван хĕл каçаççĕ. Вăхăт-вăхăт хутаçсене пăхкаласа илмелле çеç.

Гладиолуссене упрамалли вырăн 10-20 градус ăшă тăк çакна пĕлмелле. Упрама хуриччен тымарсене питĕ лайăх типĕтĕр. Хуппи çĕрме, сухансем шурă тымар яма пултараççĕ.

Чир-чĕр, кăпшанкă тапăнасран таракансемпе кĕрешмелли им-çампа /Машенька, Ника т.ыт.те/ сапăр, вăхăт-вăхăт вăрлăх мĕнле упраннине тĕрĕслесе тăрăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.