Комментари хушас

22 Юпа, 2015

Хризантема

Хризантемăн тăван çĕршывĕ - хĕвелтухăç Китай, Корея çурутравĕ, Япони. Хальхи вăхăтра хризантемăна таçта та ÿстереççĕ. Пирĕн тăрăхри хĕле тÿсĕмлĕ сортсем те сахал мар. Пахчара çитĕнтерекен хризантемăсем çуркуннехи сивĕсене те лайăх чăтса ирттереççĕ, тĕмсене лайăх хупласан чиперех хĕл каçаççĕ. Çак чечекĕн 700 тĕрлĕ сортне хатĕрленĕ селекционерсем.

Хризантема çу варринчен тытăнса мĕн сивĕсем киличчен пахчана илем кÿрет. Унăн чечекĕ çĕр-çĕр тĕслĕ: шурă, кĕрен, хĕрлĕ, сарă, шупкарах симĕс... Çÿллĕ ÿсекеннисем пĕр метр ытла çитĕнеççĕ, лутрисем /карликовые/ пурĕ те 30 см яхăн çеç. Чечекĕсен калăпăшĕ те тĕрлĕ: пысăккисен диаметрĕ 12-15 см, пĕчĕккисен - 3-4 см. Чечек форми ахаль салтак тÿми курăкĕ пеккинчен пуçласа кăпăшка помпон, çăлтăр е йĕпленчĕк евĕрлисем таранччен.

Нумай çул ÿсекен хризантема пĕр вырăнта 5 çул ларма пултарать. Анчах нумай çул пĕр тĕлте пулсассăн хризантемăн чечекĕсем вĕтелеççĕ. Çулсерен е икĕ çулта пĕрре апрель уйăхĕнче çĕнĕ вырăна куçарсассăн аванрах. Куçарса лартнă чухне пысăкланса кайнă тĕмсене пайламалла. Тĕме асăрханса кăлармалла, 5-7 см ÿснĕ çамрăк хунавсене уйăрмалла та пĕр-пĕринчен 30-35 см хăварса лартмалла. Чечек илемлĕн çитĕнтĕр тесен ăна формăласа касмалла. Сĕре вăрăм ÿссе каякан туратсене кĕскетмелле, вара аяккинчи турачĕсем лайăхрах аталанаççĕ, тĕм тикĕссĕн ÿссе чечекленет.

Хризантемăна хĕле мĕнле хатĕрлемелле? Тепĕр çул та хÿхĕм чечеклентĕр тесен мĕн тумалла? Хризантема чечекленсе пĕтнĕ хыççăн тунана çĕр çуммипех касмалла. Унтан тĕм йĕри-тавра кăпкалатмалла, тăпрана купаламалла, улăмпа е типĕ çулçăпа хупламалла. Çÿллĕ мар, пĕчĕк чечеклĕ сортсем лайăх хĕл каçаççĕ. Пысăк чечеклĕ çÿллĕ хризантемăсене тăпрапах кăларса карçинккана хумалла, нÿрĕ хăйăр сапмалла та нÿхрепе е тĕпсакайне антарса упрамалла. Тымар типесрен тăпра муклашкине сайра хутра шыв сапса нÿретмелле.

Хризантемăна ĕрчетме кăткăс мар. Ăна тĕме пайласа, туратран тата вăрăран ÿстерме пулать. Чи ансатти - çуркунне тĕме пайласа лартни. Хризантемăн турачĕсем те хăвăрт тымар яраççĕ. Хризантема чечекĕн çыххинчен пĕр туратне касса илсе тымара аталантаракан имçам хушнă шыва лартсассăн та вăл хăвăртах тымарланать. Чечекĕн çÿлти пайĕнчен 3-4 çулçăллă 7 см турат касса илмелле. Туратран ĕрчетме, паллах, çуркунне лайăхрах. Çерем тăприпе хăйăр хутăштарса лартнă чÿлмекре 2 уйăх аталантарнă хыççăн пĕчĕккĕн уçă çĕре хăнăхтарса пахчана куçарса лартмалла.

Хризантемăна лайăх чечеклентермешкĕн тутлăхлă япаласемпе апатлантарсах тăмалла. Лартнă чухне тăпрана çапла хатĕрлемелле: 1 тăваткал метра 5 кг çĕрнĕ тислĕк, 3 стакан йывăç кĕлĕ хушмалла. Ăна çутă лайăх лекекен вырăна лартмалла, çулла кăнтăрлахи шăрăхра хĕвелтен хупламалла. Çуркунне чечеке лайăх шăвармалла, чечек папкисем тухма пуçласан асăрханса шăвармалла. Çеçке çурнă вăхăтра хризантема йĕри-тавра тăпра йĕпе пулмалла мар, нÿрлетсе çеç тăмалла. Кашни уйăхрах минераллă удобренипе апатлантармалла. Çĕр шăниччен тĕме хупласа хĕле хатĕрлемелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.