Мимоза - çурхи уяв палли
Мимоза - 8 мартăн символĕ темелле. Чечек лавккисемпе пасарсем хĕрарăмсен уявĕ умĕн йăлтах çак чечекпе тулса ларать тейĕн.
Çак чечекĕн уйрăмлăхĕсем çинчен пĕлетпĕр-и-ха эпир. Тĕрĕссипе мимоза чечек-курăк мар, тĕм /кустарник/ иккен. Унăн тăван çĕршывĕ - Австрали. Унта çитĕнекен мимоза 45 метр çÿллĕш пулма пултарать. Вăл шăрăха кăмăллать.
Австралири Тасмани утравĕнче çитĕнекен куçа илĕртекен çак ÿсен-тăрана кĕçех Мадагаскар утравĕ çинче, СШАн кăнтăр енĕнче, Вăтаçĕр утравсем çинче ĕрчетме пуçланă.
Раççейре çак илĕртÿллĕ тĕме XIX ĕмĕр вĕçĕнче ÿстерме тытăннă. Чи малтанах Хура тинĕс хĕрринче, каярах Абхази, Кавказ тăрăхĕсенче, Сочи хулинче. Пирĕн çĕршыври климат Австралирине пурпĕрех çитеймест. Çавăнпа мимоза çÿллĕшĕ те 12 метртан иртеймест.
Хальхи вăхăтра Кавказра, тĕслĕхрен, мимоза çум курăкĕ пекех çитĕнет. Ăна пур çĕрте те курма пулать. Унта пурăнакансем пирĕншĕн çуркунне палли пулса тăнă илĕртÿллĕ çак ÿсен-тăрана питех асăрхамаççĕ те тейĕн.
Интереслĕ факт. Ăсчахсенчен «мимоза мĕн вăл» тесе ыйтсан Кăнтăр Америкăра ÿсекен 60 см çÿллĕш шупка кĕрен чăмăркка чечеклĕ ÿсен-тăрана кăтартĕç. Ăна сăпайлă мимоза /мимоза стыдливая/ тесе ахальтен ят паман иккен. Кăшт перĕнсенех чечек çулçисем пытанма васкаççĕ - пĕтĕрĕнсе лăпчăнаççĕ.
Пасарсенче эпир туянакан мимозăн чăн ячĕ вара - кĕмĕл акаци.
Сăпайлă мимозăна килте çитĕнтерме пулать. Шăрăха тата нÿрĕке юратнине шута илсе ăна валли килте те çавнашкал услови туса пама тăрăшмалла. Мимоза ÿснĕ тапхăрта пÿлĕмри ăшă 20 градусран кая пулмалла мар. Хĕллехи вăхăтра, чечек каннă чухне, ăшă 18 градуса çывăх пулмалла.
Мимозăна кашни çулах куçарса лартма кирлĕ мар, юратмасть хăйне тĕкĕннине. Чÿлмек чечекшĕн тăвăрланчĕ пулсан тымарсене сиенлемесĕр асăрханса пысăкрах савăта куçармалла. Çĕр сийĕ типнĕçемĕн шăварса тăмалла. Тăпра торфлă, çемçе, сывлăш çÿремешкĕн чÿлмек тĕпĕнче шăтăксем, чул сийĕ пулмалла.
Тăпра ытлашши типсе кайсан, тутлăхлă япаласем çитмесен чечек çулçисем вĕçĕнчен сарăхса типме пуçлаççĕ. Чечек чĕлĕм-пирус тĕтĕмне чăтаймасть, çулçăсем тăкăнаççĕ.